Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ?

Аçтахар Плотников15.02.2022 22:583282 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.

Харпӑр опыт: хамӑн хӗрача ҫӳрекен шкулта спортзал урайне мӗнле улӑштартӑм тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленчӗ

Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.

Пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрӑва уҫӑмлӑн кӑтартса паракан историе Евгений Пятковский Ҫӗнҫӗпӗрти усламҫӑ хӑйӗн блогӗнче ҫапла каласа панӑ:

«Авӑн уйӑхӗнче эпӗ 146-мӗш шкул ашшӗ-амӑшӗсене ал пустартӑм, мэрине хуталарӑм: ыйтаттӑм, хистеттӗм, ятлаттӑм. Ҫапла май спортзал урайне юсама мэри 600 пин тенкӗ уйӑрма килӗшрӗ.

Урайне тӗппипех юсамалӑх мар, пӗр пайне ҫеҫ…

Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм…

Ну, эпӗ ытла хӗремесленсе тӑмарӑм, прокуратурӑна каймарӑм, ҫав шкулта унччен директор пулса ӗҫленӗ ҫынран ҫак ҫӗршывра мӗншӗн АПЛА пулса иртет-ха тесе ыйтрӑм?

Акӑ мӗн вӑл хуравларӗ:

  1. Урая кӑшт та пулин юсама 600 пин сахал;
  2. Укҫа-тенке ҫийӗнчех уйӑрса памаҫҫӗ;
  3. Ун пек укҫашӑн никам та калаҫса тӑрас ҫук.

Ну, эпӗ, паллах, ӗненмерӗм. Ӗненмерӗм те шутлама пикентӗм. Урай пӗр пайне мар, туллин улӑштарас пулсан мӗн хака ларнине шутларӑм.

Залӗ ахальскер, виҫи 9х18 метр. Тӳрех ун лаптӑкне шутласа кӑларатпӑр — 162 тӑваткал метр.

1. Кивӗ урая пӗтӗмпех хӑйпӑтса пеме мӗн хака ларать? Кантур сайтне кӗретпӗр те хак пӗр тӑваткал метршӑн 130 тенкӗ пулнине куратпӑр. 130х162=21.060

Пулчӗ, урая хӑйпӑтрӑмӑр, ҫӳп-ҫапа илсе тухар. Тепӗр 8 пин тенкӗ (грузчиксемпе тата КАМАЗпа пӗрле).

Пӗтӗмпе пирӗн 29, 060 тенкӗ пухӑнчӗ те ӗнтӗ.

2. Материалсене шутласа пӑхар. Атьӑр-ха, кӑшт вӗҫкӗнрех курӑнас тесе чи паха та хаклине туянар — лиственницӑна. Ну, шкулти урай валли лиственница япӑх мар-ҫке. Ай, ҫителӗклех вӗҫкӗнленместӗп! Атьӑр лиственницӑн А категорине (туратсӑррине), ҫитменнине тата ҫыпӑҫтарнине илер? Атьӑр-ха тата, ҫӑт лартӑр тесе, чӗмеллӗ-хушӑклине илер? Атьӑр илер, тӑван шкулшӑн нимӗн те шел мар! Ҫитменнине, кун пек хӑмана тӳлевсӗрех илсе килӗҫ. Анчах пушатакансене пӗрех 3 пин хушса парар. Ну, ун пек хӑма мӗн хака ларӗ, тесе ыйтатпӑр? Эх, ҫук, татах вӗҫкӗнленер-ха: лиственница хулӑнӑшӗ 32 см пултӑр. Капла ун тӑрӑх КАМАЗпа ҫӳресен те пӑсӑлмалла мар пек, ачасем вӗт, вӗсем КАМАЗсем пеккисемех… Пӗтӗмлетнӗ май, Ҫӗнҫӗпӗр хулинчи чи хаклӑ урай хӑми (юманран кӑна хаклӑрах) — 1200 т/тв.м.

Шутлатпӑр: 1200х162+3000 = 197.400 тенкӗ.

Ҫӳп-ҫапа илсе тухнипе пӗрлештеретпӗр 197.400+29.060 = 223.460.

Халӗ пӑтасене шутлар. Айтӑр 5000 шуруп туянар та ӗҫӗ пӗтнӗ. Сахал мар ӗҫре кирлӗ пулӗҫ вӗсем, ҫакӑн валли валли 15.000 тенкӗ тӑкаклатпӑр… 223.460+15.000 = 238.460.

Тата чи кирли: сӑрӑ! Ҫавах та мӗншӗн сӑрӑ илер, сӑрӑ вӑл лохсем валли кӑна, эпир кунта вӑл-ха евростандартлӑ спортзал тӑватпӑр. ЛАК парӑр пире! Ахаль лак мар, лакӗ чӑтӑмли, ҫулӑм тивменни, ятарласа спортзал валли хатӗрленӗскер пултӑр… Европӑри спортзалсем валли! «Куккук» ТМЯП мар, Бренд пултӑр! Тӗнчипе паллӑскер! Ок, патшаҫӑм, пурнӑҫлатпӑр: чи хаклӑ лак. Пӗрремӗш сий валли 8 тӑваткал метр ҫине 1 литр кирлӗ, иккӗмӗш сий валли 16 тӑваткал метр ҫине 1 литр кирлӗ. 8 тӑваткал метр ҫине пурӗ 1,5 литр. Анчах эпир уҫӑ кӑмӑллӑ-ҫке-ха. Атьӑр 8 тв. м. ҫине 2 литр тӑкаклар, чунӗ пирӗн вырӑсӑн-ҫке, уҫӑ… Шутлатпӑр: 162 тв. м./8 тв.м х 2 литр = 40 литр. Германире кӑларнӑ спортзал лакӗ литршӑн 2.215 тӑрать. Тата пире йӗрсене ӳкерме пӗр банка сӑрӑ кирлӗ. Лак тӑрӑх сӑрламалли сӑрӑ хаклӑ: пӗр литр 6050 тенкӗ. Саппаспа туянар. 2 литр. Германире кӑларнӑ спортзал валли ятарлӑ премиум лакшӑн пурӗ: 40х2.215+6050х2 = 100.700 тенкӗ.

Ку тӗлӗ пӗтӗмлетнӗ май пирӗн 238.460+100.700=339.160 пулать. Атьӑр кунта тата 8.000 ҫуп-ҫап илсе тухассишӗн хушар. 347.160.

600.000 ниепле те пулмасть пирӗн.

3. Эх, ӖҪ тата пур. Эп ӖҪШӖН шутламарӑм. Ӗҫӗ кунта 3 кунлӑх, анчах лакӑн типме тивнине, тата форсмажорсене шута илсен — эрнелӗх. Урай сарас хакӗ100 т./тв. м, лакпа сӑрласси 250 т./тв.м х 2 сий = 500 т./тв.м.

Ку хаксем, атьсемри, пӗчӗк мар… Кунне 1,5-шер пин узбексене тӳлени мар ку… Пӗтӗмӗшле 600 т. х 162 тв.м. = 97.200 тенкӗ.

Тата ҫакна та каласа хӑварас: 3 кун хушшинче 97 пин ӗҫлесе илесси сахал мар вӑл. Узбексем кунне 1,5 пиншӗн ӗҫлеҫҫӗ. Хатӗр урай хӑмисене хушӑксене чиксе вырнаҫтарма икӗ узбек та ҫитет. Виҫӗ кунлӑха ку 9.000. Хушатпӑр… 347.160+97.200 тенкӗ = 444.360

4. Анчах кунта тӳрех шкул директорӗсем чупса килӗҫ те, укҫа-тенке юпа уйӑхӗнче уйӑрнӑ пулсан та, ӑна раштав уйӑхӗнче ҫеҫ тӳлӗҫ, ҫапла май укҫана ҫулталӑк кӗтме тивет тесе кӑшкӑрма пуҫлӗҫ, ҫавна май эпир пурпӗрех ҫулталӑк кӗтмелле тесе шутлӑпӑр — ара, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ҫке эпир, пире шалккӑ мар.

Атьӑр-ха автомобиле саклата хурса, ҫулталӑкра 50% процентлӑ ҫаратакан кредит илер! Кредит проценчӗсем +100.000 пулӗҫ.

544.360 тенкӗ.

Эх, ара, ҫулталӑкӗпех укҫа кӗтрӗмӗр-ҫке, банка патӑмӑр — хамӑра валли уйӑрмасан-и? Капла каймасть! Хамӑра тата аллӑ!

Кӗскен каласан, 600.000 урая пӗтӗмӗшле лиственницӑпа ылмаштарма, евролакпа витме ҫитет. Эпир тата банка 100 пин парнелерӗмӗр, хамӑра валли тепӗр 50 пин ҫиелтен, блэкджекпа аскӑн хӗрарӑмсем валли те ҫитет.

ӐҪТА? ӐҪТА ҫак уравненире 600 пин тенкӗпе урай сӑрлакан физрук? Тата, Ҫинук, укҫи ӑҫта…

Унчченхи директор укҫана вӑрламан тет. Эпӗ ӗненместӗп. Енчен те чӑн та вӑрламан пулсан, ун пек директора хӑваласа ямалла ҫеҫ. Ку чӑн ҫапла.

Ачасем вара? Раҫҫей ачисем-ҫке вӗсем… Ан тив, баскетболла пӑх ӑшӗнче выляччӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 1820.3.5336
2022.02.16 06:49
Agabazar
Лиственница — лиçван. Ку чăнах та çапла иккенне Çĕпĕр чăвашĕсен ялĕсем патĕнче ГУЛАГра пурăннисем те çирĕплетĕç.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.22 13:47
Нет никакого "Çĕнçĕпĕр" и даже "Çĕнĕçĕпĕр", а есть Новосибирск (Новониколаевск). Вот не надо людей путать. Привычно-жизненно Новосибирск. Наверное Аçтахар там никогда не был... особенно в Академгородке.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.23 13:51
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2,1.9-мӗш пунктсем)
Agabazar // 3365.34.2486
2022.02.23 19:23
Agabazar
Тĕрĕссипе каласан, вăл хула ячĕ чĕлхе вĕçĕнче тăракан сăмах мар.
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.23 20:05
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт)
Карантай Тимĕрĕ // 3482.41.2937
2022.02.24 04:45
Ҫавӑнпа ӑнланмаллашӑн, "Ҫĕпĕрти" Ҫĕнҫĕпĕр "хули" тесе ҫырмаллађђĕ пуль.
Шарасем йусав укҫине йӑкӑртни ҫинђен сӳтсе йавса ҫырнӑшӑн тавах. Шара шар кӑтартса тӑрать ҫав.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj