Юрланипе мар – юрӑра хӑйне епле тытнипе илӗртет, ман шутпа, Фарида. Вокал палитри ун пуян мар – вӑл халӑхла, чуна тивмелле, юрлать. Шалтине, чӗре ҫумӗнчине ҫитересшӗн итлекен патне. Вылямасть, «артист» мар – чӑнтан/чӑнласа/чӑннипе юрлать. Чунтан юрлать. Сассине те, юррине те хуҫкаламасть – хӑй те хуҫкаланмасть. Шалти мӑнаҫлӑх, аристократизм сисӗнет юрӑҫ хӑйне епле тытнинче (сассинче, кӗлетки-сӑн-питӗнче…). «Тутар хӗрарӑмӗ хӑйне тутарла тытать, мӗнех тӗлӗнмелли пур кунта», – тейӗҫ мана. Сцена ҫинчи чавашӑн (хӑть театрта, хӑть эстрада ҫинче, хӑть политика сцени ҫинче…) темле шапӑлккалӑх, арҫурилӗх, ирттерсе хуҫкаланни… пур. Ман анне, Анна Федоровна, чӑтма пултараймастчӗ чаваш артисчӗсем ҫапла вылянине. Мана та ҫырлахтармастчӗ чӑваш театрӗ. Ҫырлахтарманнине ҫамрӑк чухне пытарман. «Юрий Яковлевпа Володя Степанов залран тухса каймасӑр малалла вылямастпӑр», – тесе чарнӑччӗ, сӑмахран, Иосиф Дмитриев Валери Туркай пьеси тӑрӑх лартнӑ хӑйӗн спектакльне (1986). Ман чун мӗн кӗтнине, ыйтнине, ӑҫталла ӑнтӑлнине эп Хусанти театрсемпе паллашсан ӑнланса илтӗм. Хӑйсен шӳт-мыскарисене вылянӑ чухне те тутарсем этеме этем тӑвакан тивӗҫе, чыса ҫухатмаҫҫӗ. Куракансем чӑваш театрӗнчи пек ахӑрса, ахӑрашса ларнине те эп курман. Весен ҫумӗнче эпир арҫурисем. Кӑтӑк чирӗ ернӗ пире. «Ура тупанӗнчен кӑтӑкласа култарасшӑн», — тетчӗ Г.И. Федоров, эстетикран та эстетик, чӑваш театрӗ пирки. Кӑтӑклама та кирлӗ мар – пӳрне кӑтартни те ҫитет пире… Пӑсӑлнӑ ҫын пек тытать хӑйне чӑваш сцена ҫинче (сцена кунта анлӑ пӗлтерӗшлӗ). Мӗн тӗленмелле, сцена ҫинчисем: «Халӑх пасӑлнӑ», – теҫҫӗ. Ку суя япала. Ялта пулсан пулать пӗр-ик мыскараҫӑ. Эпир вара пӗтӗм халӑхӗнчен мыскараҫӑ, клоун туса хутӑмӑр. Ҫӗр ҫул хушшинче чӑваш театрӗ хӑй ӗҫне турӗ теме пулать. Катӑкрах, сӑлтавсӑрах кулакан, ухмаха перекен, шалти тӑрпалтайлӑхне ирӗке яракан… этемкке сӑнарне калӑпласа ҫитерчӗ темелле…
Ман аттепе анне хӑйсене чыслӑн тытатчӗҫ, хуняҫапа хуняма та хӑйне май аристократсем темелле. Тӑван-пӗтен хушшинче те клоунсем ҫукрах. Ҫук. Мӑн кӑмӑллӑхӗ вара, тен, ытлашшипех. Халӑх хӑйне епле тытнине кӑтартакан (кӑтартакан — сӑнарласси патне пирӗн утмалла та утмалла) «портрет» — карикатура, агеевла ӳкерчӗк… 5 ҫул ытла ӗнтӗ эп халӑх хушшинче ӗҫлетӗп. Йӗркеллӗ ҫынсем, пурте хӑйсене чыслӑн тытасшӑн. Сцена (кунта анлӑ пӗлтерӗш – метафора) ҫын ретлӗ чӑваша кӑтартман-ха. Кӑтартасси патне пыман та…
Ма ман хуняма Фаридана кӑмӑллать?.. Мӗншӗн тесен вӑл хӑй те чунӗпе Фарида. Кашни чӑвашрах пур Фаридалӑх. Фарида ҫине вӑл тӗкӗр ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Хӑйӗнчи чӑннине курать. «Эп пӑхатӑп сан ҫине. Пӑхнӑ пек хам чун ҫине», – тет Борис Чиндыковӑн Йоҫҫӑхӗ («Ҫатан карта синчи хура хӑмла ҫырли» драма). Чӑваш та Фарида ҫине хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…
Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ. С.Ю. Ювенальев фото ӳкерсе илнӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Добрый день! Я не перестаю восхищаться нашей Любимицей, нашим Ангелом - Фаридой! Она - Божественна! Каждое её исполнение песни трогает до глубины души!!! Фарида тронуло моё сердце своими душевным, искренним исполнением!