Патшалӑх тӑлӑхсене хваттер парать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ хӑш-пӗр тӑлӑхӑн ӑна илес тесе самаях чупма тивет. Республикӑри хӑш-пӗр ялта ҫывӑх ҫыннисен ӑшшисӗр тӑрса юлнӑ ҫамрӑксене хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра кӗтес панӑ тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ.
Нумаях пулмасть Элӗк тӑрӑхӗнче пулма тӳр килчӗ. Сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ панель ҫурт таҫтанах курӑнса ларать. Ҫӗнӗ вӑл. Пӗлтӗр унта 5 тӑлӑх валли кӗтес уйӑрса панӑ. Пӗрне пӗрремӗш хутра лекнӗ. Шӑпах ҫав хваттерте пулса курма тӳр килчӗ те.
Кашни хваттерте ӑшӑтмалли газ колонки пур. Унашкалли лайӑх-ха, халӗ ҫынсем шӑпах ҫавӑн пеккине туянма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах ку хваттерте ним савӑнмалли те ҫук. Хӗлле шӑнса вилмелле. Ӑшӑ радиаторӗ ҫумне хушма секцисем лартсан та сивӗ. Урайӗнче урана сивӗ ҫапать. Ара, аялта путвал-ҫке-ха. Ҫурта сивӗ шыв ҫеҫ кӗнӗрен унта ӑшӑ пӑрӑхӗсем ҫук. Эппин, путвал нимӗнпе те ӑшӑнмасть. Нӳрӗ пулнӑран вӗр ҫӗнӗ обойсем хӑмпӑланнӑ. Туалетпа ваннӑйне кӗрсен сивӗ пулнипе шӑл шаккама тытӑнатӑн. Унта — урамри пекех, вентиляцирен вӗрет. Ваннӑйра епле ҫӑвӑнмалла капла? Ҫитменнине, ҫак хваттере тивӗҫнӗ тӑлӑх хӗрӗн ачисем пӗчӗк.
Кӑҫал шартлама сивӗ тӑчӗ. Хваттерте чӑтма ҫук сивӗ хуҫаланни каламасӑрах паллӑ. Ачасене тумтирпех ҫывӑратнӑ вӗсем. Хӑйсем те ҫире тума хывмасӑрах сивӗ кравать ҫине выртнӑ. Хваттере кӑштах та пулин ӑшӑтас тесе ҫемье электричество кӑмаки ҫутса пурӑннӑ. Чӗрне хури чухлӗ те пулин ӑшӑннӑ-ха, анчах электричествӑшӑн укҫа самаях тӳлеме тивнӗ — 1500–2000 тенкӗ.
Кам патне кайса ҫӑхав ҫырмалла? Камран пулӑшу ыйтмалла? «Сана хваттер панӑ, тата мӗн кирлӗ?» — тейӗҫ те алӑ сулӗҫ. Ирӗксӗрех мӗн пуррипе ҫырлахма тивет тӑлӑх ӳснӗ ҫамрӑкӑн.
Паллах, ку ҫуртра тӑлӑхсем ҫеҫ пурӑнмаҫҫӗ. Эпӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, хальлӗхе чылай хваттер пушӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳлти хутра пурӑнакан тӑлӑхсем те хваттерте сивӗ пулнипе нушаланаҫҫӗ. Пурнӑҫра ахаль те асапне чылай тӳснӗ тӑлӑха мӗншӗн ҫапла кӳрентермелле-ши? Амӑшӗн ӑшшине те туйса курманскер ӑшӑ хваттер те кураймасть.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.