Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Эх ҫак ҫӗнӗ орфографи йӗркисем

Аçтахар Плотников08.03.2008 13:495317 Пурĕ пăхнă
Хальхи орфографипе ҫырнӑ текстсене вулатӑн та... тӗлӗнмелли кӑна юлать. Ак «ас тӑватӑп» сӑмахах илер. Темӗнле «ас» тӑвать ӗнтӗ... Малтанхилле мӗнле лайӑхччӗ — «асту» ҫыр та ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ним иккеленмелли те ҫук :)
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Victor // 2909.68.8036
2008.03.09 04:00
Victor
Кун пирки хам та паян кăна шухăшларăм - чăваш чĕхеçисем ытлашшипех аналиттикăна сулăнчĕç, анчах хăш пĕр япаласене ăнлатмасăр хвараççĕ. Уйрăмах пусăм ыйтăвне.
"Ас тăвап"-ра уйрăм çырнине кура икĕ пусăм пулмалла: `ас тă`вап. Эпир вара урăхла - астă`вап - тетпӗр-ҫке. Çавнашкалах: тĕлпу`лу.
Пусăма тата икĕ ĕç-хĕл пĕтĕçсе пулнă сăмахсенче асăрхамала:
парса+яр - пуплевре: пар`сар - çырура: пар`са `яр?
е йăтсан`тар - çырура: йăтса антар:
!!!
1. йăтсан`тарчĕ - пĕр сăмах
2. йăт`са ан'тарчĕ: сĕтĕр`се `мар, йăт`са ан`тарчĕ.

Пусăм! Пусăм!
`Пусăм хăйне`евĕрлĕхĕ! Хăй`не `евĕрлĕхĕ `мар.
2008.03.09 18:49
Аçтахар Плотников
Ман шутпа ку ыйтăва тепĕр хут çĕклемелле. Чăвашсене хăнăхнă йеркесене тавăрмаллах. Ку çĕнĕ йĕркесем ыйтусене татса парас вырăнне вĕсене ытларах çĕклеççĕ.
//ыйту историйĕ те питĕ кăсăклă — ку йĕркене хирĕç ЧНК та (тата кам кăна хирĕç пулман пулĕ) хирĕç пулнă... анчах та çав-çавах ăна пурнăçа кĕртнĕ. Халăх шухăшне итлемесĕрех пурнăçланă.
Микула // 3004.53.9023
2008.03.19 12:06
Ман шутпа та малтанхи хăнăхнă йĕркене тавăрмалла. Хĕр арăм сăмахах илер. Хăш пĕр чух предложени пачах та вуланать. Те унта хĕр çинчен, те арăм çинчен сăмах пырать.
2008.03.19 12:59
Аçтахар Плотников
Ун пек вырăнсенче, ăçта иккĕлле ăнланма пулать, вĕсем пĕрле çырма юрать теççĕ. :)
Мила // 1874.71.2797
2015.02.16 19:42
Хисеплĕ ырă çыннăмăрсем! Малтанхи хăнăхнă йĕрке вăл сирĕншĕн лайăх, мĕншĕн тесен ăна эсир хăнăхнă. Паян çырма вĕренекеншĕн тата çырма вĕрентекеншĕн вара çĕнĕ орфографи правилисемех аван!!! Хĕр арăм сăмаха ăнланмасăр ывăнса çитмерĕр-и ара? Ман шутпа, ним проблеми те тумашкăн кирлĕ мар. Хĕр сăмах хăй пур, арăм сăмах хăй пур. Çавăнпа вĕсене уйрăм çырмалла. Ун пек тĕслĕхсем чăвашсен тата пур: хĕр пĕрчи, хĕр упраç. Чăваш чĕлхинче сăмахпа çеç мар, сăмах майлашăвĕпе те ят пани вăл паянхи куншăн çĕнĕлĕх мар. Вăл чĕлхен хăйне евĕрлĕхĕ.
2015.02.16 22:06
Аçтахар Плотников
Мила, ак сире валли тӗслӗх: «Хӗр ача ашшӗне шырать». :) Те хӗр пулас ачин ашшӗне шырать, те хӗрача хӑйӗн ашшӗне шырать.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj