Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Ireklekh: Чӑваш халӑхӗ пулса кайни

Ireklekh22.05.2017 05:161231 Пурĕ пăхнă

Чӑваш халӑхӗ пулса кайнин теорине Н.И. Ашмарин, Г.И. Комиссаров, М.П. Петров-Тинехпи, В.Ф. Каховский, П.В. Денисов, М.Р.Федотов, Н.И. Егоров тата ыттисем те тӗплӗн тӗпчесе ҫирӗплетсе панӑ. Чӑвашсен чи авалхи аслашшӗсем Тӗп Азире, хунсем хушшинче пурӑнни паллӑ. Хунсен шутне тӗрӗк, монгол, маньчжур йӑхӗсем кӗнӗ. Пирӗн эрӑн 1-мӗш ҫурҫулӗнче вӗсем хӗвеланӑҫ енелле ерипен куҫса пыма тытӑнаҫҫӗ. II – III ӗмӗрсенче огурсем Ҫурҫӗр Кавказа ҫитнӗ. Унта вӑл вӑхӑтра иранла калаҫакан сарматсемпе алансем пурӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказра огурсене унгурсем (вун огурсем) те, пӑлхарсем те, сӑварсем те тенӗ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе калаҫнӑ. IV ӗмӗрте Хӗвелтухӑҫ Европӑна, ҫав шутра Ҫурҫӗр Кавказа та, Азирен хунсем персе ҫитеҫҫӗ. Пӑлхарсемпе сӑварсем хунсемпе пӗрле ҫӳревсене хутшӑнаҫҫӗ, тӗрлӗрен ҫӗрсене тустарса ҫӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем пӗр вырӑнта ҫӗр ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхса пынӑ. VII ӗмӗрӗн 30-40 ҫулӗсенче пӑлхарсем Ҫурҫӗр Кавказра Аслӑ Пӑлхар ятлӑ патшалӑх туса хунӑ. Анчах та ку патшалӑха хазарсем канӑҫ паман. Вӗсем ҫине-ҫинех тапӑнса ҫаратнӑ. VII ӗмӗрӗн 70-80 ҫулӗсенче Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ арканса каять. Пӑлхарсемпе сӑварсен пӗр пайӗ Дунай ҫине куҫса каять. Вӗсене Аспарух ертсе пынӑ. Тепӗр пайӗ (вӗсене нухрат пӑлхарсем теҫҫӗ.) Вӑтам Атӑлпа Кама ҫине куҫса каять. Вӗсене кунта Кӑтрак ертсе килет. Ку вӑл VIII ӗмӗрӗн 40 ҫулӗсенче пулнӑ. Пӑлхарсемпе сӑварсен виҫҫӗмӗш пайӗ (вӗсене хура пӑлхарсем теҫҫӗ) Кавказрах юлнӑ. Вӗсем хальхи Дагестан таврашӗнче кнеҫлӗх тунӑ. Вӑл кӗҫех Хазар каганатне лекнӗ. Атӑлпа Кама тӑрӑхӗнче XI ӗмӗр вӗҫӗнче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ йӗркеленсе ҫитет. Патшалӑхра пӑлхарсемпе сӑварсем ҫармӑссемпе, мӑкшӑ-ирҫесемпе, венгрсемпе хутшӑнса пурӑнаҫҫӗ. XII ӗмӗрте пӗрлӗхлӗ пӑлхар халӑхӗ пулса тӑнӑ. Калаҫасса вӗсем паянхи чӑваш чӗлхине питӗ ҫывӑх чӗлхепе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа та эпир вӑл халӑха авалхи чӑваш халӑхӗ тетпӗр. Чӑвашсен патшисем, кнеҫӗсем, тӑрӑнсем, турхансем, тӗн ҫыннисем, усламҫисем, ал ӗҫ ӑстисем, ҫар ҫыннисем пулнӑ.

1236 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне монгол- тутарсем ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ. Пӑлхар-чӑвашсем вара Ылтӑн Уртара асапланса пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. XIV ӗмӗр вӗҫӗнче– XV ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Пӑлхар ҫӗрне тӗпрен ҫаратса тустарнӑ, пӑлхар-чӑваш халӑхӗнчен нумайӑшне монгол-тутарсем вӗлерсе пӗтернӗ.

Чӗрӗ юлнӑ пӑлхар-чӑвашсем Хусан таврашне, Хусан леш енне, паянхи Шупашкар таврашне, ҫармӑссем хушшине куҫса килеҫҫӗ. 1438-1551 ҫулсенче вӗсем Хусан ханлӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак ҫулсенче паянхи чӑваш чӗлхипе калаҫакан халӑх пулса кайнӑ.

(В. Димитриев ҫырнинчен).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj