Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Район хаҫачӗсем интереслӗрех?

Аçтахар Плотников21.07.2008 20:365876 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ... — ман кусем кӑна). Хаҫата пӗрремӗшпе юлашки старници таранах вулас килет (сӑмахран, «Хыпарта» эпӗ виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш страницисене ҫеҫ пӑхатӑп — ыттисенче мана интересли сайра тӗл пулать). Тен ку пӗчӗк хаҫат упранса юласшӑннинчен килет?
Вырӑсла тухакан листана та епле йӗркелени мана килӗшрӗ (вӑл хаҫат варринче вырнаҫнӑ). Унта ял историйӗсем, интереслӗ фактсем пичетлеҫҫӗ. Сӑмахран — утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи хаҫатра сайра хуракан ятсем пирки каласа панӑ. Вырӑсла историллӗ хайлавсене вуланӑ хыҫҫӑн тен чӑвашӗсен те чӑвашлӑхӗ вӑрӑнӗ. :)

«Ку хаҫата ма-ши ҫырӑнтӑм?» - тесе калаймӑп. Кӑларакансене ӗҫре ӑнӑҫу сунатӑп, тиражӗ ӳсессе шанатӑп.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj