Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Отпуск иртсе кайрӗ

Аçтахар Плотников13.11.2007 13:184643 Пурĕ пăхнă
Тепӗр пӗчӗк отпуск иртсе кайрӗ. Ку отпуска эпӗ вӗренмешкӗн илтӗм. Ҫапла, ҫак ҫул эпӗ ЧПУн чӑваш чӗлхипе культурин факультетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗтӗм. Виҫӗ ҫул ҫурӑ вӗренмелле. Нумай ҫӗнӗ япала пӗлтӗм, нумай ҫӗнӗ япалана вӗренме тивӗ.
Информаци пуҫтарасси енӗпе ку эрне питӗ лайӑх пулчӗ. Хамӑн тӑван яла, Лапсара, революциченхи литературӑра асӑнса хӑварнине шыраса тупрӑм. Хам асатте ҫинчен питӗ интереслӗ факт пӗлтӗм. Вӑл арманҫӑ пулнӑ иккен! Эпӗ те арманҫа вӗренсе тухса ӗнтӗ :) /хальхилле вӑл професси "Техник-технолог по хранению и переработке зерна" ятлӑ/. Ял ҫывӑхӗнчи армансем пирки нумай информаци пӗлтӗм. Армансем пирки кӑна мар, ял таврари вырӑнсем ҫинчен те нумай пуҫтартӑм, ыйтса пӗлтӗм. Тата ӗнер хам ӳкернӗ армансем пирки туллирех информаци шыраса тупрӑм — кам ӑна тунине хӑш ҫулта, тата ытти те. Ӗнерех вӑл текста компьютера куҫартӑм (ман алла вӑл ал ҫыру пек лекрӗ). Ҫитес вӑхӑтра кӗртӗп.
Шел те, хӑш-пӗр япаласене тума ӗлкереймерӗм.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.11.14 08:10
Тÿлевсĕр вĕренме кĕтĕн-и?
2007.11.14 09:35
Аçтахар Плотников
Тӳлевлĕ.
Анонимла // 2051.65.3138
2007.11.14 10:16
ЧПУ-ра мĕнле факультета вĕренме кĕтĕн?
2007.11.14 11:32
Аçтахар Плотников
Паллă ĕнтĕ — чăваш чĕлхипе культура факультетне.
2007.11.14 19:35
ты с них тогда за рекламу денег сними, коль с тебя денег за учебу берут :(

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj