Ну пĕлместĕп. Пĕр енчен ку палăк — ытла вырăнсăр. Чăваш руна палăкĕ мар, чăваш тĕрри палăкĕ. Рунăсем вара пачах та урăхла пулнă. Йăнăшсем нумай пулни - питĕ япăх. Шупашкарта чăвашла пĕлекен çын юлман-ши вара? Пурте вырăса тухса пĕтнĕ-шим? Пĕрремĕш класс ачи куçăрнă тейĕн...
Статистиккă тăрăх (переппйҫ) чăвашсенчен 86 процценчĕ - 10 çынран тăххăрăшĕ - чăвашла пĕлет. Шупашкартисем-ЧăвашЕнрисем те пĕлеççĕ. "Йăваш" е "йывăр" пулнипе кăна калаçма юрамасть. Ку феноменпа кашни утăмрах тĕл пулан. :D
Тата на-связи чепурашкисен (чепоксар тырăсĕ) кулăшĕсем (чăвашсем, пирĕн çак йăхташсем чăнах сÿтĕк е катăк :) ):
meo: «Подскажите мне пожалуйста, откуда у древних чуваш символ "гора" (2 ряд сверху, самый левый)??? Мож я чего не знаю, но по моим представлениям гор в радиусе километров 500 не припоминаю...» :D
ellvi: «Древние чувашские сказки начинались примерно так: "Давным-давно, когда небо было близко, а звёзды были большими", что дало возможность некоторым историкам сделать предположение, что предки чуваш жили в горах.»
efro: «Душевная красота, духовный взлет (подъем может все же?), человечность - таких понятий в чувашском вроде вообще нет. Прозрение перевести забыли на чувашский. А разум просто афигеть как перевели. И непонятно, если это чувашские руны, то почему сначала идет текст русский, а после следует перевод ЭТОГО текста на чувашский. Где логика?»
:D Çаксем чăвашла пӗлмеççĕ-и? Кусем пирĕнтен чăвашрах!
Хуратнă!? :D Пĕртте тĕлĕнместĕп. Паян Шупашкарта тарăн пытаннă проццессем пыраççĕ - вĕсен халиччен никам та ят паман. Чăвашсем чăваш чĕлхине хăйсенчен уйăрса ун валли ятарлă вырăн шыраççĕ - чăваш чĕлхи юрамасть ĕçлĕ калаçура, пуян суту-илÿре, çÿлти оффиццаллă шайра - калаçакан япала чăваш чĕлхи пулин те. Çав форўмрах чăваш чĕлхи йăнăшĕсене хăш чĕлхепе çырса кăтартнă?! - вырăсла.
Чăваш чĕлхи валли хатĕрленĕ вырăн вара - чăн-чăн тупăк - чĕлхен пĕтĕм çÿп-çапне пĕр çĕре пухса çунтарма питĕ çăмăл. Çунтарса яр чăваш арххифне, чăваш куманиттарй инститтутне, чăваш филолокй факуультетне, ыттисене - «хĕрлĕ ĕне» йăлтах çĕнĕрен çăтĕ.
Чăвашла çырнă постсене те мĕн тума пĕр çĕре пухаççĕ - пĕтĕмпе пĕрле хуратма çăмăл! :)
«Чуваш.орг»ăн та çав хавшак самант пурах - пĕтĕмпех çак сайтра пухмалла мар. Сапаласа ямалла - чĕлхе вирўс пек, пур çĕре те хыптăр.
Ытти чухне чепурашкăсене (хам та çурма-чепурашкă) пит шеллетӗп: вĕсен чĕрисем чăвашшăн тулса çитнĕ, анчах паян ун пирки калаçма юрамасть - чăвашлăх чул пек çакăнса тăрать çынсен чĕрисем çинче - йăвашлăх, вăтанчăклăх чулĕ. Çак йухăма хирĕç тепĕр йухăм пур - чăвашлăх пире кирлĕ мар, вырăс пулмалла текенни - Раççей наццоналисăмĕ - ун пирки калаçни те çук - вăл та вăрттăн япала. Тарăн проццес.
Çак тарăн авăр тĕпне çитме пĕлеймест пулех чăвашлăх - çур-çулĕнчех тĕппипе пăсланса пĕтет. Эп пăхса тăрăп :D