Dfcbkbq // 3767.81.8568
2018.12.02 09:14 | |
Agabazar // 3026.24.3570
2018.12.02 12:43 | |
Анатоль: Вырăсла каласан , унта всё антинаучно.Сана вара кам чăвашла калаçма чарать? Анатоль:Написано на уровне человека, который за пределы Чувашии никуда на исследования не выезжалÇапла каланине ĕненес пулсан, Чăваш Ен тулашĕнче çеç шутсăр ăслă çынсем пуранаççĕ имĕш. | |
Agabazar // 3026.24.3570
2018.12.02 12:51 | |
Вак-тĕвексем енĕпе пырса перĕнмелле мар çын çумне. Мăн Кеннана та пит хускатма кирлĕ мар.
Халлĕхе тĕпри çакă: Русаков хăта "калавĕнче" — малтан пуçласа вĕçне çитиччен фейк. Халлап теместĕп, меншĕн тесен халлап вăл — лайăх япала, халлап хай пирки "эп-наука!" тесе каппайланмасть. Кунта вара автор "наука" темешкĕн хăлаçланать пек. | |
Талпиçен // 2195.12.4422
2018.12.02 15:09 | |
Салминăн "Система религии чувашей" (2007, Сакральное время, Неделя, 590-597 сс.) кĕнекине пăхăр, хисеплĕ хăшпĕр анрапуç.Чухламасăрах шăл йĕрес марччĕ... | |
Agabazar // 2726.81.7010
2018.12.02 22:35 | |
Тĕнчипе мĕльюн кĕнеке тухать çулсерен. Мĕншĕн-ха темĕнле Салминăн темĕнле кĕнекине уписаччĕлнĕ пăхмалла?
Мĕн чухлаттарасшăн пире? | |
Микулай Павловски // 2552.19.6962
2018.12.03 17:52 | |
Темиçе пин çул каялла пулнисене тăратса лартма пăхни те кирлĕ: чăваш ĕнер, е пилĕк ĕмĕр каялла кăна çуралман - кăна тĕрлĕенлĕ тĕнĕ, ÿнерĕ, пуян чĕлхи кăтартаççĕ. Ку кашни халăхри аваллăхпа кăсăкланакан çынсен "чирĕ". Никам та унта пулман, никам та тĕрĕссине пĕлмест - кăшт куçа лекнĕ, ума сиксе тухнă фактăсене çыхăнтарса сĕм-аваллăха реконструкцилеме пăхни... Егоровсем те, ытти çыравçăсен шухăшĕсем те кирлĕ. Чăваш халăхĕн аваллăхĕн чăн-чăн, пĕртенпĕр тĕрĕс, пурне те пĕтĕмлетнĕ кĕнеки çук, пулмасть те... Пĕрчĕн-пĕрчĕн, майĕпен-майĕпен чăваш халăхĕн историйĕ тени, хăйĕн тĕрĕсрех çулне тупкаласа, калăпланса, чăмăртанса пырать тесе те калама пулать.
Аваллăхпа айкашакан, ун çинчен шухăшласа çыракана тем-тепĕрле вăрçмалла, намăслантармалла мар - ĕçлетĕр, хутшăнтăр. Автăр çырни тăрăх пырсан, "тунтикун" тени "тулти кун" (эрне тулашĕнчи пĕрремĕш кун) тенинчен те тухма пултарнă. "Ытларикун" - тултинчен ытларах кун, тулти кун хыççăнхи тенине те пĕлтерме пултарнă. | |
Agabazar // 1065.88.6723
2018.12.04 15:13 | |
Кам чарать? Никам та чармасть! Анчах та пире провокаторсем кирлĕ мар!
Ку Русаков хăтана эп тÿрех "провокатор" теесшĕн мар-ха. Çапса хуçасшăн мар апла каласа. Çапах та унăн та шутласа пăхмалла: камсен шыварманĕ çине вăл шыв юхтарать? | |
Ашкатар ачи // 3604.59.6147
2018.12.05 21:29 | |
Статья авторĕн шухăшĕсем ыттисемпе пĕр килменни вăл йăнăш çырнине пĕлтермест. Кашни шухăшăн тĕшши пур. Г. Кеннаманпа П. Русаковăн та çав шутра. Тарăнрах шухăшлар, ачасем! Атту тиркеме пурте ăста....... | |
Agabazar // 1358.08.1051
2018.12.05 22:20 | |
Ашкатар ачи,
юратнă Хоспочын, ырă тăван, ытарайми юлташ, Русаков ăславçă-историк мар. Эп хам та историк ăславçă мар. Анчах та кунта, ку статьяра хускатам пекки тунă ыйтусене тахçанах уçăмлатнă. Тĕрĕссипе унта нимле ыйтусем те çук. Ик хут иккĕ — миçе? Таваттă! Апла пулсан кун пирки ма-ха "тавлашмалла"? Мĕнлерех "тĕрлĕ шухăш" пулма пултарать кунта? Истори вăл темиçе тĕрлĕ пулман. Пĕртен-пĕр тĕрлĕ çеç пулнă. Кашни самантра унăн пулма пултарас варианчĕсем пур ĕнтĕ. Анчах та вăл пĕртен-пĕр тĕрлĕ çеç пулать. Темиçе тĕрлĕ мар. | |
Ашкатар ачи // 3089.26.7785
2018.12.06 18:03 | |
Иккĕпе иккĕ- тăваттă тени вăл арифметикăра, точный наукăра. Çакăн пирки никам та тавлашмасть. Кашни истори пулăмĕ вара кашни ăсчахра хăйне кура, ыттисемпе пĕр пек мар шухăш çуратма пултарать. Тавлашура чăнлăх çуралать. Манăн шутпа П.Русаковăн статьинчи чăн шухăшĕ- чăваш халăхĕн авалхи
виçĕ-тăватă пин çулхи тымарĕсем авалхи Египетпа, Шумерпа, Иранпа çыхăннă тени. Унтан чăваш мăн аслашшĕсем каярахпа-кивĕ эрăн пĕрремĕш пинçуллăхĕнче Центральный Азие, Алтай патне куçса килнĕ, тени. Çакăн пирки нумай чăн историк-ăсчах çырнине хăвăрах пĕлетĕр. |
ак сана тунтикун (понедельник) мухмăра сипле ырнă кун хыççăн