Ҫакӑн йышши текст ҫырас кӑмӑл ҫуралчӗ. Ку черновик кӑна...
Нумай чӑваш вырӑнтан вырӑна куҫать. Е укҫа ӗҫлесе илме каять, е качча тухать-и — кашнин тӗрлӗрен шӑпа. Урӑх вырӑна лексен вара унта пачах урӑхла культура юхӑмӗ пулнӑран чӑваш пулни мана пуҫлать. Чӑваш пулнине манас мар тесен:
* Тӑвансемпе татӑшах ҫыхӑну тытмалла. Телефонпа шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫмалла.
* Килте чӑваш юррисен пуххине тытса тӑмалла. Хальхи пысӑк технологи вӑхӑтӗнче чӑвашла юрӑсене дисксем ҫинче те сутаҫҫӗ, интертетелте те тупма пулать. Дисксене Шупашкарта кашни ҫӗрте сутаҫҫӗ. Е хӑвӑр Шупашкарта пулнӑ чухне илме ан манса кайӑр, е пӗлӗшсене ярса пама ыйтӑр.
* Чӑвашла хаҫатсене ҫырӑнса илӗр. Енчен те сирӗн яланлӑхи пурӑнмалли вырӑн пур пулсан — чӑвашла тухакан хаҫат-журналсене ҫырса илме ан манӑр. Ҫыруӑнтару хакӗ ытла хаклӑ мар, паянхи тупӑшсемпе 2-3 хаҫат ҫырӑнса илме пулатех. Хаҫат журналсенче вуламалли сахал пулсан та пӗр-пӗр интереслӗ матераила тупаттӑрах.
* Хӑвӑр хулари, е тӑрӑхри чӑвашсен ентешлӗхне шыраса тупӑр. Май пулнӑ таран вӗсен ӗҫне хутшӑнӑр. Май пулмасан ентешлӗх ирттерекен мероприятисене хутшӑнӑр.
* Килти кӗнеке ҫӳлӗкӗсене чӑвашла кӗнекесемпе тултарӑр. Кӗнекесене каллех Шупашкарти нумай кӗнеке лавккисенче сутаҫҫӗ. Кӗнекисене халӗ вулас килмест пулин те каярах тен вулас кӑмӑл ҫуралӗ. Чӑвашла кӗнекесемсӗр пуҫсӑр вырӑслисене те пухма пултаратӑр — халӗ вырӑсла чӑваш историйӗ, тӗрри, тата ҫавӑн пекех чӑвашсен паллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа паракан нумай кӗнеке тухать. Енчен те эсир вӗсене вуламастӑр пулсан та ку кӗнекесене хитре хуплашкасемпе кӑлараҫҫӗ — вӗсем сирӗн кӗнеке ҫӳлӗкне хитрелетӗ.
* Интернетпа ӗҫлеме пӗлетӗр пулсан чӑвашла сайтсем ҫине кӗрсе тухма ан манӑр. Май таран унти ӗҫе хутшӑнӑр.
* Хӑвӑр ачӑрсене чӑвашла вӗрентме ан манӑр. Сирӗн хыҫҫӑн чӑвашсем юлччӑр. Вӗсене чӑвашла вӗрентнӗ вӑхӑтра эсир хӑвӑрти чӑваш туйӑмне ҫӗклетӗр.
* Ачӑрсене чӑвашла ятсем парсан питӗ лайӑх пулӗччӗ.
* Хӑвӑр чӑваш пулнине ан манӑр. Енчен те сире кам та пулин урӑх халӑх тесе шутлать пулин — ӑна тӳрлетӗр, хӑвӑр чӑваш пулнине пӗлтерӗр. Чӑваш пулма ан вӑтанӑр.
Епле тума кирлӗ мар:
* Ытти ҫынсене вӑйпа чӑвашла вӗрентме кирлӗ мар.
* Ытти халӑхсем ҫине ҫӳлтен пӑхма кирлӗ мар. Юлташсемпе юлташла пулӑр.