Эх... Шупашкарта мӗн те пулин ӳкерес тесе тухрӑм та... пӑшарханса ӳкрӗм. Енчен те малтан Ҫӗнӗ Ҫул валли хулара темиҫе юр скульптури туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара вӗсем питӗ сахал. Аран-аран "Мега-молл" патӗнчи перекрестокра пӗр пӑртан тунӑ скульптурӑна шыраса тупрӑм. Тата залив патӗнчи хӗрлӗ площадьре каток патӗнчи чӑрӑш ҫывӑхӗнчи пӑртан тунӑ пӗчӗк (чӗре евӗрлӗскерне) скульптурӑна асӑнма пулать. Урӑх ҫук. Ҫӗнӗ Лапсарта та, малтан темиҫе юр кӗлетки туса лартатчӗҫ пулсан, кӑҫал вара пӗрре-иккӗ кӑна туса лартнӑ. :(
Эх... нимӗн те ӳкермелли пулмарӗ тесен те юрать.
Юрӗ-ха, тӗрлӗ гирляндӑсемпе ҫутатма манса кайман. Тӗрӗссипе каласан, тен пӗтӗм вӑя ку ҫул тӗрлӗ лампӑчкӑсемпе ҫутатма янӑ. Акӑ телевышкӑна та гирляндӑсемпе ерешлерӗҫ. Шел, ун ҫутине каҫхи кураймарӑм, май пулмарӗ.
Каҫхи вара чӑннипех те Шупашкар питӗ илемлӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.