http://lenta.ru/news/2008/06/26/domains/ — 2009 ҫулта пӗрремӗш шайри доменсене регистрацилеме ирӗк парӗҫ. Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх ку, те япӑх. Сӑмахран, .chv регистрацилеме май пулӗ :)
Халӗ халӑхӑн ытларах пайӗ тӳрех пӗлет — домен малтан www-па пуҫланать, .ru-па вӗҫленет. Кайран мӗн пулӗ?
.org, .gov, .ru, .cv доменсенчи чикӗсем юрӑхсӑра тухӗҫ-ши? Сӑмахран, .org доменра коммерциллӗ мар организацисене ҫеҫ, .cv доменра — пӗр патшалӑхри сайтсене ҫеҫ регистрацилеҫҫӗ. Малалла мӗн пулать?
Домен питӗ хаклӑ пулни ҫеҫ чарӗ пулас. Пӗрремӗш шайри (ӑна тата ҫӳлти шайри) доменшӑн вунӑ пинрен пуҫласа ҫӗр пин доллар таран тӳлеме тивӗ. Хӑшӗсемшӗн ку укҫӑ та мар-ҫке. Вӗсем, сӑмахран, .ivanov домена регистрацилеме пултараҫҫӗ. :)
Вӑт пурнӑҫ! Мӗн кӑна кӑтартмасть пулӗ!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.