Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
 

Reklamo

Микула: Хора халӑх тесе каланин чӑн пӗлтерӗшӗ.

Микула30.05.2018 05:391556 Пурĕ пăхнă

Пире ӑсчахсем "хора халӑх" тенине "черный люд" тесе ӑнлантарса панӑ. Ҫиелтен пӑхсан ,словарь тӑрӑх кӑна куҫарсан, ҫавӑн пекех пулать темелле. Тӗплӗнрех пӑхма пуҫласан тӗрӗс теме ҫук кун пек куҫарса панине. Мӗншӗнне калам.

 

Пирӗн чӑваш чӗлхинче "хора" тата "хура" тени чӑннипех "черный" тесе куҫать пулсан та пӗрешкелтерех сӑмахсене тишкерер. Калӑпӑр чӑвашсен "хорӑнташ" сӑмах пур,вырӑсла "родственный" тесе куҫать. Кӗскен каласан, сӑмахӑн пӗр пайне "таш" тенине "чул" тесе ӑнлантарса параҫҫӗ. Пӗрремӗш пайне, "хор", тенине тӗплӗнрех пӑхса тухар.

 

Пирӗн "древнечувашский язык"уйрӑмлӑхсене пӗлме тата танлаштарма майсем сахалтарах пулнипе ытти халӑх чӗлхисенче чӑваш сӑмахӗсен пӗлтерӗшне шырама тивет. Уйрӑм резервацинче пурӑнман пирӗн асаттесем. Ют чӗлхесенчен те чӑваш чӗлхине сӑмахсем кӗнӗ,чӑвашла сӑмахсем те ытти чӗлхесене чылай кӗрсе,ҫирӗпленсе юлнӑ.

Ӗлӗкхи славян чӗлхисенче "хор" сӑмах "хӗвел" пӗлтерӗшлӗ кӑна мар, "ҫавра" тенипе те пӗрешкел пулнӑ. Паянхи сӑмах "хоровод" та пур. Грексен чӗлхинче те "koros" ҫавра" тата " пуху-собрание" тени пулать.

Вырӑс чӗлхинче "хороший" сӑмах пур,пирӗн "хорӑнташ" пекех ,тупсӑме,малтанхи пӗлтерӗшӗ пӗрех пулнӑ вӗсен . Пӗр ушкӑнри, пӗрле пухӑннӑ, пӗр "ҫаврари" ҫынсем тесе ӑнланмалла пулнӑ ӗлӗк вӑл сӑмахсене.

Ӗлӗкхи ҫынсем ҫуртсене "ҫавра",ушкӑнпа лартма тӑрӑшнӑ. Малтанх хуласемпе кармансенче те ҫавӑн пек пулнӑ. Монгол чӗлхинче те тӗрӗк чӗлхисенче те "хор" тени "хӳтлӗх" тени пулать. Ахалтен мар "хоруг" -ялав,"хорунжий"-ялав ҫӗклекен пӗлтерӗшлӗ.

Чӑваш чӗлхинче "хоран" сӑмах каллех "ҫавра" сӑмахпа кӑна мар "пӗрле" сӑмахпа та ҫыхӑннӑ. "Пӗр хоранран апат ҫисе порӑннӑ,ҫавӑнпа та эпир хорӑнташсем" тесе каланине илткеленӗ ваттисенчен.

 

Хора халӑх тени "хорӑнташсем","хамӑрялсем" тени пулать,"черный люд,чернь " тени мар. "Таш" тени "чул" пӗлтерӗшлӗ кӑна мар ,ытларах "ял"-селение пӗлтерӗшлӗ. Хора тени пӗр ялти,пӗр хулари ҫынсем тени пулать.

Хороший,хорӑнташ тата хора тенине "пӗр ушкӑнри,пӗр ҫаврари,пӗрле пухӑннӑ" ҫынсем тесе ӑнланмалла. Дословно куҫарсан, хора халӑх тени- "пухуна (акатуя) пуҫтарӑннӑ халӑх пулать. Эй, хора халӑх- эй, пӗрле пухӑннӑ халӑх.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj