Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тӗрлӗ вӑхӑтра хывнӑ хайлавсем

Аçтахар Плотников26.05.2008 22:325592 Пурĕ пăхнă
Каласаччӗ пулӗ, эпӗ унмай пулмасть, «Хыпарта» пичетленекен «Кулак ачи» романа вулама пуҫларӑм. Шел те, хаҫатра пӗрремеш пайне ҫеҫ пичетленӗ.
Тепре нумай пулмасть Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмрен» романне вулама тытӑнтӑм. Икӗ роман, иккӗмӗшче те чухӑннисемпе пуяннисем хушшинчи хутшӑнӑва кӑтартнӑ. /«Кӑвак ҫӗмренӗнче» эпӗ Акатуй пуҫланнӑ тӗле ҫеҫ ҫитрӗм-ха.../ Енчен те «Кӑвак ҫӗмренре» пуянсем кахал, усал курӑнаҫҫӗ пулсан (вӗсем тара тытса ыттисене ӗҫлеттереҫҫӗ, тӗрлӗ парӑма пула вӗсен ҫӗрӗсене туртса илеҫҫӗ), «Кулак ачинче» пачах урӑхла. Унта чуханнисем кахал — кахалне пула вӗсен ӗҫӗ каймасть, пуян харкамҫӑ вӗсене яланах пулӑшма хатер. Ыттисем тар тӑкса туса илне пурлӑха чухӑн элементсем (вӗсем унта вӑрӑ-хурах евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ) яланах туртса илме хатӗр. Пурлӑхне туртса илме ҫӗнӗ влаҫ та вӗсене пулӑшать.
Ҫапла пӑхатап та — икӗ хире-хирӗҫле хайлав. Тата Маркиан Удаловӑн «Чечек» романне аса илсен — унти Ишут та Юхма Мишши хайлавӗнчи пекех хӑтланать: выҫлӑх ҫул ҫитнӗ май тырӑпа пулӑшать те кайран вӗсен ҫӗрӗсене туртса илет. «Кӑвак ҫӗмренпе» «Чечек» романсен ӗҫӗ Пӑкач пӑлхавӗ вӑхӑтенче пулса иртеҫҫӗ, вӗсене иккӗшне те Совет тапхӑрӗнче ҫырнӑ. «Кулак ачине» вара хальхи вӑхӑтра, Совет влаҫӗ иртсен, ҫырнӑ пулас.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj