Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аскольд Де Герсо: Хӑҫанччен?

Аскольд Де Герсо06.06.2018 08:501417 Пурĕ пăхнă

Кемерово хулинче пулса иртнӗ< пушар пирки ҫырнӑччӗ ӗнтӗ, комментарисем ҫыракан пулмарӗ, те ҫакӑ халӑха килсе тивекен пулӑм мар. Халӑха урӑх ыйтусем хумхантараҫҫӗ пулас. Анчах та начар япала пӗччен ҫӳремест тенине пурте илтнӗ. Кемеровори пушар ҫинчен сӑмахсем ҫӗтсе ӗлкӗрмерӗҫ, Хусан хулинче суту-илӳ центрӗнче пушар. Ҫанталӑкне айӑпламалли-ши? Е Ҫӳлти Турӑ айӑплӑ-ши пирӗн пуҫлӑхсемшӗн? Пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ еплерех ремонт ӗҫӗсене ирттернине, хам ҫак ӗҫре тӑрӑшнӑран питӗ аван пӗлетӗп меслечӗсене. Кирлӗ таранччен укҫа тенкӗ тыттартӑн, хуть мӗн, хуть мӗнле условипе уҫма ирӗк пур. Халӑхне вара ҫите юлать, ара, 3D кино кӑтартаҫҫӗ-ҫке. Сывлӑх хаклӑрах-и е кино курасси? Сывлӑх пулсан, кӑштахран 7Dкино та курма пулать, халӗ вара 3D пурнӑҫӑнта юлашки кино пуласси куҫ кӗрет курӑнсах тӑрать. Хӑварта ирӗк, маншӑн вара пурнӑҫ хаклӑрах.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2018.06.09 16:40
Чăваш чĕлхине пĕтереççĕ те кăшкăрашнă хушăра халăхĕ пушарсенче пĕтме пултарасси никама та кăсăклантармасть-ши е? Е тата чĕлхе пулсан халăхне тупăпăр теççĕ-ши, тен?
Пушар хăрушсăрлăхĕ пĕрремĕш вырăнта тăмалла ман шутпа, анчах та сайт çинче çак ыйту таçта айккинче тăрать... Ара, пире тĕкĕнмест вет тесе шутлаççĕ пулĕ.

2018.06.19 22:48
Сайт çинче вулакансене кулленхи пурнăç пĕртте шухăшлаттармасть пулас, пурте чăваш чĕлхи пĕтет тесе лăркаса лараçĕ. Пĕтет, енчен те эсир вырăса çаврăнса пырсан, кăшт пуçа уйлаттармасан. Пĕтересси вăрах ĕç мар, ăна вăхăт та кирлĕ мар, ирĕк çеç пар. Пурте вара кулленхи пурнăç тăрăх пырать, пурнăçра пурте пĕр пĕринпе тачă çыхăнса тăрать, анчах та кун пирки пĕр никама та шутлаттармасть пулас.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj