Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Аскольд Де Герсо: сӑвӑ йӗркисемпе

Аскольд Де Герсо01.04.2018 21:231418 Пурĕ пăхнă

Ушкӑнра сана эп шыранмастӑп

Хирӗҫ утакансем самантлӑха.

Шанатӑп, шанӑҫа пӗр ҫухатмастӑп,

Ылтӑнтан хаклӑрах пурлӑха.

 

Мӑнкӑмӑллӑх сана чарса тӑрать-и

Е сивӗ ҫил кулса иртет умран.

Пӗрер-пӗрер сӑлтав чӑрмантарать-и

Иртейместӗп пӳрнӗ туйӑмран.

 

Тавҫӑрмастӑп – кам сана пӳрнӗ-ши,

Пӗтӗмпех арпашнӑ тӗнчере;

Иртнине тӗл тума халь пулать-ши

Паянхи упранать чӗрере.

 

Мӗскерпе тӗлӗнтерӗн? Шӑпа каласам,

Юрату парнеле – чӑннине,

Мӗскер пӗлтерейӗн? Ҫукпа ултала

Вӗҫеҫ сӑмахсем виҫмине.

 

Пӗр манна пӳрни, эс кам пулатӑн

Ӑҫта шыранмалла-ши ман сана?

Ак каллех ушкӑнра эп утатӑп

Эс иртетӗн ҫуммӑн васкаса…

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2018.10.01 05:25
Каччăсемпе пикесем хушшинчи хутшăну паянхи кун самаях ансат: килĕшетĕн - кайрĕç хăна çуртне е тата ăçта, телейне паян никам та ытлашшине тĕпчемест, укçине çеç тÿле, çиеле юлсан та, хасăр пулăшу кÿме хатĕр: медцентрсем харпăр, тата ача-пăча туянакансем те тупăнсах тăраççĕ.
Çавах та çакнашкал ыйту чяăвашсене тарăхтармасть пулас, е эсир пирĕн хушăра çавăн йышшисем çук теесшĕн-и? Чун-чĕре тасалăхĕ пĕрне те тăнăçсăрлантармасть-шим?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj