Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Вячеслав Шорников: «Мӗн те пулин улӑштармаллах» — ялти вӗрентекен юхӑнакан ҫурта юсама пикеннӗ

Вячеслав Шорников05.02.2024 11:025530 Пурĕ пăхнă

Чӗнтӗрлӗ хашаксемлӗ, пӗтнӗк тӗслӗ стенасемлӗ авалхи йывӑҫ ҫурта Заозерье ялӗнче ытти ҫуртсенчен тӳрех уйӑрса илӗн. Тахҫан ӗлӗк вӑл Устина Роскова купца майрин пулнӑ — хӗрарӑм шавлӑ та ҫынсем йышлӑ пурӑнакан ялта шушкӑ сутса пуйнӑ.

Ҫурт 19-мӗш ӗмӗрте

Ку ял хӑй ӗлӗк Салтыков-Щедрин амӑшӗн пулнӑ, ҫыравҫӑ ун пирки хӑйӗн «Пошехонская старина» хайлавӗнче асӑнни те пур. 18-мӗш ӗмӗрте сала пирки япӑх ят ҫӳренӗ. Ку шӑпах та ялта хупахсем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ.

Заозерьери суту-илӳ речӗсемпе купса ҫурчӗсенчен сыхланса юлнӑ пайӗ.

Кунсӑр пуҫне кунта тимӗрҫӗ лаҫҫисем ӗҫленӗ, тир-сӑран савучӗ пулнӑ. Вырӑнтисенчен нумайӑшӗ суту-илӳпе ӗҫленӗ: вырӑнти халӑхран пир туяннӑ та ӑна каярахпа ярмӑрккӑсенче сутнӑ. Майӗпен вӗсем валли ят та тупӑннӑ — маяксем.

Алена Петухова шӑпах ҫакӑнта ҫуралнӑ та. Ун чухне кунта колхоз та ӗҫленӗ, чӗнтӗрлӗ ҫурт ун аллинче пулнӑ — кунта колхоз кантурӗ вырнаҫнӑ.

Алена Петухова тата чӗнтӗрлӗ ҫурт. Сӑнӳкерчӗке Ярославль облаҫӗн Туризм министерстви тунӑ.

Хӗр вырӑнти шкултан вӗренсе тухнӑ, кайран Угличри педагогика колледжӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекене вӗреннӗ. Анчах Алёна стюардесса пулса тӗнче курса ҫӳреме ӗмӗтленнӗ, ҫавӑнпа Мускава тухса кайнӑ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх унта сӗтел-пукан тӑвакан компанире ӗҫленӗ, анчах пысӑк хулара вӑл хӑйне аван туйман.

Ҫавӑнпа вӑл тӑван Заозерьене таврӑнма шутланӑ, хӑй вӗренсе пӗтернӗ шкулта ачасене акӑлчан чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ. Халӗ кунта мӗнпур классене илсен пурӗ 34 ача вӗренет. Алена вӗсене пурне те вӗрентет.

Заозерье ялӗ

«Манӑн нимӗнле план та пулман. Ҫурт арканса пыни питӗ кулянтаратчӗ, ҫав кӑна», — каласа парать хӗр. Вӑл яла таврӑннӑ тӗле колхоз панкрута тухнипе пӗрех пулнӑ, ҫурт пушанса юлнӑ.

«Ҫуртсем ишӗлеҫҫӗ, йӗри-тавралӑх юхӑнса пырать, ҫакна пула чуна хуйхӑ пусать. Ҫулсерен лару-тӑру япӑхланса пынине ӑнлансан ҫакӑ пӗрре те сана телей кӳмест. Мӗн те пулин улӑштармалла тесе шутларӑм, 600 ҫула яхӑн историллӗ ялӑн йывӑрлӑхӗсем пирки ҫынсене пӗлтермеллех терӗм хама хам», — каласа парать Алена.

Ҫавӑнпа та хӗр ҫак ӗҫе хӑй аллине илме шут тытнӑ, ҫемйипе пиччӗшӗ пулӑшнипе купсан ҫуртне колхозран 250 000 тенкӗ тӳлесе туяннӑ. Алена аса илнӗ тӑрӑх аукцион ирттернӗ, ӑна выляса илеймессишӗн хӑй питӗ пӑшӑрханнӑ. Туянас текенсем урӑх пулман пулин те.

Ку ҫуртсӑр пуҫне хавхаланнӑ ҫынсемпе пӗрле Алена ялти предпринимательлӗх хастарлӑхне халалланӑ «Заозерье маякӗсем» музее пулӑшать.

Халӑхра Росковӑн ҫуртне «ҫӑрттанлӑ ҫурт» теҫҫӗ. Ҫак ят ҫурта 1979 ҫулта вырӑнти ӑста Николай Бородулин тунӑ хӑйне евӗрлӗ шыв юххисене пула ҫыпӑҫнӑ.

Майӗпен Алена ҫурт-йӗре юсас, тирпей кӗртес ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫывӑхри лаптӑка ҫӳп-ҫапран тасатма волонтерсем пулӑшнӑ. Канализаци йӗркелеме тата септик вырнаҫтарма укҫана краудфандинг проекчӗпе усӑ курса пухнӑ. Ун чухне ҫынсен хуйхи-суйхине ӑнланакансем Аленӑна 500 000 тенкӗпе пулӑшнӑ.

«Манӑн мӗнпур ӗҫсен тӗп тӗллевӗ — яла ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси: вырӑнти пурнӑҫа хӑтлӑлатасси, ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси, туристсене илӗртесси. Заозерьери малашлӑха эп ҫапла куратӑп — пекарня (шушкӑсем пулмаллах, ма тесен Устинья Роскова тӗпрен илсен шушкӑ хатӗрлесе сутнипе палӑрнӑ), темиҫе кафе, хупах, хӑна ҫурчӗ» — хӑйӗн планӗсемпе паллаштарать Алена.

МИХсенче Алена пирки каласа парнисенчен тата унӑн проекчӗ пирки Никита Михалков режиссёр пӗлнӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн фончӗ ҫурт тӑррине юсама укҫа куҫарса панӑ.

Паллах, ҫурта тӗпрен юсама укҫа-тенкӗ нумай кирлӗ, ялти вӗрентекенӗн ӗҫ укҫи ҫакӑн валли ҫитмест, апла пулин те ӗҫ майӗпен шӑвать.

Алена ҫуртра хӑна ҫуртне уҫма палӑртать. Ҫапла майпа вара яла туристсене ытларах илӗртесшӗн. Заозерье салине «Раҫҫейри чи илемлӗ ялсем» ассоциацие кӗртнӗ, апла тӑк аталанӑва тӗрӗс йӗркелесен ку вырӑнтан хӑтлӑ та илемлӗ туризм кӗтесӗ ним мар тума май пур.

 

Статьяна «Путешествия с фотокамерой» каналтан илсе чӑвашла куҫарнӑ. Сӑнӳкерчӗксем те унтисемех.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Галина Зотова // 2006.50.7967
2024.02.07 13:55
Алена! Сире пуҫланӑ ӗҫе вӗҫлеме вӑй-хӑват, сывлӑх сунатӑп! Йывӑрлӑхсене парӑнтарма ял халӑхӗ те пулӑштӑр! Ял чӗрӗлӗ, шкулти ачасен шучӗ те пысӑкланӗ, шкула хупса хумӗҫ, сирӗн ӗҫ вырӑнӗ те сыхланса юлӗ. Кунти чиркӗве те никам та аркатман, еплерех хитре чиркӳ! Тепӗр хут пурнӑҫра телей, ӗҫре ӑнӑҫу сунатӑп! Сирӗн пек тӑван тӑрӑхӗшӑн тӑрӑшакансем пурри ялшӑн телей .Ҫурта Сире укҫалла мар, бесплатнах, е ячӗшӗн кӑштах укҫалла парнелемелле пулнӑ. Колхозсем арканнӑ хыҫҫӑн колхозсен амбарӗсем, фермисем,ҫурчӗсем темиҫе ҫултан пӗчӗккӗнех арканса саланчӗҫ, кам хастартарах, ҫавсем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн килелле тултрӗҫ. Ҫурта та ҫав шӑпах кӗтме пултаратчӗ, малтан урай хӑмисене илсе кайӗҫ, чӳречисем арканӗҫ... Ырлӑх-сывлӑх сунатӑп, кам пӗлет, хӑҫан та пулин Сирӗн тӑрӑхра экскурсинче те пулма тӳр килӗ?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj