Хамӑн сӑнӳкерчӗксен пуххи валли тахҫанах ҫилармань хушасшӑнччӗ. Чӑвашра ҫиларманӗсем нумай ларни ҫинчен чылай вуласаччӗ. Кӗнекесемпе ӳкерчӗксенче кӑна курнӑ май хам куҫпа та питӗ курас килетчӗ. Ҫынсенчен миҫе ыйтсаччӗ пулӗ — пурте «пирӗн тӑрӑхра малтан пурччӗ, халӗ салатнӑ» тесе калатчӗҫ. Ҫапла Элӗк районӗнчи Тени ялӗ патӗнче сыхланса юлни ҫинчен илтсен унта кайса килес тесеччӗ, анчах та май пулмарӗ. Пӗрре ӳкерме тухнӑ-тухнах тесе вара хамӑн тӑван Шупашкар районӗ тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӑм — ялсене ӳкерме ӗнтӗ. Ҫапла шухӑш тытни лайӑх пулчӗ иккен — хамӑн тӑван тӑрӑхран аякра та мар, Шоркка ялӗ патӗнче, пӗрре кӑна мар, икӗ арман сыхланса юлнӑ иккен! Курӑнма та аякран икӗ турул пек, темле асамлӑ хӳтлӗх пек мана курӑнчӗҫ малтан.
Ҫак икӗ армана ӳкернӗ май (ӳкерме вара эпӗ тӗплӗн ӳкерме тӑрӑшрӑм) манӑн акӑ мӗнле шухӑш ҫуралчӗ: тен, ҫак икӗ армана юсаса вӗсенчен пысӑк музей тумалла? Музей тусан вара ку ман шутпа питӗ пысӑк ӗҫ пулӗ. пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Голланди ҫӗрӗнче армансем питӗ нумай пулнине. Пирӗн те ҫак армансене аркатас марччӗ, хамӑр ачасем, мӑнуксем валли упраса хӑварасчӗ. Курччӑр, пирӗн асаттесем епле ӑста пулнине. Ҫак армансем миҫе ҫул ларнине эпӗ пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах та пӑхса илер-ха, мӗнле ҫирӗп вӗсене ӑсталанӑ. Хальхи пек «хӑвӑрт тӑвас та тарасла» мар, ӗмӗрлӗхе лармалла тунӑ. Шалти пӳлӗмӗсене эрешлеме те вӑхӑт тупнӑ. Вӑл вӑхӑтра подшипник япали пулман пулсан та пирӗн асаттесем мӗнле ӑслӑ тунӑ — пӗрене ан шӑйрӑлса пӗттӗр тесе вӑл вырӑна тимӗр ҫапса лартнӑ.
Инҫех те мар ҫынсем ӗҫлетчӗҫ, вӗсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх малтан кунта ачасене илсе килетчӗҫ. Халӗ илсе килмеҫҫӗ иккен. Музей тӑвас тенӗрен, Ҫатра Хочахматри шкулта музей тӑвасси пирки ӗҫлеҫҫӗ иккен (мана ҫапла каларӗҫ). Музея ҫак армансенче (е вӗсем хушшинчи пӳртре) вырнаҫтарсан питӗ лайӑх пулӗччӗ. Ҫак армансенчен музей тӑвассин мӗнле лайӑх енӗсем пур?
* Ачасене авалхи армансене кӑтартма май пулӗ;
* Ку армансенче хальхи ачасем те питӗ нумай ӑс пухма пултараҫҫӗ — ҫирӗп мар япаласене епле ҫирӗплетмелли майсене курма пултараҫҫӗ. (пусмисенех илӗр. Хальхи пусма пулсан тахҫанах хуҫӑлса анмалла)
* Ку вырӑнта ӗлӗкхи пурнӑҫ синчен кино та ӳкерме май пулӗ.
* Армансем Шупашкартан аякка марри — унпа хула хӑнисене те паллаштарма май пулӗ.
* Ку армансене ӗҫлеттесе ярсан ҫак тӑрӑх ҫинчен чылай аякра пӗлме пуҫлӗҫ.
Тӑвас тесен вӑхӑта нумая тӑсмасӑр ӗҫе пуҫӑнмалла. Чи малтан тӑррине те пулин юсаса лартмалла. Юрпа шыв шала ан кайтӑр тесе. Ыттине вара каярах та тума пулать — ҫунаттисене лартма, шалти урай хӑмисене сарма. Ӗҫлеттерсе яма та пулать, сӑмахран, электричество кӑлармашкӑн — вара усси те пулӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
ХАМĂН сăн ÿкерчĕксен пуххине тахçанах çил арманĕ хушасшăнччĕ эпĕ. Чăвашра çил арманĕ нумай пулни çинчен чылай вуланăччĕ-ха. Кĕнекесенче кăна курнăскер хам куçпа та курас килетчĕ вĕсене. “Пирĕн тăрăхра малтан пурччĕ, халĕ салатнă”, - тенине чылай çынран, сăмахран, Элĕк районĕнчи Тени ялĕ патĕнче сыхланса юлни çинчен илтнĕччĕ. Пĕрре çапла ÿкерес тесе тăван Шупашкар районĕ тăрăх çул çÿреве тухрăм. Шоркка ялĕ патĕнче икĕ арман сыхланса юлнă иккен! Аякран темле асамлă хÿтлĕх пек курăнчĕç вĕсем. Икĕ армана ÿкернĕ чух манăн шухăш та çуралчĕ: тен, вĕсене юсаса пысăк музей тумалла? Вăл питĕ пысăк ĕç пулĕ. Голландире арман нумай пулнине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Пирĕн те çак армансене аркатас марччĕ, хамăр ачасем, мăнуксем валли упраса хăварасчĕ. Курччăр пирĕн асаттесем епле ăста пулнине. Армансем миçе çул ларнине пĕлместĕп, анчах мĕнле çирĕп ăсталанă вĕсене. Хальхи пек “хăвăрт тăвас та тарас” тесе мар, ĕмĕрлĕхе тунă. Шалти пÿлĕмсене эрешлеме те вăхăт тупнă. Вăл вăхăтра подшипник пулмасан та пирĕн асаттесем пĕрене шăйрăлса ан пĕттĕр тесе тимĕр çапса лартнă.
Инçех те мар çынсем ĕçлетчĕç. Вĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, малтан кунта ачасене арман курма илсе килнĕ. Халĕ вăл пăрахăçа тухнă иккен. Музей тенĕрен, Çатракассинчи шкулта музей тăвассипе ĕçлеççĕ-мĕн. Музее çак армансенче е вĕсен хушшинчи пÿртре вырнаçтарсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Манăн ĕмĕт пурнăçлансан ачасене, хула хăнисене авалхи армансене кăтартма май пулĕ. Ку вырăнта ĕлĕкхи пурнăç çинчен кино ÿкерме те меллĕ пулмалла. Ку армансене ĕçлеттерсе ярсан çак тăрăх çинчен чылай аякра пĕлме пуçлĕç.
Ĕçе вăхăта тăсмасăр пуçăнмалла. Чи малтан тăррине те пулин юсамалла. Юрпа шыв шала ан кайтăр.
Маттур, Админ. Сан ку сĕнÿсене ЧР туризм камиттечĕсене илсе çитерес пулать - Чăваш Ене пĕрре Атăлçи Швейцарй теме хăнăхтарнинчен миçе тенкĕ тухăç пулнă, Атăлçи Холлантй тесен тата нумайрах пулать. Тата пирĕн сутмалли ытти арттиффактсене манас çук: Атăлçи Амасонй, Атăлçи Пăлхар.
ХАМĂН сăн ÿкерчĕксен пуххине тахçанах çил арманĕ хушасшăнччĕ эпĕ. Чăвашра çил арманĕ нумай пулни çинчен чылай вуланăччĕ-ха. Кĕнекесенче кăна курнăскер хам куçпа та курас килетчĕ вĕсене. “Пирĕн тăрăхра малтан пурччĕ, халĕ салатнă”, - тенине чылай çынран, сăмахран, Элĕк районĕнчи Тени ялĕ патĕнче сыхланса юлни çинчен илтнĕччĕ. Пĕрре çапла ÿкерес тесе тăван Шупашкар районĕ тăрăх çул çÿреве тухрăм. Шоркка ялĕ патĕнче икĕ арман сыхланса юлнă иккен! Аякран темле асамлă хÿтлĕх пек курăнчĕç вĕсем. Икĕ армана ÿкернĕ чух манăн шухăш та çуралчĕ: тен, вĕсене юсаса пысăк музей тумалла? Вăл питĕ пысăк ĕç пулĕ. Голландире арман нумай пулнине чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Пирĕн те çак армансене аркатас марччĕ, хамăр ачасем, мăнуксем валли упраса хăварасчĕ. Курччăр пирĕн асаттесем епле ăста пулнине. Армансем миçе çул ларнине пĕлместĕп, анчах мĕнле çирĕп ăсталанă вĕсене. Хальхи пек “хăвăрт тăвас та тарас” тесе мар, ĕмĕрлĕхе тунă. Шалти пÿлĕмсене эрешлеме те вăхăт тупнă. Вăл вăхăтра подшипник пулмасан та пирĕн асаттесем пĕрене шăйрăлса ан пĕттĕр тесе тимĕр çапса лартнă.
Инçех те мар çынсем ĕçлетчĕç. Вĕсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, малтан кунта ачасене арман курма илсе килнĕ. Халĕ вăл пăрахăçа тухнă иккен. Музей тенĕрен, Çатракассинчи шкулта музей тăвассипе ĕçлеççĕ-мĕн. Музее çак армансенче е вĕсен хушшинчи пÿртре вырнаçтарсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Манăн ĕмĕт пурнăçлансан ачасене, хула хăнисене авалхи армансене кăтартма май пулĕ. Ку вырăнта ĕлĕкхи пурнăç çинчен кино ÿкерме те меллĕ пулмалла. Ку армансене ĕçлеттерсе ярсан çак тăрăх çинчен чылай аякра пĕлме пуçлĕç.
Ĕçе вăхăта тăсмасăр пуçăнмалла. Чи малтан тăррине те пулин юсамалла. Юрпа шыв шала ан кайтăр.
■ Николай ПЛОТНИКОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ