Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМ е вулав вӑрттӑнлӑхӗ

Аçтахар Плотников03.07.2008 09:405458 Пурĕ пăхнă
Ӗнер мана пӗр япала пирки пӗлтерчӗҫ — пысӑк саспаллисемпе ҫырни вулама чӑрмантарать иккен. ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМПЕ ҫырнӑ текстӑн ҫӳлтипе аялти йӗрӗ тип-тикӗс. Тикӗс йӗртен тухакан мӑкӑлчӑксем ҫук, пур пулсан та вӗсем япӑх палӑраҫҫӗ. Ку вӑл вулама кансӗрлентерет — ҫын сӑмаха вуланӑ чухне сӑмахӑн кӗлеткине курать иккен — ҫав кӗлетки ӑна палласа илме пулӑшать. Алфавитра тӗп йӗртен тухакан саспаллисем пурри лайӑхрах — ку енчен чӑваш алфавичӗ вырӑслинчен лайӑхрах (пирӗн «ӑ, ӗ, ҫ, ӳ» пур, вӗсем пурте тӗп йӗртен тухса тӑраҫҫӗ. «ӑ, ӗ» — кусен тӑрри пур, «ҫ, ӳ» — кусем аялти йӗртен тухса тӑраҫҫӗ). Алфавитра ун пек саспаллисем мӗн чухлӗ нумай — ҫавӑн чухлӗ текста вулама ҫӑмӑлрах.
Кириллицӑн тата пӗр ҫитменлӗхӗ пур — саспаллисенче патаксем питӗ нумай. Сӑмахран, «шӑшипе» сӑмахра мӗн чухлӗ патак! «III о III II II o» - ку вӑл схемӑласа кӑтартас пулсан. Ҫак патаксене вулама йывӑр иккен. Латин алфавитӗнчи лару-тӑру та ҫаплах — унта та патаксем чылай. Арап ҫырӑвӗ, грузин алфавичӗ — вӗсене вулама ҫӑмӑлрах иккен. Патаксем унта пачах та ҫук...

Вӑт ҫапла... Кӑна мана дизайн енчен епле лайӑхрах пулнине ӑнлантарса пачӗҫ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Victor // 2742.10.7558
2008.07.04 15:24
Victor
Тĕрĕс. Сана эп тахçан сĕнсеттĕм пулас: сайт стайисене «Verdana»па мар, «Times New Roman» е ун пекрех «туратлă» шрифта кăларма - унсăрăн вулама питĕ йывăр. Эп мĕнле тăвап:
«Word»a коппилеп, унта шрифне улштарап, и вара вулап.

вырăс тексчĕсем б д з сас паллисемпе чылай çавракаланаççĕ. Пирĕн чĕлхере тата вăрăм хупă сассем пур - уйрăмах патакла сас паллисене йывăрлатать:

ЧВрус CVLat
ш - š
шш - šš
щщ - şş
П - p
пп - pp
к - k (pĕr patakki şüllĕreh pitĕ kurămlă)
и - i
ы - y

Victor // 2742.10.7558
2008.07.04 15:26
Victor
Сканăрланă чухне И Н сас паллисем йывăр килеççĕ. «Хăйӗн» сăмаха та сканăр паллаймасть.
2008.07.04 17:35
Аçтахар Плотников
Вердани юлтăрах. Улаштарсан та Georgia çине улăштарма пултаратăп. Вăл мана илемлĕрех пек туйăнать.
Тата унти хисеп паллисем (цифрăсем тепер майлă) те текст йĕркине пăхăнаççĕ, ытти шрифтсенчи пек пурте пысăк саспаллисен çӳллĕшĕ пек мар. Вăл шрифт епле курăннине Википединче сăнама пулать.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj