Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
 

Reklamo

Ireklekh: Чӑвашсен вырӑсла Конституцийӗ

Ireklekh22.05.2017 05:591449 Пурĕ пăхнă

Тӗнчери нумай ҫӗршывра темиҫе патшалӑх чӗлхи. Демократи принципӗсене тӗпе хуракан, вырӑнти халӑхсен прависене туллин хӳтӗлекен патшалӑхсенче ӗҫ хучӗсене те, саккунсене те патшалӑх чӗлхисемпе йышӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑмӑрӑн Конституцийӗпе килӗшӳллӗн пирӗн икӗ пӗр тан патшалӑх чӗлхи – чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Шел пулин те, 2000-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пирӗн чи тӗп саккуна йышӑнакансем Чӑваш Конституцине вырӑсла кӑна йышӑнса, унӑн вырӑсла вариантне кӑна юридици вӑйне парса сахалран та Чӑваш Республикин Конституцийӗн чӗлхесем пирки калакан 8-мӗш статйине тата «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна пӑснӑ.

 

Конституцин чӑвашла куҫарӑвӗн вара юридици вӑйӗ ҫук.

 

Хальхи вӑхӑтра пӗр чӗлхепе кӑна йышӑннӑ тӗп саккун Чӑваш Республикинчи титуллӑ чӑваш халӑхне ниепле те тивӗҫтереймест, унӑн интересӗсемпе прависене хӳтӗлеймест. Пайӑррӑн каласан, пирӗн тӑван чӗлхепе мар, вырӑсла кӑна официаллӑ ҫирӗплетнӗ саккун пирӗн правасене хӗсӗрлет.

 

Чӑваш Республикин хальхи Конституцин вӑйне чарса лартма, Раҫҫей Федерацин тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн, чӑваш халӑхӗн прависене шута илсе, вӗсене хӳтӗлесе, туллин тивӗҫтерсе ҫӗнӗ Конституци йышӑнма, чӑваш чӗлхипе те йышӑннӑ тӗп саккуна юридици майӗпе тулли вӑй пама вӑхӑт ҫитнӗ (иртсе кайнӑ) мар-ши-ке?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj