А.Н.Никитин 1948 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ялӗнче уралнӑ, шкул ҫул ҫсем унӑн Йӗпреҫ районӗн Пукуян ялӗнче иртнӗ. Унтан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине пӗтернӗ. Аслӑ пӗлӗвне Мускаври культура институтӗнче, халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче туптанё. Ун хыҫҫӑн пултаруллӑ музыкант Чӑваш Патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 12 ҫул хӑйӗн ӑсталӑхӗпе пин-пин ҫынна савӑнтарнӑ. Анатолий Никитич кунпа та ҫырлахса ларман, юрӑ, ташӑ ҫеммисем, тӗрлӗ инструментсем валли кӗвӗсем хайланӑ. Татах ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе Уфари консерваторире 5 ҫул хушши композиторсен уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Унта вӗреннӗ вӑхӑтра пысӑк калӑпӑшлӑ музыка произведенисем нумай ҫырать вӑл. Вӗсен шутӗнче «Сказание о Суварах» ятлӑ симфонилле поэма та: фортепиана валли «трио» та: тӗрлӗ инструментсем валли кӗвӗленӗ «Поэма-токката» та, тата чылай ҫӗнӗ юрӑ-кӗвӗ хайланӑ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.