Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Арканнӑ саманари сулнӑксем

Виталий Станьял09.09.2023 14:333080 Пурĕ пăхнă

(Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» романне вуланӑ май)

Улькка Эльмен (31.8.1961) - чӑваш профессионал писательсен союзӗн председателӗ. Виҫӗ кӗнекеллӗ «Упраймарӑм сана» романпа палӑрнӑ прозаик. Нумай калавсемпе повеҫсен авторӗ.

 

Пултаруллӑ та хастар ҫыравҫӑ Улькка Эльмен (Ольга Васильева-Куликова) «Пурнӑҫ сулӑнка лексен...» роман ҫырса пӗтерни ҫинчен виҫӗмҫул журнал тӑрӑх («Ылхансӑр куҫҫуль» калавӗ умӗнче каланинчен) пӗлтӗм. «Унта паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан пӑтӑрмахсем, ыйтусем, юратупа курайманлӑх, ӑмсанупа кӗвӗҫӳ» тенӗччӗ. Ҫӗнӗ романпа 2022 ҫулхи «Тӑван Атӑл» журналӑн 7-10-мӗш кӑларӑмӗнче кӑштах паллашрӑм, халӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ тулли кӑларӑма вуласа тухрӑм.

Хам пӗлекен ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тишкерес йӑла пур манӑн. Эппин, вуланӑ роман ҫинчен (романа эпӗ чӑвашла «сӑскан» теттӗмччӗ) ватӑ пуҫри шухӑшсене калама хӑюлӑх ҫитеретӗп.

 

Улькка Эльмен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗче чӑваш литературине «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм» (2001) кӗнекипе вирхӗнсе кӗчӗ те кӗҫех малти рете тухрӗ. Ун тавра халӗ Марина Карягина, Людмила Сачкова, Елена Нарпи, Раиса Сарпи, Валентина Тарават, Светлана Асамат, Лидия Филиппова, Ольга Австрийская тата ытти чӑваш хӗрӗсен пысӑк ушкӑнӗ литература лавне туртса пырать. Илем тӗнчине хӗрсен вӑхӑчӗ ҫитрӗ. Вӗсем ҫак яваплӑха туйса тӑрӑшаҫҫӗ.

Паян Улькка Эльмен аслӑ ӑрури ҫыравҫӑсене (Николай Теветкеле, Денис Гордеева, Николай Максимова, Николай Исмукова, Арсений Тарасова, Борис Чиндыкова, Николай Сидорова) тивӗҫлипе чыслассишӗн вӑй хурать. Унӑннах, ертӳҫӗн, чӑваш писателӗсен союзӗн 100 ҫулӗ тӗлӗнче тӑватӑ ушкӑна пайланнӑ ҫыравҫӑсене пӗр чӑмӑра пухас шухӑш ҫаврӑнать, вырӑс секцине куҫару хӑвачӗпе вӑйлатасшӑн, литература шайне хӑпартас пирки мӗн-мӗн тумаллине картать. Ҫыравҫӑн хӑй ӗҫӗпе ларма вӑхӑт ҫук та! Унӑн питӗ те малалла ҫырас килет. «Сюжетсем хӑйсемех мана шыранӑн туйӑнать». Улкка Эльменӗн курса-чӑтса ирттернӗ йӗрӗ, хӑйне расна илемлӗх мелӗсем пур, ҫак самана теми унӑн анлӑ. Пиҫсе ҫитнӗ ҫырас ӑсталӑхӗ литература каҫалӑкӗ умнех йыхӑрать.

У.Эльменӗн пӑтранчӑк саманари ҫынсен кукри-макри пирки ҫырнӑ сӑсканӗ - ҫыравҫӑн ӑнӑҫлӑ ӳсӗмӗ. Унӑн тӗп тата кулленхи шухӑшӗсем мана валлиех пек - тӗрӗслӗхшӗн, ырӑ ӗҫшӗн, таса юратушӑн, сывӑ ача-пӑчашӑн, йӗркеллӗ пурнӑҫ тӑвасшӑн йӑх-яхпа хӑрамасӑр кӗрешме чӗнет вӑл. Йӗксӗксем пурнӑҫра кирек хӑҫан та ӗрчеҫҫӗ. Ырӑ тавра яланах усал явӑнать. Паян та, ыран та. Усал-тӗсел пирӗн патшалӑхра пуҫ пулнӑ чухне тӳрӗ чунлӑ этеме ӗҫлесе пурӑнма шутсӑр кансӗр. Ӑна хӗссе лартаҫҫӗ. Суяпа вӑрӑ, нӗрсӗрпе пуҫтах, ҫӑткӑнпа улпут «сурӑхсене» пӗтӗрсе хурать те, хӑйне юрӑхлӑ «ҫырман саккун» ҫапать. Кашни саманан хӑйӗн вирлӗ варкӑшӗ пур ҫав.

Хайлавра хирӗҫле вӑйсем хӑйсен пурнӑҫшӗнех тӑраҫҫӗ. Романра хирӗҫлӗх (конфликт) нумай енлӗ. Пӗрре пӑхсан вӑл хӗрпе каччӑ, арӗпе арӑмӗ хушшинче ҫеҫ пек. Вӑл кӑна мар. Пуҫлӑхсемпе хыҫлӑхсем, влаҫпа халӑх, пӗрлешӳлӗхе харкамлӑх, чыспа нӗрсӗрлӗх, суяпа тӗрӗслӗх - пурӑннӑ чухне ырӑпа усал кӗрешнине пайтах чӑтма тивет

Тӗрӗссишӗн пурӑннӑ Петр Иванович Краснов - районти милици пайӗн пуҫлӑхӗ, Чечняна хӑй ирӗкӗпе командировкӑна кайса пуҫне хурать. Ялта пытараҫҫӗ ӑна. Ҫуралса ӳснӗ ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми ҫакаҫҫӗ. Вӑл романри тӗп геройӑн Таиҫӗн ашшӗ. Амӑшӗ - Анна Ильинична - тава тивӗҫнӗ учительница, хӗрне ҫирӗп тытнӑ хӗрарӑм. «Аҫу миҫе ҫамрӑка Хусан университетне вӗрентме кӗртрӗ, халӗ курмӑш пулса иртсе каяҫҫӗ», - тет амӑшӗ.

Ҫемье тусӗ Ильяс Магомедович Тихомиров - райсуд председателӗ. Вӑл Таисия Петровнӑна хӑй патне ӗҫе илет, ашшӗ ятне ямасса шанать. Ильяс Магомедович ӑна хытӑ пулӑшать. «Аҫу юлташӗсенчен ҫав анчах юлчӗ». Тӑнлӑ-ӑслӑ ӑсчах, ҫирӗп те тӗрӗс тӳре. Ашшӗ вырӑнне пулса, Тайӑна кӑткӑс ӗҫре вӗрентсе пырать. Итлемен хӗр йӑнӑшӗшӗн пӑшӑрхансах чир айне пулать. Валентин Андреевич, Тимахви мучи, ваккатсен палатин ертӳҫи Иван Прокопьев, колони пуҫлӑхӗ Ларион Игнатьевич Осипов, ирӗкри полковник Федор Степановичпа кӳршӗри Елена Павловна карчӑк - нумай ҫын Таиҫе чунтан ырӑ сунать. Ял халӑхӗ Толя тавра. Вӑл тӗрлӗ - суяканӗ пур, элек сараканӗ ҫумра, ӗҫке ернисем тӑршшипех. Ҫапах яла тытса тӑракан ҫынсем те сахал мар тупӑнаҫҫӗ....

Хура вӑйсем хӑйсене ҫап-ҫутӑ, тап-таса, ӑслӑ та тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ. Ыттисем вӗсен шучӗпе - пурӑнма пӗлмен кӑйттӑсем кӑна. Саккунлӑ вӑрлаҫҫӗ пӗлекенсем. Вӗсен турри - укҫапа пуянлӑх. Район пуҫлӑхӗнчен Станислав Петрович Григорьевран пуҫласа ял депутачӗ таранах.

Таисия Петровнӑна кӗвӗҫекен тӳре, суд председателӗ пулса тӑнӑ Кира Ивановна хӑйне саккун управҫиех тесе шутлать. Таяна ачаш ӳснӗ ача, хӗрлӗ диплома укҫалла илнӗ тесе шутлать. Капла шухӑшлама майӗ те пур. Кира Ивановнӑн вунӑ ӗҫӗнчен саккӑрӑшӗ Аслӑ судран каялла таврӑнать. Тӗрӗссине палӑртса, ҫӳлти суя судьясне юрайман теме те пулать. Кира Ивановна сӑнарӗ, Варвара Моисеевна, Клавдия Ивановна хайлавра пач хура пулса тухман. Вӗсен тыткаларӑшӗнче тӗрӗсси час-часах сиксе тухать. Пуҫламӑш класс учительници «тарӑн та хӗсӗк куҫлӑ, сӑмах саракан ҫын» пулсан та, Таиҫе йӑнӑш ҫултан пӑрасшӑн, Вӗсене те итлеме пӗлмелле ҫав!

Сахал мар вӗсем - пӗлсе е пӗлмесӗр хывӑх вӗҫтерекенсем. Ҫыравҫӑ нумайӑшне чысра кӑтартасшӑн, ман шутпа, юрӑхлах мар. «Ылхансӑр куҫҫуль» калаври 4-5 хут качча каякан хитре саслӑ юрӑҫа ниепле те мухтама пулмасть пек! Романра та ҫавах. «Этем пурнӑҫӗ - чӑтлӑх вӑрман: тӗрлӗ йывӑҫ ӳсет унта» (301 с.). Пулин! Чӑнласа чӑваш арӑмӗ нихҫан та чӑтӑмсӑр якӑлти, «касса пӗтерми кутама» пулман. Ухмахла йӑнӑш пурнакан хальхи хӗр-хӗрарӑма Нарспи е Салампи ретне тӑраймастӑнах.

Улькка Эльмен ӗҫ-пуҫа (сюжета) ҫыхса пыма пӗлет. Сӑнарсене те йӗркипе кӗртсе пырать. Асту-ха: ашшӗн историне мӗнле пӗлет Толя? Ун ашшӗ - Тимахви мучи ывӑлӗ Йӑкӑнат иккен. Ҫавӑрттарнӑ кӑна ку йӗре автор. Кирлӗрен. Вулакана астарасси ҫӑмӑл мар. Кунта вӑл вулакана аванах тыткӑнласа илнӗ. Майӗ те пур - судра тем тӗрлӗ ӗҫ те сиксе тухать, тем тӗрлӗ ҫын пур, ҫӗр хутлӑ лару-тӑру тупӑнать. Кашниех кӑсӑк, «пӗр кӗнекелӗх». Федор Павлов пул та, паянхи «Судра» кулӑш ҫырса хур, Николай Терентьев пул та, «Ҫил ҫинчи ҫеҫпӗл» трагеди туртса кӑлар!

Пӗрле вӗреннӗ Таиҫ патне хула урамӗ урлӑ Толя чупса каҫнипе пуҫланать роман, вӑлах (халь ӗнтӗ Анатолий Ильич Илларионов) ун патне - хӑй юратнӑ ваккат Таисия Петровна патне хулана тухса вӗҫнипе вӗҫленет. Ҫак икӗ тӗлпулу хушшинче кӗрлесе те пӑтранса иртет теҫетке ҫул, пин-пин ырӑ та усал ӗҫ ҫаврӑнать, чиксӗр сын ҫул урлӑ каҫать. Пӗри хӑйне савакан хӗрсене ҫывӑха ямасӑр, ачалла юратӑвне упраса пурӑнать, тепри юрату тупасса ӗмӗтленсе, «хӑй телейӗнчен хӑй тарса ҫӳрет» (231 с.), антӑхнипе суд сакунне пӑсать, кирлӗ хута «ӗҫрен» тӑпӑлтарса илет. Ҫынна таптаса вӗлернӗшӗн тӗрмене лекес Тихонова юсанмалли вӑхӑт парать. Унпа ҫыхланать, Улатӑр колонине кайса ача тупать. Ку питӗ те хӑйне майлӑ япала - хальхи юрату виҫкӗтеслӗхӗ. Тивӗҫлӗ-и Анатолий ун пек хӗрарӑмшӑн ҫавӑн чухлӗ чӑтма, асапланма, ҫутҫанталӑк йӗркине пӑсса пурӑнма? Ӑмсанмалли герой пулаймасть вӑл. Хӑйне ырӑ сунакан ҫынсен сӑмахне итлемесӗр, пӗле тӑркач саккуна пӑсса, «кӑвак куҫне хӗснӗшӗнех» Тихонов хураха хӑтаракан Таисия Петровна вулакана хытах пӑлхантарать. Тӳре ҫав териех суккӑр пулса ларнине пӗлес килмест пирӗн.

Тӳресене тӗрлине курма тиврӗ. Айӑпламалли статья пайӗсене вуламан ҫамрӑк судья кӳнтеленрен те ӑссӑртарах пулнине, ӑна суд пуҫлӑхӗ хӳтӗленине тӗл пулнӑччӗ. Курак хӑй чӗппине юратни каламасӑрах паллӑ-ха. Романра вара лару-тӑру тата хивререх. Ашшӗ-амӑшӗ пекех ӑслӑ, саккунсене лайӑх пӗлекен, тӗрӗссине мала хурса пурӑнас текен хӗр, район тӳри, «качакана юрату турри» вырӑнне хурса пуҫа ҫухатни ҫывӑх ҫыннисене те, хӑйне те питӗ хакла ларать. Тӑрпалтай юратушӑн ӗҫе, ҫӗршыва шыва пӑрахакан судьяна пӗртте шеллес килмест. Таисия Краснова тӗксӗм ялӑн тӑнсӑр тӑхлачи мар. Вӑл федераци судйи, 5 ҫул хулари райсудра секретарьте ӗҫленӗскер. Районта ӑна пысӑк ӗҫ шанса параҫҫӗ. Суд председателӗн, ашшӗ пекех хаклӑ ҫыннӑн шанӑҫне тӳрре кӑлараймасть. Ӗҫсӗр те хисепсӗр тӑрса юлать. Амӑшне вӑхӑтсӑр ҫухатать. «Кама кирлӗ унӑн хӗрлӗ дипломӗ, енчен те юбки пилӗкӗ ҫинче тытӑнса тӑмасть пулсан»? (131 с.). Шутла, вулакан - кунта геройӑн ӑс пӑтраннине кӑтартни е юратӑва мухтани вырӑнлӑрахчӗ-ши?.

Ҫыравҫӑ тӗп героя юратса ӳкерет. Сӳречӗ (портречӗ) мӗнлерех: сапаласа янӑ вӑрӑм хура ҫӳҫ, ҫӗмӗрт пек хура куҫ, вӑрӑм шупка кӗпе, хулӑн кӑпӑшка тута, вӗттӗн-вӗттӗн пусса утать. Тихонов куҫӗпе - чакӑр хура куҫсем, кӑпӑшка ачаш тута, шуранка та тӑрӑхла пит...

Тӗп героиньӑна тӳрре кӑларма Геннадий ятне кӗртнӗ. Шкулта Тая килӗштернӗ ача, каллех «кӑвак куҫ». Пӗрремӗш юрату тейӗпӗр. Унпа пӗр сӑнлӑ Александр Тихонов - хурах, рецидивист. «Халӗ вӑл сунарҫӑ пек - хӗрсене улӑштарать кӑна. Тӗрме пӳлӗмӗнче тӳрен урисем хытса ларчӗҫ, кӗлеткесем пӗр-пӗринпе перӗнсе чӗтренсе илчӗҫ». Ҫывӑхланчӗ унпа Тая. Мӗн лайӑххине кура? Ар артакӗшӗн-и? Ват хӗршӗн - судьяшӑн! - ку ытла та йӳнӗ пулӑм. «Епле-ха ҫавӑн пек киревсӗр ҫынна ҫунса каясла юратма пулать, Анатолий?- тет Катерина Ивановна, Таиҫӑн тусӗ. «Юрату хаяр. качакана та юраттарать. Юрататӑн - и вҫо!» - хуравлать Толя. «Пӗлместӗп, епле юратма пулать ҫавӑн пек ҫынна?» - тет Анна Петровна, Улатӑрти хваттер хуҫи. «Юрату суккӑрлатрӗ ӑна, куҫӗсене тӗтре карса илчӗ» (292 с.). Самантра мар вӗт. Эрнесемпе. Капла чухне Таиҫе хӑй катӑк чӗреллӗ теме пулать. Кунта мана ӗненмелле пулса тухайман, кӗнекере вара аванах пулӗ. Вулакана ҫаклатмалли вӑлта вырӑннех.

Таисия ӑсне ҫухатмасть. Тӳрлетейми йӑнӑш тепӗр енчен ӑс пачӗ ӑна. Вӑл хӑйпе хӑй чӑтӑмлӑн кӗрешет. Юристра, ваккатра ӗҫлеме пӑрахмасть, ҫынсене пайтах пулӑшать.

Тая куҫӗпе Тихонов «кӑн-кӑвак пӗлӗт евӗр пысӑк куҫсем, тути ҫаврака та пӗчӗкскер.» курӑнать. Унӑн хура чунне вӑл кайран кӑна пӗлсе ҫитет. Чавса ҫывӑх та - ҫыртма ҫук. Автор ҫын сӑн-питне сӑрлама (портрет тума) ӑста. Романра темле куҫсем йӑлтах пур - хури, кӑвакки, симӗсси, хӑмӑрри, хӗсӗкки, чалӑшши.. Сергей каччӑ «кукӑр сӑмсаллӑ, чакӑр куҫлӑ», ҫавӑнпа юрӑхлӑ мар. Семеновсен судӗнче пӗри «лапчӑк сӑмсаллӑ, хӗсӗк куҫлӑ самӑр арҫын»». Калаҫӑвӗ унӑн хӑйне юрӑхлӑ - квадратура ҫитмест, но ничего, вҫо, сирӗн ҫине управа тупатӑп». Роман чӗлхи тирпейлӗ, ҫакна тӳрех палӑртмалла. Сӑнарсен хӑйсен чӗлхи, шухӑшлавӗ. Ҫыравҫӑшӑн ку пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Романри тепӗр тӗп герой - Анатолий Илларионов. Толя Таяран пӗр ҫул маларах вӗреннӗ, отличник. Тӑлӑх. Кукамӑшӗпе ӳснӗ. Выльӑх-чӗрлӗхе хӑй пӑхнӑ, шкулта урай ҫума пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ Тюмене тухса кайнӑ та пӗтнӗ.

Сӑмахшӑн кивҫене кайман, Тайӑна хӑй енне ҫавӑрайман яштака каччӑ. Салтакра чухне Чечняра ҫапӑҫнӑ. 5 ҫул мащзаводра ӗҫленӗ, завод хупӑнсан хулари хваттерне кӳршӗ Лисук аппана пӑхма хӑварса тӑван ялне таврӑннӑ. Колхоз арканнӑ. Урнӑ йытӑсен эшкерӗ таврана ҫавӑрса илнӗ. «Урнӑ йытӑсен пурнӑҫӗ пирӗннинчен хаклӑрах пулса кайрӗ» (210 с.). (Вирлӗ сӑнар. Анлӑ танлаштару валли).

Ялта кукамӑшӗн пӳрт-ҫуртне кӳршӗ хӗрӗ Марина пӑхса-упраса пурӑннӑ иккен. Вӑл та юратса пӑрахать Толяна. Ҫук, тимӗр-бетон каччӑ Тайӑна кӑна кӗтет!

Анатолий хӗсметрен тӗрӗс-тӗкел, чыслӑ таврӑннӑ. Ячӗ хисеплӗ, талайӗ таса. Анатолий Ильича ял тӑрӑхӗн (администрацин) пуҫлӑхне суйлаҫҫӗ. Пӗтекен таврана вӑл чӗрӗ сывлӑш кӗртет.

Кукамӑшӗ яланах аса килет. Ӑслӑ карчӑк вӗрентсе каланисем тӳрре пыраҫҫӗ. «Эс ҫынсене ан кӳрен, вӗсем хӑйсем те ҫылӑхлӑ, анчах хӑйсен ҫылӑхӗсене курмаҫҫӗ, ыттисене ҫав ӗҫшӗнех ҫапса хуҫма тӑрӑшаҫҫӗ».

Начальник хӗрӗ ӑна ҫаплах тиркет-ха. Роман «тиркекене тирӗк тӗпӗ» тесшӗн мар «Кӗтекене кирӗк хуппи» тесе те каламасть. Ҫапла пулса тухасран Анатолий ҫирӗплӗхӗ, ӑшлиллӗхӗ, ҫынна хисеплени хӑтарать. «Анатолий юрататех Таиҫе. Унсӑрӑн халиччен авланса ҫемьеллӗ те пулмаллаччӗ вӑл» (241 с.).

Сюжет йӗрне сыпӑксерен палӑртса пытӑм. Анатолий ҫинчен, Таисия ҫинчен калакан сыпӑксем черетленсе пыраҫҫӗ. Шупашкарта, Улатӑрта, Шупуҫӗнче, райцентрта... Тӗп йӗрӗ пӗрре - икӗ ҫыннӑн тӗрлӗ юратӑвӗ. Ку йӗр ҫине тем йышши юрату тӗсӗ, хӗрарӑмпа арҫын тыткаларӑшӗ, ача-пӑча ӳстересси, пӗр-пӗрне пулӑшасси, хуҫалӑха тытса пырасси тата темтепӗр шӑрҫа пек тирӗнсе пырать. Сӑмахран, Вася - Лена - Федя виҫкӗтеслӗхӗ е ыттисем - пӗр-пӗринпе танлаштармалли тӗслӗхсем ҫеҫ. Кирлӗ-и ҫавӑн чухлӗ тӗслӗх пӗр хайлавра? Ҫыравҫӑ кирлӗ тесе шутлать. Пурнӑҫ ҫапла. Улькка Эльмен пурнӑҫа витӗр пӗлет. Тавлашмӑпӑр.

Кӗнекере халӑх хисеп-нисепӗ, тасалӑхӗ, тирпейлӗхӗ, вӗрентӗвӗ, управлӑхӗ, йӑли-йӗрки лайӑх палӑрать. Ваттисене аса илнӗ чухне тӑтӑшах сиксе тухаҫҫӗ вӗсем. Ҫакӑ роман пӗлтерӗшне самаях хӑпартать.

Мана ҫураҫтарман сӑнарсем пирки каларӑм та, автор ирӗкӗ вулаканран вӑйлӑрах тесе шутлатӑп. Вӑл ӳкерчӗксене, паллах, шухӑшламасӑр кӗртмен. Тен, судьясен мӗн те пулин «апла мар» темелли тупӑнӗ, вулакансем иккӗмӗш кӑларӑм валли кирлӗ сӗнӳсемех парӗҫ-и? Тепри тата Таисия Петровнӑна Нарспипе пӗрле паян суда памалла тесе ҫуйхашӗ. Пур ун пекки те... Тӗнче вӗт тӗрлӗ.

Роман лайӑх пулса тухнӑ! Вуласан, пурнӑҫ пирки, хамӑр ҫинчен шутламалӑх пур унта. Тата мӗн кирлӗ?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj