Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
 

Reklamo

Э.В.Портнова: Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси кашни ҫын тивӗҫӗ

Э.В.Портнова26.01.2018 14:034252 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче А. Г. Николаев ячӗллӗ Калайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ иртрӗ. Вӑййӑ пурӗ пилӗк шкул хутшӑнчӗ. Хӑнана Шатракасси, Шомик, Сыпай, Шурча пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсем килсе ҫитрӗҫ. Кашни командӑра вунӑ ача пулчӗ. 09 сехет те 45 минутра вӑййа килнӗ кашин отделени, Калайкасси шкул ачисем, курма килнӗ хӑнасем хӑйӗн вырӑнне спортзалта йышӑнчӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи вӑййа Татьяна Аркадьевна Ершова шкул пуҫлӑхӗ уҫрӗ. Унтан Афган вӑрҫинче пулнӑ паттӑр салтаксем сӑмах илчӗҫ. Афган вӑрҫинче пулнӑ салтаксен пӗрлешӗвӗ ячӗпе Петров Константин Иванович тухса калаҫрӗ. Ершова Татьяна Аркадьевнӑна, Портнова Эльвира Владимировнӑна, Цветков Юрий Поликарповича тата Гордеев Вячеслав Кузьмича тав хучӗсем парса хавхалантарчӗ. Калайкасси шкулне вӗренсе тухнӑ, Афган вӑрҫинче хутшӑннӑ Игров Вячеслав Павлович Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмаллине каларӗ. СОБР спецназ командирӗ, Григорьев Юрий Иванович полковник «Зарница» вӑййа хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ, ҫар вӑййисен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ. Михайлов Николай Васильевич полковник Афган вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене хисеплесе ирттернӗ уяв ачасемшӗн усӑллӑ пуласса шанчӗ. Муркаш районӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт пайӗн методисчӗ Архипова Анюта Александровна Муркаш районӗнче ҫарпа патриотизм воспитанийӗ аталаннине, «Юнарми» юхӑм вӑйланса пынине каласа пачӗ. Унтан «Зарница» вӑййин тӗп судьи Михаил Семенович Скворцов вӑйӑ мӗнле иртессине, кашни этапра ачасене мӗн кӗтессине ӑнлантарса пачӗ.

Хӗллехи «Зарница» вӑййа уҫнӑ хыҫҫӑн Калайкасси шкул ачисем тата Афган вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксем акт залне пуҫтарӑнчӗҫ, иртнӗ кунсене асӑнса документла фильмсем пӑхрӗҫ, вӑрҫӑ кунӗсене сӳтсе яврӗҫ. Унтан 5–11 класснче Хастарлӑх урокӗсем иртрӗҫ. Ачасем вӑрҫӑ ветеранӗсене ыйтусем пама, вӗсен шӑпи пирки ыйтса пӗлме пултарчӗҫ.

«Зарница» вӑййин пӗрремӗш этапӗнче ачасем ҫар вӑййине мӗнле хатӗрленнине пӑхрӗҫ, вӗсен тумне, утма пӗлнине хакларӗҫ. Тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑртнӑ хыҫҫӑн пурте акт залне пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта «Ҫар ӗҫне пӗлекенсем» ӑмӑрту иртрӗ. Ачасен орденсемпе медальсен, ҫар званийӗсен, паттӑрсемпе ҫар ертӳҫисен, ҫапӑҫусемпе хӗҫ-пӑшал ячӗсене пӗлмелле пулчӗ. Кӗске вӑхӑтра вӗренекенсем хӗрӗх ыйту ҫине хуравларӗҫ. Ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ юрӑ-ташӑпа вӗҫленчӗ.

Пур этапсене шута илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш вырӑна Сыпай шкул ачисем ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн Шатракасси ачисем пулчӗҫ. Калайкассисем вара виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Сыпай шкул ачисене медальсемпе тата куҫса ҫӳрекен кубокпа наградӑларӗҫ. Хӗллехи «Зарница» вӑйӑра хутшӑннӑ пур отделенине те тӗрлӗ этапсенче ҫӗнсе илнӗ грамотӑсем тата тортсем парса хавхалантарчӗҫ.

Вӑййа хутшӑннисем пурте шкул столовӑйӑнче салтак пӑтти ҫирӗҫ, Афган музейӗпе паллашрӗҫ.

Пӗтӗмӗшле хӗллехи «Зарница» вӑйӑ тухӑҫлӑ иртрӗ. Ачасем те, вӗрентекенсем те, курма килнӗ хӑнасем те, мепроприятипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ. А.Г.Николаев ячӗллӗ Калайкасси вӑтам шкулӗнче ҫар ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ хӗллехи «Зарница» вӑйӑ ҫултан ҫул аталанасса, хутшӑнакансен йышӗ ӳсессе шанас килет. Ку ӗҫре пире тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗлеме яланах хатӗр маттур салтаксем пулӑшса пырасса ӗненетпӗр.

 

Калайкасси шкулӗ,

Э.В.Портнова

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Ялтан // 9259.3.8429
2018-01-29 05:54
Тăван халăха тата камăн хÿтĕлемелле,патшалăх чиновникĕсем ăна хÿтĕлеме маннă пулсан ?

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)


Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

 
Pri la retejo | Statistiko
(c) 2005-2010 Chuvash.Org. Demandoj pri retejfunkciado: p-code(a)mail.ru