Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Ireklekh: «Ирӗклӗх» Чӑваш Патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата ЧР вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шух

Ireklekh22.07.2017 20:441558 Пурĕ пăхнă

 

Чӑваш Республикин патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫ тӑвакан орган ертӳҫине

Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫине

 

2017. 07. 22 / 78-лӗ № ҫыру

 

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ чӑваш патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫ тӑвакан тата Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ертӳҫисем шайӗнче чӗлхе саккунлӑхне аталантарас шухӑшпа ҫыхӑннӑ ыйтӑм ирттерет.

 

 

Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхӗ тӗнче шайӗнчи право, Раҫҫейпе Чӑваш Республикин Конституцийӗсем тата федераци саккунӗсемпе республика саккунӗсем ҫинче никӗсленет.

 

 

Хальхи вӑхӑтра вӑйра тӑракан саккунлӑхпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче тулли праваллӑ тата пӗр шайра тӑракан икӗ патшалӑх чӗлхи – чӑваш тата вырӑс чӗлхисем.

Чӑваш Республикинче пурӑнакан мӗн пур халӑха - чӑваш нацине - пӗтӗҫтерсе тӑракан чӑваш чӗлхине саккунлӑх енчен упраса хӑварас, малалла аталантарас, пур майпа та хӳтӗлес ӗҫшӗн Чӑваш ен элтешӗсем - патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫтешӗсем - яваплӑ, ку вӑл Тӑван Республикӑмӑрӑн пархатарлӑ тивӗҫӗ.

 

 

Чӗлхе саккунлӑхӗн вӑйсӑрлӑхне,ун ҫитменлӗхӗсене пула та Чӑваш енри чӗлхе лару-тӑрӑвӗ, пайӑррӑн каласан, чӑваш чӗлхин тӑрӑмӗ ҫак чӗлхепе усӑ курас хаваллӑ элтешӗмӗрсен чӗлхе ирӗкӗсене хӗсӗрленин сӑлтавӗ пулса тухма пултарать.

 

Паянхи куна Чӑваш Республикинче чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмен. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккун пур, анчах та ӑна патшалӑх ниепле майпа та хӳтӗлемен, саккун йӗркине кирек мӗнле пӑссан та – айӑплине явап тыттарма ҫук. Тӳррӗн каласан: Саккунӗ е право норми - пур, ун санкцийӗ е айӑплине тивӗҫлӗ явап тыттарас йӗрке – ҫук.

 

 

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунпа килӗшӳллӗн патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхипе пӗртанах усӑ курмалла. Ҫав вӑхӑтрах патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӗсмет ӗҫтешӗсен патшалӑхри икӗ пӗр тан, пӗр шайра тӑракан патшалӑх чӗлхине те – чӑваш тата вырӑс чӗлхисене тивӗҫлӗ шайра пӗлме кирлине Чӑваш Республикин Конституцийӗнче те, республикӑри ытти пӗр саккунра та ҫирӗплетмен. Ку тӑрӑм патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орган ӗҫтешӗсене хут ӗҫӗнче те, уйрӑм элтеш ҫырӑвӗсене хурав панӑ, халӑхпа урӑх мелпе ҫыхӑннӑ, вӑл е ку организаци ӗҫӗ-хӗлӗ пирки хыпарланӑ чух та чӑрмав кӳрет, элтешсен чӗлхе ирӗкӗсене хӗсӗрлет.

 

Пӗрремӗш ыйту: Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхне пӑснишӗн яваплӑх кӗртмелле-ши?

 

Иккӗмӗш ыйту: Чӑваш Республикин патшалӑхпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенчи пур ӗҫтешсен те Чӑваш Республикинчи патшалӑх чӗлхисене, чӑваш тата вырӑс чӗлхине, тивӗҫлӗ шайра пӗлмелле текен нормӑна Чӑваш Конституцийӗнче е республика саккунӗнче ҫирӗплетсе хӑвармалла мар-ши?

 

Палӑртнӑ икӗ ыйтӑва курӑмлӑн та татӑклӑн хуравласа вӑйра тӑракан саккунлӑхпа килӗшӳллӗн кирлӗ вӑхӑтра, ҫыруллӑ майпа irekleh@gmail.com электронлӑ адреспа ҫитерсе пама Сире ыйтатпӑр.

 

 

Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов irekleh@gmail.com

+79196538364

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj