Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Самуккасси — Чаканар — Ишлей» фотосесси.

Аçтахар Плотников03.10.2007 13:275466 Пурĕ пăхнă
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эпӗ ҫӗнӗ фотосессине кайса килтӗм. Чи малтан эпӗ Элӗк районне кайса килесшӗнччӗ, анчах та май пулмарӗ. Билетне малтан илсе хурсаччӗ те автобус вокзалтан тапранса кайнӑ вӑхӑтчен ҫитеймерӗм. Лапсар патӗнче кӗтсе тӑтӑм пулсан та автобусӗ мана лартмарӗ. Пӗрре хатӗрленнӗ май ӑҫта та пулин кайса килесех терӗм. Ҫак маршрутпа кайса килме малтанах палартнӑччӗ-ха ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Элӗк районне кайса килесси пулайманран ҫак маршрут тӑрӑх та пулин кайса килес терӗм.
Чи малтан, ирхине, мана питӗ чаплӑ тӗтре кӗтсе илчӗ. Ҫырма-ҫатра тӑрӑх питӗ хитре сарӑлса выртатчӗ... В ал тӗтрене эсир каярахпа сӑнӳкерчӗксем ҫинче курма пултаратӑр.
Чи малтан, Пикшик ялне ҫитрӗм. Кайран вара Самуккасси ялне ҫул тытрӑм. Самуккасси ялӗ вара мана вырӑсла кӗтсе илчӗ. Миҫе ҫынпа калаҫмарӑм пулӗ — нихӑшӗ те чӑвашла калаҫас темерӗҫ. Ял пуҫӗнче те вырӑсла ятне ҫӳлте ҫырса хунӑччӗ. Ун пек ял тепре те тупӑнчӗ ӗнтӗ — Ҫатра-Хочахмат. Унта та чӑваш сӗмӗ курӑнмарӗ, ял ятне те малтан вырӑсла, кайран чӑвашла ҫырнӑччӗ.
Самуккасси хыҫҫӑн Шоркка ялне ҫитрӗм. Питӗ илемлӗ ял! Мана килӗшрӗ. Шорккаран Ҫатра-Хочахмата кайнӑ май аякра хӳтлӗх турулӗсем евӗр ларакан икӗ ҫил арманне асӑрхарӑм. Ҫул ҫинчен пӑрӑнсах унталла ҫул тытрӑм. Ара Элӗк районне те Тени ялӗ патӗнчи ҫил арманӗ пиркиех каяс тесеччӗ те... кунта вара ҫывӑхрах пур иккен! Пӗрре кӑна мар, иккӗ! Пӗрре ҫитнӗ май пӗтӗмпех тӗппипе ӳкерес терӗм. Ҫил арманӗсен ҫунаттисем ҫук ӗнтӗ, тӗррисем те ишӗле пуҫланӑ. Анчах та шалта, питӗ тӗплӗ тунӑран, нумай пайӗ лайӑх упранса юлнӑ. Музей тума питӗ лайӑх вырӑн ман шутпа. Ҫатра-Хачахматӗнчи шкулта та музей тӑвас шухӑшсем пурри пирки пӗлтерчӗҫ.
Малалла ман ҫул Сарапакасси, Мӑкшӑ, Мӑнал, Мишер, Кшавӑш, Ярускасси, Сапаккасси ялӗсем урлӑ иртрӗ. Сапаккасси ялӗнчен тӳрех Чӑканара ҫитесшӗнччӗ, анчах та тӳррен ҫул ҫуккине пула Кшавӑш урлӑ тухма тиврӗ. Чӑканар патӗнче пулӑҫсен клубӗ пуррине пӗлтӗм. Ай-уй! кунта пулӑҫсем йеркипе ларса тухнӑ! Кӑткӑсем пек!
Пуҫӗ ман кӑшт ӑсларах пулсан ман каялла ҫул тытмалаччӗ те... анчах та ӑсӗ ҫук куранать. Эпӗ тата тепӗр ялсене ҫитсе курас терӗм. Чалӑмкасси, Тимой, Мамӑш-Тимой урлӑ ҫул тытрӑм. Чаканара ҫитичченех ывӑнса ҫитнӗччӗ те ӗнте, кунта вара тата малалла ывӑтса педальсене ҫавӑрма тӳр килчӗ. Мамӑш Тимойран тӳрех Хура Ҫырмана тухасшӑнччӗ, анчах та ҫынсем каланине лайӑхах ӑнланмарӑм пулас... Мӑн Мамӑша ҫитме тиврӗ-тиврех. Малалла вара ман ҫул Хачӑк, Мускаринкасси урлӑ иртрӗ. Мускаринкассинче питӗ илемлӗ хапха куртӑм. Хамӑн килти хапхана та ҫапла ерешлетес шухӑш ҫуралчӗ. Ку ялта пӗр ватӑ ҫынна тав сӑмахӗ калас килет. Шеллерӗ мана, тӑвайккине хӑйӗн кивӗ машинипе илсе хӑпартрӗ (ялӗ айлӑмра, анма ҫӑмӑл та хӑпарма каялла йывӑр пулӗччӗ). Аслӑ ҫул ҫине тухнӑ хыҫҫӑн вара эпӗ Лапсаралла вӗҫтертӗм. Ҫула май Ишлей, Пархикасси ялӗсене ӳкертӗм.
Урӑх велосипедпа ӳкермелли ҫулҫуреве тухмастӑп. Ҫуран утнӑ чухнех лайӑх — вӗҫне ҫитнӗ те каялла ларса кайнӑ. Кунта вӗҫне ҫитнӗ хыҫҫӑн кайран каялла ҫавӑн чухлӗ каймалла. :(
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj