Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ.
Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех.
Ку япала, паллах, чӑваш чӗлхи тавра кӑна пулса иртмест — ӑҫта ан пӑх: йӗри-таврах ҫакнашкал. Аслӑ шкул дипломне илесси паянхи кун нимех те мар. Укҫи кӑна пултӑр. Совет саманинче аслӑ шкула чӑнах та ӑслисем кӑна вӗренсе пӗтернӗ, диплом вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепре пулнӑ. Паян вара? Икӗ-виҫӗ дипломлисем сахал мар.
Дипломсем кӑна мар, чаплӑ ятсем тавра та ҫавнашкалах лару-тӑру. Халӑх ҫыравҫи е халӑх поэчӗ ята илес тесе чӑн та халӑх хисеп тума пултаракан хайлавсем ҫырас тесе тӑрмашмаҫҫӗ — ятне хӑйне илес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Ҫапла вара тар тӑкса ӗҫлесе курманскерсем Ӗҫ Геройӗн ятне илеҫҫӗ, право мӗн иккенне пӗлменскерсем право хӳтӗлекенсем пулса тӑраҫҫӗ. Юрӗ, Миллерпа Чечен Республикин Пуҫлӑхне тӗкӗнмӗпӗр, ку пирӗн ӗҫ мар. Анчах ҫапах та Яков Ухсайпа Светлана Асамат пӗрле юнашар тӑма пултараҫҫӗ-и? Паянхи кун пултараҫҫӗ. Именмеҫҫӗ те юнашар тӑма. Ҫук, эп Светлана Асамата халӑх поэчӗн ятне памалла мар теместӗп. Енчен те паянхи кун унтан чаплӑрах сӑвӑ ҫырма пултаракан ҫук пулсан — илтӗрех. Кӗвӗҫместӗп. Сӑмахӗ ман урӑххи пирки — паянхи ятсен сумӗ ытла та анса ларни пирки.
Таврӑнар-ха чӑваш чӗлхи патне. Ку статьяна ҫырма Николай Адёрӑн ӗнерхи ӗҫӗ хистерӗ. Чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑскер. Шухӑшсем, паллах, тӗрлӗрен пулмалла. Вӗсем темле ӑнланмалла мар пулсан та — вӗсене ҫынсем патне ҫитернинче япӑххи нимӗн те ҫук.
Николай Адёр хӑйӗн статйинче пире каялла таврӑнма чӗнсе калать. Имӗш эпир, чӑваш халӑхӗ, 150 ҫул каяллах йӑнӑш ҫулпа кайнӑ та халь ҫавна ӑнкарса илсе пирӗн каялла таврӑнмалла. 150 ҫул аталаннӑ чӑваш орфографине чарт! кӑна ҫурса пӑрахмалла. Вара тинех пуль ӗнтӗ, чӑваш халӑхӗ вӑранӗ, чӑваш чӗлхи ҫӗнӗ вӑй илсе аталана пуҫлӗ. Тӗлӗнтернипех тӗлӗнтереҫҫӗ мана ҫавӑн пек шухӑшлӑ ҫынсем. Никам та вӗт-ха чӑваш халӑхне аталантарас тесе маҫаксемпе кукамайсене чӗртсе тӑратмалла тесе каламасть. Вӗсен ӗмӗрӗ иртнӗ, малалла пирӗн ӑру аталантармалла! Паянхи йывӑр лару-тӑрушӑн вӗсем мар айӑплӑ, эпир, паянхи ӑру! Эпир тивӗҫлӗ ӗҫлейменнипе ҫакӑ пулса пырать! Юрӗ, малалла каяр…
Автор хальхи орфографи йӗркине пӑрахӑҫлама сӗнет. Имӗш ӑна йӑнӑш процедурӑпа йышӑннӑ. Тӗнче кулли тет. Паллах, халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса вӑл вӑхӑтра пысӑк йӑнӑш тунӑ, кун пирки ним иккӗленӳ те ҫук, ҫавах та тӗнче кулли-ши? Ҫав териех эпир тӗнчешӗн пӗлтерӗшлӗ-ши?
Тепӗр тесен орфографин тӗп тивӗҫӗ ҫавах та пӗр ҫын ҫырнине тепӗр ҫын тӗрӗс ӑнланмалла тӑвасси. Енчен те улшӑнусем хыҫҫӑн чылай ҫын «йӑнӑш» ӑнлана пуҫласан унашкал улшӑнусем пӗрре те хисепре пулмӗҫ. Сӑмахран, чӑвашла хаҫат-журнала ҫырӑнса илекенсен йышӗ чакнине хӑшӗсем 1992-1994 ҫулсенчи реформӑпа ҫыхӑнтарма хӑтланаҫҫӗ. Вӑл та пур пулӗ, анчах тӗп сӑлтавӗ ман шутпа унта мар. Тӗп сӑлтавӗ материалсем вулаканшӑн кӑсӑклӑ марринче. Интереслӗ ҫырсан халӑх пӗрле е уйрӑм ҫырни ҫине пӑхса тӑмӗ (йӑнӑшсене те асӑрхаса тӑмӗ!), кӑсӑкланса вулӗ.
Калӑпӑр, акӑлчан орфографийӗн пӗртен-пӗр ҫирӗп йӗрки ҫук. Вырӑс, нимӗҫ, хрантсус чӗлхин орфографине, португалсен чӗлхипе епле тӗрӗс ҫырмаллине палӑртас тесе пӗр-пӗр ятарлӑ организаци ӗҫлет пулсан, акӑлчан чӗлхин унашкалли ҫук. Мӗнле ҫырассине палӑртакан пурӗ 4-5 юхӑм пур, вӗсене тӗпе хурса акӑлчанла ҫыраҫҫӗ те. Нимӗнле тӗп хушусӑр, тӗп правилӑсӑр. Мӗншӗнни, паллӑ ӗнтӗ — акӑлчан чӗлхи тӗнче шайӗнчи чӗлхе, ҫавна май пурне те пӗр йӗрке сӗнме йывӑр пуль ҫав. АПШ-рисем пӗр йӗркепе усӑ кураҫҫӗ, Аслӑ Британирисем — кӑшт уйрӑмраххипе. Акӑлчан чӗлхин орфографийӗ тӗлӗшпе реформа ирттермелли пирки калаҫусем темиҫе ӗмӗр тӑсӑлаҫҫӗ, анчах лавӗ ҫав-ҫавах хускалман-ха.
Мӗншӗн орфографи ыйтӑвӗ ҫав тери йывӑр? Акӑлчансем пирки сӑмах хускатрӑмӑр ӗнтӗ, анчах та вырӑссем те тахҫантанпах ҫак ыйту патне пырса тӗкӗнесшӗн мар. Сӑлтавӗ вара пӗчӗк кӑна улшӑнусем темиҫе миллион ҫынна пырса тивнинче. Ак нумай пулмасть ҫеҫ вырӑс чӗлхи орфографине улшӑнусем кӗртме палӑртни пирки хыпарларӗҫ. Халӑх тӳрех сиксе ӳкрӗ: малалла мӗнле тӗрӗс ҫырмалла пулӗ-ха? тесе. Улшӑнусем тавра тавлашусем пуҫланчӗҫ... Ҫутта кӑларакан министерство хатӗрленӗ улшӑнусене, имӗш, РАН ҫумӗнчи орфографи комиссийӗн пайташӗсемпе сӳтсе явман, унта, имӗш, тӗплӗ шухӑшламасӑр хатӗрленӗ ҫӗнӗлӗхсем пур. Ҫак тӗслӗхех орфографине улшӑнусем кӗртесси мӗн тери кӑткӑс ӗҫ пулнине ҫирӗплетсе кӑтартать.
Вырӑс сӑмахӗсем пирки калас пулсан вӗсене пурне те чӑн та чӑвашлатма май кирлӗ мар ӗнтӗ. Анчах ҫавах та хӑшӗ-пӗрне, уйрӑмах кӑнттам илтӗнекенсене, вӗсен чӑвашла ӑнӑҫлӑ вариантне тупма май пур пулсан, ма чӑвашла ҫырас мар? Телевизор пур тейӗпӗр. Ӑна чӑн та ҫаплипех хӑварсан аван. Анчах та «телевидени» вырӑнне «телекурав» тесен мӗн енчен япӑх. Е, енчен те тахҫан чӑвашла варианчӗ пулнӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула манӑҫа тухнӑ пулсан. Ытла инҫе ҫӳремӗпӗр, тӗслӗх пек «ответ», «совет», «точка» сӑмахсене илер. Вӗсен вырӑнне «хурав», «канаш», «пӑнчӑ» ҫырсан мӗн енчен япӑх? Ма чӑвашлисем вырӑнне вырӑслисенех лачлаттарса хурмалла?
Алексей Леонтьев пирки каланӑ май эп вара нихӑҫан та унтан пур вырӑс сӑмахӗсенчен те хӑтӑлмалла тенине илтмен. Ку чӑн та ҫапла пулнӑ пулсан вӑл «Хыпара» ертсе пынӑ чухне хаҫатра чӑн та пӗр вырӑс сӑмахӗ те юлман пулӗччӗ. Анчах апла мар-ҫке.
Терминсене чӑвашлатас пулсан та ку ӗҫе питӗ асӑрханса тумалла. Чӑвашлатнӑ хыҫҫӑн чӑвашсемшӗн чӗлхе темле «ҫӗнӗ чӑваш чӗлхи» пулса ан тӑтӑр, текста вуланӑ чухне словарь тытса лармалла ан пултӑр. Тепӗр май каласан чӑвашлатнӑ термин чӑвашсене ӑнланмалла пулмалла. Япӑх тӗслӗх пек паянхи Википедине илме пулать. Унӑн чӑвашла версине. Вӑл тулса пырать, анчах шел те ку ӗҫе хальтерех ҫеҫ чӑвашла вӗреннӗ ҫынсем туса пыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсем кашни термина чӑвашлатасшӑн. Чӑвашла Википедине тултарса пыни аван-ха, ҫакӑншӑн ырламалла кӑна. Анчах кама валли вӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ӑнланма йывӑр. Шухӑшлатӑп та — хӑйсене ӑнланмалла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ. Ахаль чӑвашӑн вара, вӗсем мӗн ҫырнине ӑнланас тет пулсан, ятарлӑ сӑмахсарпа лармалла. Сӑмахран, мӗн вӑл сирӗн шутпа «мӑрӑлкка»? Ҫак ятпа «мотор» сӑмаха палӑртасшӑн... Юрать-ха, хальлӗхе вӑл шаях ҫитмен, анчах статья ятне ҫавах «моттор» ят панӑ-панах. Вулатӑн та ҫавнашкал текстсене аптӑраса ӳкетӗн. Чӑвашсен йышӗнче ҫав 3-4 ҫын кӑна юлнӑ, ыттисем тӗппипех пӗтнӗ тейӗн.
Терминсене чӑвашлатнӑ май вӗсен вырӑсла варианчӗсем, унччен усӑ курма хӑнӑхнӑскерсем, ман шутпа юлмаллах. Синонимсем пек. Ан тив, калӑпӑр, сӑмахсарӗ те пултӑр, словарӗ те. Ҫӳлерехри текстра, сӑмах май, эп вӗсене шӑп ҫав тӗллевпе иккӗшне те усӑ куртӑм та. Вырӑс чӗлхине темле те вӑрҫма пулать: вӑл, имӗш, чӑваш чӗлхине пӗтерет. Анчах ҫавах та вӗсенчен тӗслӗх илмелли те сахал мар. Калӑпӑр, вырӑс чӗлхи ютран килнӗ сӑмахсене пӗрре те тиркесе тӑмасть, илет те усӑ курать. Пулнӑ акӑлчан чӗлхинчи сӑмах — пулса тӑнӑ вырӑс чӗлхинчи. Пирӗн те, чӑвашла ҫырнӑ чухне, ку тӗлӗшӗнчен ытлашши тиркевлӗ пулмалла мар. Пӗр-пӗр чӑваш ҫырасшӑн пулсан «Глава», ҫыртӑрин. Ҫапла май пирӗн чӗлхере тӳрех темиҫе синоним пулӗ: кӑлава (юрӗ, «глава» ытла тӳрккес илтӗнет, чӑвашлатар кӑштах…) та, пуҫлӑх та, ертӳҫӗ те.
«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ӗҫ-пуҫ ҫакнашкалтарах: эпир малтан пӗр-пӗр терминпа усӑ курса пӑхатпӑр, каярах вара ҫав чӑвашлатнӑ терминпа ӑна халӑх йышӑнсан кӑна малалла усӑ куратпӑр. Тӗслӗхрен, «автомобиль» сӑмах. Турккӑсем ӑна «урапа» теҫҫӗ. Эпир те вӗсен тӗслӗхӗпе усӑ курса пӗр хушӑ «урапа» тесе ҫырса пӑхрӑмӑр. Анчах, шел те, халӑх йышӑнас темерӗ. «Урапа» тенине ытларах лашана кӳлмелли хатӗр пек ӑнланатчӗ. Эпир вара хирӗҫлесе тӑмарӑмӑр, «урапа» терминпа усӑ курма пӑрахрӑмӑр. Чи кирли ҫавах та чӑвашла ҫырнӑ текст вулакансемшӗн ӑнланмалла пултӑр.
Николай Адёр статйи патне таврӑнар. Вӗҫӗнче вӑл ҫырура урӑхла ҫырма сӗнекен хӑш-пӗр сӑмахсене илсе кӑтартать. Анчах вӗсен хушшинче нимӗнле система та ҫук. Мӗншӗн апла ҫырмаллине ӑнлантарса памасть. Чӑваш Республикин тӗп хула ятне имӗш «Шубашкар» ҫырмалла («п» кунта янравлӑрах илтӗннӗрен ҫапла тума сӗнет-ха), анчах «ҫураки» сӑмахра темшӗн ҫав принципа пӑхӑнмалла мар. Темӗнле сӑлтава пула «пушӑ» сӑмахӑн икӗ омонимне пӗр-пӗринчен «о» тата «у» сасӑсемпе усӑ курса уйӑрмалла. «Ҫул» сӑмахӑн омонимӗсене те вара ҫаплах уйӑрмалла-ши? Хурав ҫук. Икӗ омоним пулсан юрать-ха, анчах та виҫҫӗ е ытларах пулсан мӗнле сасӑсемпе вӗсене уйӑрас? Тепӗр тесен ҫав тери кирлӗ ӗҫ-ши вӑл? Нихӑш чӗлхере те омонимсемпе кӗрешнине астумастӑп... Малалла тата та интереслӗрех: темме пула Николай Адёра «Вӑрмар» кӑмӑла кайман… Вӑрнара мӗнле вырӑсла транскрипцилесе ҫырнӑ, Вӑрмара та ҫавнашкалах ҫырмалла тесе шутлать-ши? Пӗр принципа пӑхӑнни ҫук.
Статьяна мӗнле хакламалла ҫакӑн хыҫҫӑн? Эп ҫапла кӑна калама пултаратӑп: чӑвашла ҫырма пӗлекен ҫын темӗн тесен те ӑсчах шутланма пултараймасть. Вӑл е ку сӑмаха мӗнле ҫырмаллине чылайӑшӗ сӗнме пултарать, анчах та сӑлтавне уҫса пама — пурте мар. Орфографи правилисем ҫав «мӗншӗн» текен ыйту ҫине хуравлаҫҫӗ те. Сӗнӳ таврашӗ ярса парас умӗн малтан «мӗншӗн апла ҫырмаллине» ӑнлантарса парас пулать.
Юрӗ, ку ахаль халӑх ҫынни тейӗпӗр. Анчах та пирӗн ӑсчахӗсем те вӗт-ха инҫех каиман. Юрий Виноградова илес. Орфографи тӗлӗшӗнчен ӑсчах темелле ӗнтӗ, мӗн чухлӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, пичетлесе кӑларнӑ. Анчах пӑхатӑн та — ӗҫӗнче ӑслӑлӑх ҫине тайӑнса мар, хӑйне тивӗҫтерекен правилӑсем йӗркелесшӗнни кӑна курӑнать. Вӑт, уйрӑм ҫыртарас килет те ытти нимӗнле шухӑша та патне ямасть. Уйрӑм ҫыртарас килет пулсан аргументсемпе ҫирӗплет! Ҫук вӗт... Тахҫан ӗлӗк уйрӑм ҫырнӑ-ҫке тесе ҫиеле тухма тӑрӑшать. Ашмарин словарьне, амӑшӗ епле ҫырнине илсе кӑтартать. Тем тесен те ӑсчах ҫав шайра пулмалла мар. Амӑшӗ мӗнле ҫырни ҫине тайӑнни вӑл Николай Адёр пек уйрӑм ҫынран пӗрре те инҫе кайманнине пӗлтерет.
Ӑсчахсем чӑн та паянхи кун пурнӑҫран уйрӑлса кӑна пыраҫҫӗ. Ҫӗннисем ҫуралмаҫҫӗ. Орфографи ыйтӑвне татса пама пултаракан пӗртен-пӗр ҫын ман шутпа Пётр Яковлевич пурччӗ. Шел те, пире ҫут тӗнчерен пӑрахса кайрӗ. Орфографи комиссийӗн ларӑвӗнче вӑл пӗр питӗ ӑслӑ сӑмах каларӗ — кама та пулин чӑваш чӗлхинчи сӑмах майлашӑвӗсене тӗпчеме сӗнчӗ, вара вӗсене пӗрле е уйрӑм ҫырас ыйту татӑлӗ терӗ. Шел те, паянхи куна илсен те, ҫак ыйтӑва тӗпчеме ларнӑ пӗр ӑсчах та ҫук. Орфографи словарьне хатӗрлекенсем пур, правилӑсене улшӑнусем кӗртме сӗнекенсем сахал мар, анчах тӗпчев ӗҫне кӳленес текенни — ҫук. Чӑваш орфографийӗнче йӗрке тӑвас тесен вара чи малтан, тем тесен те, ҫав тӗпчеврен пуҫламалла.
Орфографи ыйтӑвӗ тавра калаҫнӑ май пӗлтернӗ тата тепӗр шухӑшпа та килӗшес килмест. Имӗш паянхи кун чӑваш чӗлхи ҫав тери йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ҫакна шута илсе чӑваш чӗлхин орфографине тӗкӗнмелле мар, мӗнле пур — ҫапла хӑвармалла. Ытларах вӑя чӑвашла вӗрентесси ҫине ямалла. Тусӑмсем, ҫак шухӑшпа пурӑнакансем! Ман сирӗнтен ыйтас килет: ну мӗнле, орфографине хальхилле хӑварса вӗрентӳ ӗҫӗ чылай пысӑк утӑмсем турӗ-и? Эпӗ темскер курмастӑп. Ман шутпа ҫак шухӑш вӑл чӗлхе йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнипе витӗнме тӑрӑшни кӑна. Нимӗнле ӑслӑлӑхра та ӑна 100% шая пӗлсе ҫитни ҫук. Орфографине ҫаплах хӑварма сӗнни вара ку ыйтӑва вӗҫне ҫити тӗпчесе ҫитернӗ тенипе тан. Анчах апла-ши? Тӗпчемелли тата чылай-ха. Татса паман ыйтусем вӗҫленмен-ха.
Чӑваш чӗлхи орфографийӗшӗн пӑшӑрханакансене ман ҫакна сӗнес килет. Енчен те эсир чӑн та пӑшӑрханатӑр пулсан — тӗпчев ӗҫӗсем ирттерӗр, чӗлхене аталантарӑр (орфографине аталантарни те чӗлхене аталантарать!). «Пӗрле ҫырмалла!», «Уйрӑм ҫырмалла!» тесе ларни чӗлхене ним енчен те пулӑшмасть. Ку вӑл хӑвӑрӑн мӑн кӑмӑлӑра тивӗҫтерни ҫеҫ. «Ман пек пултӑр!» тенипе тан кӑна. Чӗлхене усӑ тӑвас килсен вӑл суя ҫулпа ан утӑр.
Николай Адёрӑн статйин усси пач та ҫук тесен те тӗрӗс мар. Хӑй орфографишӗн вӑл нимӗнле усӑ памасть пулин те чӗлхене кӑшт усӑ парать. Енчен те кама та пулин вӑл, пирӗн тӑван чӗлхе, пӑшӑрхантарать пулсан лару-тӑру ҫав териех япӑх маррине пӗлтерет. Тӗпнех ҫитменнине.
Пӗрле е уйрӑм ҫырмалла тесе ларас вырӑнне, атьӑр, хамӑр правительство патне чӑваш чӗлхин орфографи тӗлӗшӗпе тӗпчевсем ирттермелли пирки сӗнӳпе тухар. Грант уйӑрса паччӑр, студентсене ҫав ыйтупа вӗрентсе кӑларччӑр!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Телекурав теме никам та чармасть. Вăл орфографи ыйтăвĕ те мар. Ун пирки калаçмалăх та çук.
Хальхи вăхăтра орфографи ыйтăвĕсене çĕнĕрен çĕклесе тата темĕн тума пулать-и.
Тен, пулать те пулĕ.
АНЧАХ ТА ÇАКĂНТАН ЭП НИМĔН ЫРРИНЕ ТЕ КĔТМЕСТĔП.
Ку вăл — татах та ытларах хирĕçсе каймалли сăлтав çеç.
Чăннипе ĕç хут çине çырнă орфографи йĕркевĕсенче мар вĕт. Ĕç — эпир çав йĕркевсем çине еплерех пăхнинче.
Нихçан та «халăх, халăх, халăх, халăх» тесе ан сÿпĕлтетĕр.
Иван Яккальччă та, Николай Золотницкий хăй вăхăтĕнче нихçан та халăх çине йăвантарман.
Енчен те «автомобиль» сăмаха тиркеме юрамасть пулсан, çакăн сăлтавĕ — пачах та «халăхра» мар. Сăлтавĕ — урăххинче.
Чăн малтанах тиркеме сăлтавĕсем те çуккине асăрхамалла.
Автомобиль — чăваш чĕлхишĕн нĕрсĕр варваризм мар.
Кунсăр пуçне вăл « авто» тата «мобиль» элементсенчен тăнине курăр Икĕ элеменчĕ те — нумай-нумай сăмахсенче курăнаççĕ. Вĕсене пурпĕрех пăрахăçласа пĕтерйместĕн .
Анчах та аргумент кунта нимле «халăх» та мар!
Хальхи орфографийĕн пурнăçа йĕркелес тĕлĕшĕнчи майĕсем, потенциалĕсем пĕчĕк мар. Ăна лайăххăн тепĕр хут интерпретацилесе унпа çынсен умне çĕнĕрен тухма пулать.
Базиль Кириллов // 1421.4.6964
2022.02.11 09:51
Николай Михайлович ма шарламасть:вăл çапать те çапать орфографи чанне, çÿлтисем илтнĕ пек тăваççĕ-и?
Чӑвашлатӑвӗ те тӗрлӗрен пулать: сӑмахсенчи фонемӑсен тытӑмне чӑвашлатни пек, пӗр морфемӑсене чӑвашлатни пек е сӑмахӑн чӑваш варианчӗне ӑсталасси пек. Пӗррисем фонемӑпа морфема енӗнпе сӑмахсене чӑвашлатасшӑн, анчах та хальхи орфографи ҫакна валли ирӗк памасть, ҫавна пула вӗсем ӑна улӑштарасшӑнах муш...
Сергей Пятаков // 2111.63.6419
2022.02.11 12:47
Статья авторӗ орфографи пирки "халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса... пысӑк йӑнӑш тунӑ" тесе ҫырать. Ҫак шухӑшпа ниепле те килӗшме ҫук. Халӑхӗн ун чухнехи шухӑш-кӑмӑлне ӑҫтан муртан пӗлет вӑл? Мӗн, орфографи ыйтӑвӗ ҫинчен референдум таврашӗ ирттернӗччӗ-и? Автор хӑй вара 1992 ҫулта шкул ачи пулнӑ, ӑна-кӑна чухлама ӳссе ҫитейменччӗ-ха...