Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Хамӑр ял

Agabazar11.12.2018 22:041837 Пурĕ пăхнă

Карччынкка

Хамӑр ял та хамӑр ял тетпӗр.... Ҫав вӑхӑтрах ку ӑнлава хӑшӗсем мӑшкӑлламалли япала туса хурас текенсем те пур иккен.

 

Уйрӑм халӑхсене юри машкӑллама ӑсталанӑ сӑмахсене этнофолизм теҫҫӗ.

Анчах та тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук.

Брындин Павел Анатольевичӑн тавар палли

Тӗнчере "хамӑр ял" этнофолизм ҫуккине чылайӑшӗ ӑнланать-ха ӗнтӗ. Апла пулин те эп кунта ҫак пӗчӗк статьяна вырнаҫтарас терӗм. Сӑлтавӗ акӑ мӗнре.

О. С. Коробкова ҫырнӑ <<МАРКЕРЫ ЯЗЫКА ВРАЖДЫ В НОМИНАЦИЯХ ЭТНИЧЕСКОЙ ПРИНАДЛЕЖНОСТИ: СОЦИОЛИНГВИСТИЧЕСКИЙАСПЕКТ>> статья кун ҫути курнӑ.

Унта ак ҫапла каланисем пур:

4.Заимствование: хамар (ял) (от чувашского хамӑрял «земляк, односельчанин») – необразованный чуваш, деревенщина;
2) представители коренных народов России, особенно в национальных республиках (хамары необразованные чуваши);
1) распространенные в национальных республиках России и относящиеся к представителям национальных меньшинств: мамбет (Якутия), хамар (ял) (Чувашия), и т. д.;

Хамӑр ял" ушкӑн. Сӗнтӗрвӑрри районӗ

Вӑт ҫакнашкал япаласемпе тӗлентреҫҫӗ пире паянхи "ӑславҫӑсем"!

Тата тепӗр хут калатӑп: Тӗнчере "хамӑр ял" текен этнофолизм ҫук!

Халь вара ӑнлантарса паратӑп мӗншӗн ҫапла каланине.

 

* Ҫак Коробкова текенскер "хамар ял" е "хамар" этнофолизма мӗнле ҫӑлкуҫран шыраса тупнине пӗлтермест.

* этнофолизмсене мӑшкӑллакан халӑхӑн чӗлхинчи сӑмахсенчен суйласа илсе йӗркелемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен мӑшкӑллаканни ҫав чӗлхене пӗлмест, юратмасть.

* Этнофлоизмсенчен мӑшкӑлланакан халӑх яланах пӑрӑнма тӑрашать. Пирӗн чӑвашсем "хамӑр ял" тенипе савӑнса кайса усӑ кураҫҫӗ, калӑпӑр, юрӑ-ташӑ ансамблесене те ҫавнашкал ят параҫҫӗ.

* Коробкова статйинче "хамӑр ял" тени "мамбет" тенипе юнашар тарать. Якутсене ҫав "мамбет" тенипе мӑшкаллаҫҫӗ имӗш. Анчах та ку суя. Сахххасем патӗнче унашкал этнофолизм ҫук. (Тӗрӗсрех каласан, сӑмахӗ пур-ха, анчах та вӑл унта этнофолизм мар, "гопник" тенине пӗлтерет). Эппин ҫын ку тӗлӗшпе йӑнӑшрӗ пулсан, мӗншӗн-ха ӑна ытти енӗпе ӗненмелле?

* "Хамӑрьял" тенинчен ниепле те "хамӑр" тени тухса тӑма пултараймасть. Вӗсен пӗлтерешӗсем расна.

* Форумсенче чӑвашсене "хамӑр", "хамӑрьял", "хамарьялник" текелесе мӑшкӑллама хӑтланнисем пур. Анчах та унашкал япаласене АНОНИМСЕМ ҫыраҫҫӗ. Модераторӗсем те чӑвашсемех теме май пур. Эппин ку ытларах хайхи модераторсен тирпейсӗрлӗхӗ пирки ҫеҫ калать. Форум вӑл — форум. Унта темле провокаци те пулма пултарать. Вӗсене чӑн-чӑн ҫалкуҫ пек пӑхмашкӑн хӗн.

* Чӑваша чӑнах та машкӑллас текен ҫыншӑн ятарласа этнофолизм шутласа кӑларас хуйхӑ ҫук. Вӑл тӳрременех "чӑваш" теме пултарать. Чӑваш тени те пит кирлӗ пулсан ҫав машкӑл сӑмахне ҫаврӑнать.

* Ялти чӑвашсене ятарласа хуларисенчен уйӑрса палӑртасси нихҫан та пулман. "Хула чӑвашӗ" текен ӑнлав ҫӗнӗ-ха вӑл. Хулана кайса унта яланлахах вырнаҫнисене чӑвашсем хӑйсен йӑхташӗ пек курман. Хальхи вӑхӑтра та "чӑваш" тени "ял" тенипех ассоциациленет. Эппин кунта ятарласа "ялтисем валли" этнофолизм ӑсталама нимле сӑлтав та ҫук.

 

Пирӗн пӗтӗмлетӳ ак ҫакнашкал:

Хамӑрьял теничен ан хӑрӑр, вӑл самахпа ӗлӗкхи пекех анлӑн усӑ курӑр. Тӗнчере унашкал этнофолизм ҫук.

 

Эп чӑвашсене мӑшкӑллас текенсем ҫук теесшӗн мар, анчах та "хамӑр ял" этнофолизм ҫук.

Карччынкка

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.12.30 17:27
Рассизмпа чирлекеннисен шухашĕ те виçĕ пуслăха та ан пултăр чăвашсемшĕн. Хамăрялсене тĕнчере хисеплеççĕ. Кÿршĕсен тиркемен халăх та юлман тĕнчипе.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj