Алексин // 2892.60.1040
2023.08.06 19:37 | |
В.П., эс Уяра юратсах кайман теççĕ, анчах вуласа тухма сĕнетĕп, мĕн каласса кĕтетĕп. | |
Станьял // 1985.67.2572
2023.08.07 00:13 | |
Алексин!
Уяра юратнӑ-и, ҫук-и, анчах вуланӑ та, вӗрентнӗ те. Йӗпи-лапринче чакаланман вара... Уярӑн "Иртнипе пулассине" халь тин мухтамаллиех курӑнмасть мана. Ӑна Якурсемпе Ӑртивансен шӗкӗлчемелле пулнӑччӗ... Тулли кӑларӑма писатель ҫырнине йӑлтах кӗртмелле те лайӑх комментарилесе хӑвармалла. Эсӗ ҫавна тӑваймарӑн, ыттисем пултарччӑр ӗнтӗ... Эпӗ халӗ уяр шӑрӑхра.Телефонри номерсене веҫ "перегистрацилерӗҫ",ялти шӑтӑкран ҫын интернечӗпе ЧХсайчӗпе те санпа ҫыхёнайрӑм ҫеҫ... Тепре куриччен! | |
Сергей Пятаков // 3109.22.2308
2023.08.07 12:52 | |
Тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах! Л.П. Сергеев профессора эп аванах астӑватӑп. Вӑл мана хӑй ҫырнӑ пӗр вĕренмелли кӗнеке парнелерӗ. Тӗлӗнсе хытса каймалла: ҫын 89 (!) ҫула ҫитиччен ӗслерӗ. Мӗнле чустаран унанӑскерччӗ-ши вӑл? | |
Каллималлин // 1734.06.1786
2023.08.08 20:56 | |
"Йĕпи-лапри"...Асăрхарăр пуль, мĕнле чăкрашса çырать. Чăн-чăн Станъял!
Сăмах май, мĕнле çырмалла сан ятна: Ъ палла тусу Вино градов чăваш алфавитĕнчен кăларса çапнă пулсан... | |
Сергей Пятаков // 6317.7.8325
2023.08.09 14:05 | |
Нумайӑшӗ пӗлмест-ха. Сумлӑ шурсухалӑмӑр нумай пулмасть "Дневник прощальный" ятлӑ самаях пысӑк хапаллӑ кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Кӑларӑма юлашки ҫулсенче ҫырнӑ ҫырусемпе статьясем, панӑ интервьюсем кӗнӗ. Ҫав ӗҫпе пире, вулакансене, паллаштарсамччӗ, хисеплĕ Виталий Петрович!
| |
Сергей Пятаков // 6317.7.8325
2023.08.09 14:07 | |
https://photos.app.goo.gl/uFQ8eBfjHNEosRw57 | |
Agabazar // 1406.47.4068
2023.08.09 14:26 | |
Ъ палла чăваш алфавитĕнчен кăларса пăрахман. Ан суй. Пур чăваш алфавитĕнче унашкал саспалли. Пур. Çавăн пекех б, з, ж, д паллăсем те пур.
(чăн та, Иван Андреев тата ыттисем вăл палла хăшпĕр сăмахсене уйăру тĕлĕшпе усă курма чарнă имĕш. çавă çеç) | |
ялтан // 1734.06.1786
2023.08.13 07:23 | |
Пĕр çын е уйрăм ушкăн никампа канашламасăр, ниçта çирĕплетмесĕр правило кĕртме, чарма е ирĕк пама пултарать-и? И.А. Андреев вилни миçе çул? Вино градовсем çав-çавах ун "халалĕсене" пурнăçа кĕртеççĕ (хăйсен авторитет çитменнипе ун ячĕпе витĕнсе), орфографине аркатаççĕ. |