Уф... тесех каламалла ӗнтӗ. 21 сехетре киле таврӑнтӑм та В. Кожевников ярса панӑ «Хыҫалти парта» кӑларӑма сайта кӗрте пуҫларӑм. Халӗ тин, ҫурҫӗр тӗлне, кӗртсе пӗтертӗм. Ах, тамаша! Ку лӑпӑр-тапӑр чӑваш шрифчӗсенчен епле хӑтӑлмалла? Ара, ҫын еретлӗ курӑнчӑр тесе, ятарласа кодне улӑштарма тивет-ҫке. Кодне ҫын еретлӗ тӑвас тесе ятарлӑ скрипт та ҫыртӑм ӗнтӗ: http://mehel.chuvash.org/cgi-bin/lang4.cgi /ку скрипта малтанах ҫырсаччӗ — «Хыпар» хаҫачӗ валли. Унта юрать пӗр тӗрлӗ шрифтсене усӑ кураҫҫӗ... Ытла кӑткӑс ӗҫ мар... Кунта вара... текстне палӑртса копилесе кӗртсе лартатӑн та — пӗр кочӗ те каймасть... Ҫапла вара виҫӗ тӗс палӑрчӗ. Курӑнмалла тумашкӑн вара — виҫӗ тӗсрен пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрӗслесе пӑхма тивет... Тата хӑй текстне пӗр шрифтпа ҫырнӑ, автор ятне — урӑххипе. Ҫапла вара, текстне пӗр тӗспе якататӑн, автор ҫинчен ҫырнине — тепӗр тӗрлӗ кодпа.../
Шел те, ӳкерчӗкӗсене кӗртсе лартаймарӑм. Копиленмеҫҫӗ :(
Кӗртнӗ чухне вуласах пытӑм та «Кил» сӑвӑ килӗшрӗ. Ҫӗнӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ пекех туйӑнчӗ: http://mehel.chuvash.org/71.html
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.