Ӑна ухмах тесе те калама май ҫук ӗнтӗ. Вырӑсла вӗсене варвар теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗҫе тума мӗнле анра пулмалла ӗнтӗ? Сӑмахӗ ак мӗн пирки пырать: нарӑсӑн 10-мӗшӗнче пӗр тӑмсай Сеулти Намтӑмун (Намдэмун) хапхине ҫунтарса янӑ. 1398 ҫулта туса лартнӑ хапха паянхи кунччен упранса юлнӑ, анчах та ҫав анкӑ-минкӗне пула тӗнче ҫак чаплӑ палӑка ҫухатрӗ /ҫӗнӗрен туса лартасшӑн пулас.../.
http://lenta.ru/news/2008/02/12/arsonist/
Çынна уншăн ма ухмах тес. Хурахла ĕҫ тунă пулӗ - хурах, анчах ухмах мар. Хăй чунне пăвакан авалхи йăлăхтармăш хуралтăна çунтарса яма ăс-хакăл çитернĕ. Эс ху унашкаллине - ас ту! - тăваймасттăн.
Ман шутпа, Намтăмун ĕçĕ "усал пĕлтерĕшлĕ" е "усаллăх пĕлтерĕшлĕ". Этем чăтма çук ырлăхра пурăнсан - усаллăх та сăваплă, тет.
Ман шутпа, Намтăмун ĕçĕ "усал пĕлтерĕшлĕ" е "усаллăх пĕлтерĕшлĕ". Этем чăтма çук ырлăхра пурăнсан - усаллăх та сăваплă, тет. Ăнланмарăм вара... авалхи япалана мĕнле çунтарса яма юрать вара? Ăна, вăл хапхана, кам тунине пĕлместĕп, мен сăлтавĕпе тунине те пĕлместĕп, анчах вăл истори палăкĕ пулнине туятăп. Çав аваллăха чухламан, ăна хаклама пĕлмен çын маншăн ухмах.
Чăвашсемшĕн ун ĕҫне ӑнланма йывăр - эпир Корейăпа танлаштарсан пурлăх-ырлăх енĕпе питĕ кайра пыратпăр - пирӗн туса кăларма хал шфрамалла. Вĕсен вара ытлашши нумай - аркатмалла.
Севул пек пысăк хуласенче кăмăлта ҫав вилӗ мул тăрăх калла-малла ҫÿрени чуна, ҫынлăха аркату туйăмӗпе пăлхатать.
Тухăҫри ăсчахсем авалхи тĕн хуралтисене пин ҫул та пĕрре те пулин ҫĕмĕрмелле теҫҫĕ.
Ман шутпа, Намтăмун ĕçĕ "усал пĕлтерĕшлĕ" е "усаллăх пĕлтерĕшлĕ". Этем чăтма çук ырлăхра пурăнсан - усаллăх та сăваплă, тет.