Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Сӑмахсарсен сайтне татах ҫӗнетрӗм

Аçтахар Плотников26.03.2008 23:405838 Пурĕ пăхнă
Паянхи кун питӗ тухӑҫлӑ пулчӗ. Ӗҫре те хамӑн ӗҫе самай турӑм, килте те.
Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫӗнӗлӗхсем:
* Хутшӑнакансем регистрациленме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе регистраципе сайта кӗрессине ҫеҫ тӗрӗслесе. Вӑрттӑн сӑмаха ярса парассине — тӗрӗслемен.
* Хутшӑнакансем валли привелеги системине хатӗрлерӗм: кашни хутшӑнакан уйрӑм сӑмахсарта ҫак ӗҫсене тума пултарать:
- ҫӗнӗ статья кӗртме;
- статьясене тӳрлетме;
- статьясене кӑларса пӑрахма.
Пурте статьясене вулама пултараҫҫӗ. Тата статья шайне кӗртесшӗн те, анчах та шухӑшлатӑп. Ку кирлӗ е ҫук. Статьяна тӳрлетнӗ чухне хутшӑнакан ун шайне улӑштарма пултарать — е хӑй шайне ҫитерме е аяларах чакарма. Енчен те статья шайӗ хутшӑнакан шайӗнчен пысӑкрах пулсан — хутшӑнакан унпа нимӗн те тӑваймасть (курма кӑна).
* Хыпарсем валли вырӑн йӗркелерӗм. Хыпарсене уйрӑм сӑмахсар пек хатӗрлесшӗн. Вӑл сӑмахсар, паллах, сӑмахсарсен списокӗнче курӑнмӗ. Интерфейс тӗрлӗ чӗлхеллӗ пулни кӑш йывӑрлӑх тӑвать.
* Этимологи сӑмахсарне ҫӳп-ҫапран тасатрӑм. Пӗр хушӑ пурте унта аппаланма пултаратчӗҫ те тем те пӗр кӗртсе тултарнӑ... Малтан 109 сӑмах тесе ӗнентеретчӗ. Тасатнӑ хыҫҫӑн 10 сӑмах юлчӗ :)
* Паллах сӑмахӗсене эпӗ сайт валли ҫӗнӗ функци ҫырма ӗлкернипе тасатрӑм. Ҫапах та хӑш-пӗр сӑмахӗсене БД урлӑ тасатма тиврӗ — темшӗн курӑнмарӗҫ вӗсем. Списокра пур пулин те...

Шухӑшсем тенӗрен, кашни статьян ҫак уйрӑмлӑхсем пулмалла пулӗ (вӗсем халӗ ҫук):
* статья шайӗ (ҫулерех вулӑр)
* статья авторӗ (кам кӗртнӗ). Ку уйрӑмлӑха усӑ курма пуҫласан тепӗр тӗслӗ ӗҫсене кӗртме пулать: хӑвӑн статьюна тӳрлетме, кӑларса пӑрахма пултаратӑн.
* статьяна хӑҫан кӗртнӗ (ку уйрӑмлӑх пулсан уйрӑм пайра ҫӗнӗ сӑмахсене кӑтартма май пулӗ...)
* статья версийӗсем. Енчен те пӗр статьяпах темиҫе ҫын ӗҫлет пулсан — кашни версине упраса пымалла пек. Ку Вики уйрӑмлӑх... Те тумалла, те тумалла мар. Иккеленӳсем пур. Тепӗр енчен ку сайт пурин валли те мар — пурте унта Википеди пек ӗҫлеймӗ — ӗслеме май парсан ҫеҫ.
* Сӑмахсен таблицине ҫӗнӗ уйрӑмлӑх кӗртмелле — сӑмах чӗлхи. Сайт питӗнчи саспаллисен списокӗ ҫумне ҫавӑн пекех вырӑсла сӑмахсене тупмалли список тумалла.

Паллах, ҫитес вӑхӑтра статьясене кӗртмелли тата статьясене тӳрлетмелли функцисем тумалла.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj