Паян ятарласа Hunspell валли хатерленӗ сӑмахсар пурӗ миҫе сӑмах пӗлнине шутлас терӗм. Унта халӗ 29200 патнелле сӑмах, анчах та вӗсенчен миҫе сӑмах хатӗрленӗ-ши? Скрипт ҫыртӑм — ӗҫлеттерсе ятӑм. 1 сехет хушши (тен алгоритмне ансатрах та тума пулать...) шутларӗ те сӑмахсен списокне кӑтартрӗ. Хӑй файлех 274 Mb пысӑкӑш пулчӗ! Ӑна уҫрӑм та... унта 8 926 256 сӑмах! Эпӗ нумайран та пӗр 2 миллион сӑмах пулӗ тесе шутласаччӗ... кунта вара 9 млн. патнелле!
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Паллах, питĕ нумай аффикс хушăнса пулнă сăмахсене пĕлмест. Анчах вăл сăмахсем текстра сахал тĕл пулаççĕ. Нумай тĕл пулакан сăмахсене пĕлме вĕрентесчĕ. 90-95% - сахал. 95-99% пулмалла.