Эдурад Фомин мана хӑй кӗнекине ярса пачӗ. Сайтра вырнаҫтармашкӑн. Халӗ, вӑхӑт ирттерес тесе вуласа ларатӑп... «Йӑӑнш тескта тӗрӗс влуасси» статья патне ҫитрӗм.
«Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, сӑмаха эпир сас паллисерен мар, пӗтӗмӗшле ӗлкипе ӑнкарса илетпӗр. Сӑмах пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнчи сас палли ҫеҫ вырӑнта пулмалла.» — ҫырать Эдуард. Кӑна тахҫанах ӑнкарса илнӗ. Ҫапла май уйрӑм ҫырасси вулама та кансӗрлет теме пулать. Ара «ар ҫын» ҫырнӑ чухне малтан эпир «ар» вулатпӑр, кайран — «ҫын». Вӑт вара малалла унта пуҫланать шухӑшлав — тӑн ҫак икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарма пуҫлать. Пӗрле ҫырнӑ пулсан — тӳрех тӑнласа илӗччӗ, тӳрех пӗр самантра вулӗччӗ.
//Кӗнекине паян вырнаҫтарма пуҫласшӑн-ха...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.