«Хыпар» хаҫатра 2008 ҫулхи пӗрремӗш кӑларӑмӗнче манран илнӗ интервью пичетленсе тухрӗ:
ЭПИР ТӐРӐШМАСАН КАМ ПУЛӐШӖ?
“2005 ҫулччен чӑваш чӗлхи пуррипе ҫукки мана интереслентермен. Халӗ вара пӗтӗм ӗҫӗм чӑвашлӑха аталантарасси ҫинче никӗсленнӗ”, - терӗ Николай Плотников. Интернетра тӑван халӑх пирки материал ҫукпа пӗрех пулнӑран “вырӑсланма тытӑннӑ” Николай Алексеевич Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗ. “Chuvash. ovg” портал “ашшӗ” пирӗн вулакансене хӑйӗн ӗҫӗпе тата пурнӑҫӗпе паллаштарма килӗшрӗ.
Ӑс пур та диплом ҫук
Вӑл Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи ялта пурӑннӑ май ытларах вырӑсла калаҫнӑ. Тӑван тавралӑха чӗререн юратнӑран Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжне арманҫӑна вӗренме кӗнӗ. Иккӗмӗш курсра пӗрремӗш хут компьютерпа паллашнӑ вӑл. Клавиатурӑна телевизорпа ҫыхӑнтарнӑ та ӗҫленӗ. ЧПУра электропроводсене автоматизаци мелӗпе тытса пымалли пая ӗҫе вырнаҫсан компьютер умне ларнӑ, техника вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпченӗ. Техникӑна юратакан каччӑна ӗҫ килӗшнӗ, шалу вара - тивӗҫтермен. Ҫавӑнпа ҫӗнӗ ӗҫ шырама тытӑннӑ. Шупашкарта дипломлӑ яш-кӗрӗм нумай. Николайӑн вара ӑсӗ пур та, дипломӗ - ҫук. Юлташӗсем ӑна Чулхулана кайма сӗннӗ. Чулхулари пӗлтерӳсен “Из рук в руки” хаҫатӗнче пӗр фирмӑна инженер-программист кирлине вуласан фирма адресне пӗлес шутпа редакцие ҫул тытнӑ. Хаҫатра та инженер-программист кирлӗ иккен. Нумай шухӑшламан каччӑ - килӗшнӗ. Ҫак самантран вӑл компьютер тӗнчине пуҫӗпех парӑннӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Интернет уҫлӑхӗпе паллашма тытӑнсан “Wikipedia.оrg” портал уйрӑмах интереслентернӗ ӑна.
“Чӑваш пайне лайӑхлатмалла”
Шел те, кунта чӑваш халӑхӗ, ҫӗрӗ пирки пӗр информаци те тупайман ашшӗ-амӑшӗсӗр, тӑван тӑрӑхшӑн тунсӑхлакан каччӑ. Ҫавӑнпа та вӑл чӑваш хулисем, районӗсем пирки ҫырма пуҫланӑ. Интернет уҫлӑхӗнчи юлташӗ, Вячеслав Иванов, Плотников чӑвашла та калаҫнине пӗлсен чӑваш пайне лайӑхлатма сӗннӗ. “Эсӗ чӑваш пайне аталантармасан ҫак ӗҫе кам тӑвӗ? Ыттисене ан кӗттер”, - хистенӗ вӑл. Юлташӗн сӑмахӗсем витӗмлех пулнӑ ҫав - Николай Алексеевич чӑваш пайӗпе ытларах ӗҫлеме, ӑна информаци тӗлӗшӗнчен пуянлатма тытӑннӑ. Халӗ кунта 1000 статья ытла ӗнтӗ. “Wikipedia.оrg” портала кӗрекенсене чӑваш пайӗ кӑсӑклантарни куҫ кӗрет. Ара, ӑна статьясемпе пуянлатакансем те пур. Ҫак порталта вырӑсла ҫеҫ ҫырма юрани килӗшмен каччӑна. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш чӗлхиллӗ “Yumax.ru” сайт йӗркеленӗ. Кунта тӑван халӑх халапӗсен, юррисен, юмахӗсен тексчӗсемпе паллашма пулать. Лӑпланман Плотников - сайт информаци тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пулни ҫырлахтарман ӑна. Сайта кунне 3-4 ҫын ҫеҫ кӗрет-ҫке.
Информацирен пуян портал
Николай Алексеевич чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе, культурипе, историйӗпе паллаштаракан пысӑк портал йӗркелеме шухӑшлать. Укҫа-тенкӗпе юлташӗсем, ҫак ҫӗнӗлӗхпе интересленекенсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакансем пулӑшаҫҫӗ. 2005 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче “Chuvach.org” портал “ҫуралать”. Николай ӑна “Wikipedia.оrg” пек йӗркелет. Кунта регистрациленсен ху та пӗлтерӳсем хӑварма, портала кӗнӗ ҫынсемпе калаҫма пултаратӑн. Калаҫма кӑмӑллакансем вара “Чӑваш халӑх канашлӑвӗнче” “тӗл пулаҫҫӗ”, тӗрлӗ ыйту сӳтсе яваҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне тупӑшаҫҫӗ те. Ҫамрӑксене кӑсӑклантаракан информаци вырнаҫтарма тӑрӑшать вӑл. Тӗслӗхрен, Мускавра иртекен чӑваш ташшисен каҫӗсем пирки информаци тупма пулать. “Ҫамрӑксем вырӑсланаҫҫӗ. Манӑн вӗсене каялла чӑваш чӗлхи патне тавӑрас килет. Ҫавӑнпа та порталта чӑваш чӗлхипе ытларах ӗҫлеме тӑрӑшатӑп”, - йӑл кулать Н.Плотников.
Кунта хыпар-хӑнарпа, чӑваш ячӗсемпе, юрри-кӗввипе, истори материалӗсемпе, литература хайлавӗсемпе тата тем те пӗр тупма пулать. Портал сӑн ӳкерчӗксемпе пуян. Николай тӑван тӑрӑхран кайсан чӑваш ялӗсем вырӑссенчен уйрӑлнине асӑрханӑ. Портала кӗрекенсене вӗсемпе те паллаштарас тӗллевпе Н.Плотников республикӑри тӗрлӗ кӗтесе ҫитсе ялсене, ҫырма-ҫатрана сӑн ӳкернӗ. “Республика тӑрӑх ҫӳренӗ май чуна тыткӑнлакан нумай вырӑн куртӑм. Ялсем, колхозсем юхӑнни пӑшӑрхантарчӗ паллах. Ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрте чулран хывнӑ кӗпер упранса юлни хавхалантарчӗ. Сӑн ӳкерчӗке ӑҫта ӳкернине, унта мӗн сӑнланнине, ял халӑхӗ ҫак вырӑн е япала пирки мӗн каланине те пӗлтеретӗп. Пӗр ялта пӗве ҫумӗнчи йывӑҫсем тавра карта тытнине куртӑм. Ял халӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ача шыва путма тытӑннӑ иккен. Пиччӗшӗ ӑна ҫӑлас тесе шыва сикнӗ. Шӑллӗ ҫыран хӗрне тухнӑ-ха. Шел те, пиччӗшӗ путнӑ. Ял халӑхӗ вара ӑна асӑнса тата ачасем пӗве патне ан ҫывхарччӑр тесе карта тытнӑ”, - калаҫӑва малалла тӑсать Н.Плотников. Халӗ “gallery.chuvach.org” сайтра Шупашкар хулин урамӗсене сӑнланӑ сӑн ӳкерчӗксемпе те паллашма пулать.
“Сhuvach.orgра” чӑваш литератури те пысӑк вырӑн йышӑнать. Кунта К.Ивановӑн “Нарспийӗпе” М.Федоровӑн “Арҫурине” тата ытти чӑваш классикӗсен, хальхи ҫыравҫӑсен хайлавӗсене тупатӑн. Литературӑна жанрсем тӑрӑх пайланӑ. “Малтан эпӗ мӗнле информаци тупаттӑм - ҫавна сайта лартаттӑм. Халӗ вара суйлатӑп. Чуна тыткӑнлакан хайлавсене ҫеҫ порталта тупма пулать”, - тет “Сhuvach.org” администраторӗ.
Нумаях пулмасть “pedkanash. chuvach.org” сайт йӗркеленӗ Николай Алексеевич. Халӗ вӗрентекенсем Интернет уҫлӑхӗнче пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашма, канашлама пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех порталта паллашу кӗтесӗ те пур. Кун кӗнеки те ҫырса пыраятӑн. Хӑвӑн шухӑшусене ҫыр та вулакансем мӗн каласса кӗт кӑна...
“Чӑваш порталӗ аталантӑр тесен ӑна ыттисенчен аванрах йӗркелемелле”, - тет Н.Плотников. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшать те вӑл. Порталпа усӑ куракансен йышӗ ӳссех пырать. Кунта ытларах чухне аякра пурӑнакан чӑвашсем кӗреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра тӗрлӗ халӑх ҫыннипе те “тӗл пулатӑн”. Акӑ Канада хӗрӗ чӑваш тӗррисемпе кӑсӑкланать. Вӑл пирӗн эрешсемпе усӑ курса ҫи-пуҫне илемлетет иккен.
Н.Плотников халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренет. Ҫав вӑхӑтрах компьютерта ҫырнӑ чӑвашла текст орфографине тӗрӗслемелли программа хатӗрлет. Халӗ ҫак программа 70-80 процента яхӑн чӑваш сӑмахне пӗлет ӗнтӗ. 90-95 процент пӗлме тытӑнсан Николай программӑна халӑхра сарма тытӑнӗ. “Кашни компьютерта чӑваш сас паллийӗсем урӑх вырӑнта. Ҫавӑнпа та пӗр компьютерта пичетленӗ материала тепринче уҫатӑн та чӑваш сас паллийӗсем йӑлт пӑтрашӑнса пӗтеҫҫӗ, текста вулаймастӑн та. Интернетпа усӑ курнӑ чухне те чӑвашла ҫырма йывӑр. Ҫавӑнпа та чӑваш шрифтне пӗр стандартпа йӗркелемелле”, - чун пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарчӗ Н.Плотников. Республикӑри шкулсен тата тӗрлӗ организаци сайчӗсенче вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ информаци пуррине те ырламасть вӑл. “Чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ материала вулама кӑмӑллӑрах. Ҫавӑнпа та атте-анне чӗлхи ҫине куҫӑр. Пирӗн тӑван чӗлхене пӗтме памалла мар. Ӑна эпир упраса хӑвармасан пире никам та пулӑшмӗ”, - терӗ юлашкинчен Николай Алексеевич.
Татьяна МИХАЙЛОВА
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Интервью панă чухне ан йăнăшчăр тесе адресĕсене çырсах патăм. Те хам йăнăшнă, не наборлаканĕ... Хам та йăнăшма пултарнă.
Ман шутпа нимех те мар, шыраканни тупатех.
//çапла Википеди пирки ЧНК-на кĕтĕм те адресне хăвартăм. Кайран çеç тавçăрса илтĕм — йăнăш çырса панă иккен: cv. вырăнне ch.
http://yumax.ru/ продукция известного итальянского производителя кофе :) Юмахри евĕр кофе тесе сутсан еплерех ăнăçу вĕсене кĕтĕччĕ :)
Николай, эсĕ студент пулса тăнипе саламлатăп!