Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Уртемей Петӗрӗ: Мӗн канашлаҫҫӗ ватӑсем?

Уртемей Петӗрӗ05.03.2020 20:117945 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Сӳтмелли-явмалли ыйтусем нумайччӗ вӑл ларура, пӑхса тухмалли хутсем те, ҫырса хатӗрленӗ проектсем те самаяхчӗ. Пурне те тӗплӗ шӗкӗлчесе тухрӗҫ. Ватӑсене никам та васкатмарӗ, «Чие пахчин» алӑкне (лару ҫав ятлӑ селӗм кафере иртрӗ) уҫса-хупса хӑратмарӗ, «ун ҫинчен те кун ҫинчен ан калаҫӑр» тесе асӑрхаттармарӗ.

Хӗрӳ калаҫу Атӑл хӗрринчи илемлӗ вырӑна лартнӑ нӗрсӗр катемпи тавра ыттисенчен хивререх пычӗ.

Шупашкар хулин кӑлави патне шурсухалсен тӗп канашӗ, Хаяр Йӑван патша кӳлепине кирлӗ ҫӗре вырнаҫтарманнине палӑртса, чӑваш халӑхӗн таса вырӑнӗнчен — Константин Иванов скверӗнчен аяккарах пӗр-пӗр музее илсе кайсан тӗрӗсрех пулать тесе сӗннӗччӗ. Кӑлава ваттисемпе килӗшмен. «Ку палӑк мар, туристсене ҫул кӑтартса тӑракан мерекке ҫеҫ» тенӗ.

Хула пуҫӗ мереккеленни шурсухалсене килӗшмен. Хурав ҫине хурав парас тата прокурор ячӗпе ҫыру ярас пулать терӗҫ. Хастар ватӑсем темиҫе тӗрлӗ ҫыру ҫырса килнӗ. Малтан Алексей Бойков историҫӗ хатӗрленипе паллашрӗҫ. Унтан Николай Лукианов юрист ҫырнӑ «Тӳресене чӗнсе каланине» тӗплӗ сӑвӑрчӗҫ, вара «тӗрӗс ҫырнӑ» тесе, пӗр саслӑн йышӑнчӗҫ.

Чӑваш историйӗнче усалпа е ырӑпа палӑрса юлнӑ хурахсемпе паттӑрсене халӑх манман-ха. Мӗншӗн Шупашкарта Аттила, Кубрат хан, Кӑтрак, Валӗм хуҫа, Искей Пайтулӗ, Охатер Томеев, Никита Бичурин палӑкӗсене лартас мар? Атӑл ҫинчи халӑхсене вутпа пӑхӑнтарнӑ, касса тӑкнӑ, инкек кӳнӗ патшасене мухтаса, пире «эпир кам!» тесе каласшӑн-и? Вӗсем камне Александр Пушкинах вирлӗ питлесе палӑртнӑ. Пушкин палӑкӗ Бичурин, Яндуш, Федоров, Иванов хушшинче тӑрас пулсан, империн мӑнтӑр кӑмӑлне лӗклентерет иккен! Кӑҫал чаплӑ тюрколог, чӑваш чӗлхин Улӑпӗ Николай Ашмарин академик ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Унӑн Хусан варринчи вилтӑприне тирпейлемелле, Шупашкарта, Етӗрнере палӑкӗсене лартмалла. Камӑн пуҫӑнмалла ҫав ӗҫе? Пӗр-пӗр шкул ачин-и, трактористӑн-и е республикӑпа хуласен ертӳлӗхӗн?

Шупашкарти намӑссӑр шовинизмӑн авторне чӑваш карчӗсем пӗлеймерӗҫ: Салаева, Варнава, Широков-и? Вӗсенчен тахӑшӗ Намӑс хӑми ҫине лекесшӗнех тапаҫланать. Халлӗхе Республика прокурорӗ тӗрӗссине каласса кӗтме йышӑнчӗҫ.

«Вӑтам ӗмӗрсенчи тискерлӗхе, хаярлӑха, мӑндержавноҫа хӑпартлантаракан кӑтарту паллисене ларттарнӑ ҫынсенчен ҫав провокаци элемӗсене ним тӑхтамасӑрах илсе пӑрахма ыйтатпӑр!» — тесе тепӗр хут йышӑнчӗ чӑваш аксакалӗсен канашӗ.

 

Сӑнӳкерчӗк авторӗ: Владимир Милютин.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Валери Туркай // 3787.75.6582
2020.03.06 04:50
Чыс та мухтав сире, Улăпăмăрсем!
Эп - СИРĔНПЕ!
Туркай.
Микула // 9259.3.8429
2020.03.06 18:10
Иван палӑкӗ кӳрентерет ? Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулманни " нимех те мар" тесе ӑнланмалла?
Agabazar // 1791.96.0114
2020.03.06 18:18
Agabazar
Аха, Станьял мĕн ĕмĕр тăршшĕпе ача сачĕсем чăвашла пулиссине хирĕç кĕрешнĕ тит.

Çавăншăн кĕреше-кĕрешех ватăлнă тит.

Микуласем ача сачĕсене чăвашла тăвасшăн, анчах вĕсене Станьялсем çул памаççĕ тит.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj