Ҫӗнӗ 2008 ҫул мана В. Сергеев юрӑҫа уҫса пачӗ. Ун юррисем "Аксар" кӑларнӑ 25-мӗш mp3 пуххинче тупӑнчӗҫ. Эх, епле чуна канлӗх парать! Темле чаплӑ юрӑҫ мар пулин те (юрлама ятарлӑ вӗренмен пулас, хӑш-пӗр вырӑнта такӑнать те...) ҫапах чунтан юрлани ман чуна тыткӑнларӗ. Юррисене пӗр канмасӑр итлес килет, хӑш-пӗр юррисене итленӗ чух ташша та ярас килет — хӑш-пӗрисем темле консерватори те пӗтереҫҫӗ, ҫапах та апла чуна тыткӑнлама пултараймаҫҫӗ. Ак "Шӑнкрав курӑкӗ" янрать, Евруковӗ патӗнче те тӑмасть...
Пур ҫав Чӑвашра пултаруллӑ ҫынсем! Мухтав вӗсене!
Юррисене кунта тупма пулать:
http://music.chuvash.org/%d0%a1%d0% ... 5%d0%b5%d0%b2_%d0%92
Мана уйрӑмах "Ан кулян" юрринчи сӑмахсем килӗшрӗҫ:
Ан кулян, тӑванӑм, ан кулян!
Эпир пулнӑ, пур, тата пулатпӑр!
Пӑлхарсен пехилӗпе пурнатпӑр!
Ан кулян, тӑванӑм, ан кулян!
Redakcia noto : La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.