Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Микула: Пултӑр виҫҫӗ.

Микула05.02.2022 14:30676 Пурĕ пăхнă

Чӑваш халӑх сайтӗнче чылай вӑхӑт театр тавра калаҫу пырать.Тен унта искусства ҫыннисен анчах хутшӑнма юрать ? Ыттисем валли мар вӑл ун пек "кӑткӑс" ӗҫ ? Пӗр енчен ҫаплах пулӗ ,анчах та тепӗр енчен чӑвашсемшӗн театр ют мар. Унта пулса курманнисем ҫук та пулӗ.

Халӑх юратакан К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пирки сӑмах. Ҫӗр ҫул ытла иртнӗ И.С. Максимов-Кошкинский "Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн" пьеса лартнӑранпа. Малтанах ,1918 ҫулта Хусанта пуҫланнӑ пулсан ,театр икӗ ҫултан Шупашкара куҫнӑ. Чӑваш культури тытӑнса тӑракан никӗсӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. Шупашкара килекен те унта пулса курма тӑрӑшнах. Телевизорпа та ватти те, вӗтти те пьесӑсене куҫ илмесӗр тинкернӗ. Шель пулин те паян ун пек мар. Мӗнре-ши сӑлтавӗ ?

Таҫта шала кӗрсе кайса , ку айӑплӑ,тепри айӑплӑ , е тата самани ҫапла тени тӗрӗсех мар пулӗ. Самани пуриншӗн те пӗрре.

Калӑпӑр театр Хусанта юлнӑ , Шупашкарта та пулнӑ пулсан чӑвш театрӗн шайӗ чылай пысӑкрах пулмалла. Чӗмпӗрте , Самарта е Шупашкартах виҫӗ чӑваш театрӗ пулсанах мӗнле ? Ҫутҫанталӑкра конкуренци тени пулмасан -кайӑк та вӗҫме пӑрахать.

Чӑваш театрӗн шайне татах та хӑпартас тӗллев пур пулсан ҫав ӑмӑрту( конкуренци) тӑвас енӗпе каймалла. Пӗртен пӗр чӑваш театрӗ малтанах аталанма пултарнӑ пулсан паян темиҫе театр кирлӗ.

Чӑвашла театр пӗрре анчах пулсан таҫта вӗрентсе кӑларсан та пахалӑхӗ пӗр шайрах пулӗ.Пӗччен кукӑль ҫиме анчах лайӑх тенӗ ваттисем. Чӑваш театрӗ виҫҫӗрен кая мар пулсан тен "аталану" та пулӗ?

Унсӑр пуҫне,шутлатӑп, Шупашкарта тата ытти хуласенче тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем пулмаллах.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj