Эх. Урӑх кун пек сивӗ ҫанталӑкра Шупашкара каймӑп. Пӗтӗмпех шӑнса кайрӑм! Тата чирлесе те каймалла пулчӗ.
Юрӗ-ха библиотекӑна кӗрсе тупас тенӗ матералсене тупрӑм. Халӗ манӑн фотоаппарат ӑшӗнче Муркаш, Патӑръел, Елчӗк районӗсен энциклопедиӗ выртать. Шель пулин те пур кӗнеки те вырӑсла тухнӑ. Эпӗ ҫапла пулассине шансаччӗ ҫав... Мӗншӗн чӑвашла кӑлармаҫҫӗ-ха? Мӗн, чӑвашлине сахал илеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ-шим?
Халӗ чӑн малта ӑшӑнмалла :)
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.