Filossoffĕ jencen ku pitĕ ăslă kino. Borat urlă Mărikkansem hăjsen căn săpatne kursa kulma pultarcĕş. Mărikkansem te Kasahsem pek hăjsen şĕrshyvne ci ăsli, ci capli tese shutlaş, nişta tuhsa şüremeşşĕ, yttisem şincen şijelten păhaşşĕ. Amerikkări ikĕpitlĕhe, sujana ta ‘Borat’ra pitĕ lajăh kătartnă.
Boratcen tĕlekurămpa ALI G IN DA HOUSE
“show” kătartatcĕş. Şavă cănnipeh kürenmelle japala pek jurănatcĕ. Kasahsem te KINOna mar Tĕle-shova kürencĕş. Filmne vara maltan carsa hucĕş, untan carnipe cănah uhmahla ĕş tunine ănlansa păhma irĕk pacĕş.
Ali G shovne ep maltan ytlah kilĕshtermesttĕm. Filĕmĕ tuhnă hyşşăn “Sasha Cohen” shuhăshne ănlansa ilme maj pulcĕ. Unăn shuhăshĕ pitĕ văhătlă, samanashăn kirlĕ. Shuhăsha ănlanmashkăn ‘Borat’a akălcanla păhmalla, văl anăşri kuşpa păhsan kăna avan kurănat’.
Tata… Amerikkansem te ― numajăshĕ Boratăn tarăn shuhăshne ănlansa ilejmeşşĕ. Şavăn pek şynsene pitlenĕ te ‘Borat’ra.
Шел те хама мерикан çынни пек пăхаймарăм. Чăнах та... çитĕнсе çитмен пулас.
Тата пĕррехинче эпĕ Гезельпе Шупашкара килтĕм. Унта пĕрлех ӳсĕрскерсем пыратчĕç. Ял çыннисем ĕнтĕ. Вĕсене мĕн? Савăнмалли те юрламалли кирлĕ — ытти çынсем вара вĕсене ăнланмаççĕ, вăрçаççĕ — пире канлĕн Шупашкара çитме май памастăр тесе. Уйрăмах вырăсĕсем /Лысковăна, Воротынеца каякансем/. Ку фильмра та çавнах асăрхама пулатчĕ — Борат вĕсемпе уçă чунĕпе ал тытасшăн — лешĕсем вара, хăйсене кĕлетке ăшĕнче питĕрсе лартнă пек, унран пăрăнаççĕ, туйăмĕсене ирĕке кăларасшăн мар.
Хальхи çынсем шел те, савăнма пĕлмеççĕ. Те ытлашши пуян пулнăран, те пурнăçĕ ытлашши кăсăк пулнăран.