Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ака 1-мӗшӗ темерӗн... // 1-ое апреля...

Аçтахар Плотников01.04.2008 06:385861 Пурĕ пăхнă
 //сообщение без перевода. Только для тех, кто знает чувашский язык. Особо любопытные могут попробовать перевести с помощью онлайн словаря http://samahsar.chuvash.org (когда заработает)

Ака 1-мӗшӗ темерӗн... Кулӑш кунӗ-ха ӗнтӗ, анчах та савӑнмалли нимӗн те ҫук. Паян мана 9 сехет ҫитеспе вӑратрӗҫ. 2 сехет тӗлӗнче ҫывӑрса кайнине шута илсен ман валли ку питӗ ир пулать. Педканаш сайчӗ ӗҫлемест иккен — паян вара чӑваш чӗлхипе интернет-олимпиада пуҫланмалла. 11 сехетре инҫекуравҫӑсем ӳкерме те килмелле. Аран-аран Акселе шӑнкаравласа тытрӑм (ҫынни ҫывӑрать иккен) — Корбина провайдер каналӗнче 7 сехетре пӑтӑрмах сиксе тухнӑ иккен. 13 сехет тӗлне ҫеҫ юсама шанттараҫҫӗ. Эх, манпа яланах ҫапла ҫав — ман ҫине шаннӑ чухне эп яланах шанӑҫсӑр ҫын пулса тухатӑп. Шкулта вӗреннӗ чухне те ҫаплаччӗ. Пӗррехинче урок ирттернине тӗрӗслеме килсеччӗ (те районтан, те урӑх ҫӗртрен — астумастӑп ӗнтӗ). Вӗрентевҫӗ, эп лайӑх вӗреннине пелсе мана доска умне хуравлама кӑларчӗ. Шӑп та лӑп ҫак кун вара эп урока хатӗрленменччӗ. :( Ырри кунсенче яланах хатерленсеччӗ — ку хутӗнче вара тем сӑлтавне пула хатӗрленмерӗм. Вӗрентевҫӗ мана шаннӑ пулас — ара вӑл епле вӗрентнине тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке... ҫавӑнпа та лайӑх вӗренекенсенчен ыйтмалла унӑн.

Педканаш сайчӗпе те пелтӗр пӗрре ҫапла пулса тухрӗ. Ятарлӑ конференци пулмалла, хама та унта чӗннӗ — шӑп та ҫав самантра сервер ӗҫлемест. Юрать-ха, проекторсӑрах ирттертӗмӗр...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj