"Высказывание президента Эстонии Тоомаса Хендрика Ильвеса о том, что говорить по-русски означает признать оккупацию, - бред, - сказал в беседе с корреспондентом ИА REGNUM депутат Госдумы РФ, глава чувашского отделения "Справедливой России" Анатолий Аксаков. - Мой сын говорит на немецком, хотя в истории наших стран была самая страшная война... Знание языков говорит об уровне культуры и образования. Заявление президента Эстонии - это показатель низкого уровня культуры и комплекса неполноценности. Это местечковое примитивное мышление, которое характеризует политика такого ранга. У народа, который имеет таких руководителей, к сожалению, большого будущего нет, они не способны иметь самостоятельную позицию, подняться на более масштабную высоту и решать проблемы мира, других народов. Для меня, чуваша по национальности, выросшего среди башкир и русских, русский язык - это способ общения, способ мышления и образ жизни".
Тӑнлӑ ҫын пек туйӑнатьчӗ. Тӗрлӗ халӑхсем хушшинче калаҫма вырӑс чӗлхи кирлӗ ӗнтӗ. Тӗнче шайӗнче калаҫмашкӑн акӑлчан чӗлхи кирлӗ пек. Анчах та мӗншӗн эстон президенчӗн вырӑсла калаҫмалла ӗнтӗ? Вырӑссем унта 25% ытла... ҫавӑнпа-и? Пирӗн политиксем те ҫавӑншӑнах вырӑсла калаҫаҫҫӗ пулас - вырӑссем 25% ытла та. Чӑвашла калаҫнине илтес тесен вара нимӗнле кӗтсен те кӗтсе илейместӗн. Чӑвашла калаҫма та манса кайнӑ та... Кашни кун вырӑсла калаҫса ҫӳре-ха... паллах манса кайӑн.
Вырӑс чӗлхи ытти халӑхсемпе хутшӑнма кирлӗ (вӗсем ӑна пӗлнине кура), анчах мӗншӗн ӑна ҫӳле хумалла? Атьӑр, пӗтӗм тӗнче ӑнлантӑр тесе, акӑлчанла калаҫар! Пӗтӗм тӗнче ӑнланӗ, анчах та, шел те, хамӑр халӑх пӗтӗ — мӗншӗн тесен чӑвашла калаҫма пӑрахсан чӗлхи пӗтет, челхи пӗтсен халӑхӗ те пӗтет. Халӑхне вара истори кӗнекисем тӑрӑх ҫеҫ тӗпчеме пулать.
Ҫӑкӑра кӗнеке тӑрӑх та тӗпчеме пулать, анчах та алла тытса пӑхсан, тутарса пӑхсан унӑн пахалӑхне туйса илме ҫӑмӑлрах та лайӑхрах.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Çапах:
1) Америккăра икĕ капмар испанла телӗкорппораццй (Telemundo, Univisión)пур.
2) Калиффорнйре вăл - оффицйаллă чĕлхе.
Эп пурнакан вырăнта патшалăх хучĕсене испанла çыраҫҫĕ.
Испан чĕлхи йĕри-тавра тем чулех.
Испан чĕлхине хирĕç çынсем те пур - америккăра оффицйаллă чĕлхе тăвасшăн: акăлчан.
Чăваш Енре вара 60% чăваш - чĕлхи вара ниçта та курăнмасть. Чăвашсем ҫуккă.
Буш испанла калаçни вара мĕн тума кирлĕ? Вăл акăлчан çынни, политтикки те хăйӗн пек акăлчан тата акăлчанла çынсем валли.
Ыйтăвӗ вара урăх: мӗншӗн ЧӐВАШ политтйкҫисем ЧӐВАШЛА калаҫмаҫҫĕ?