Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн нумай канни усӑллӑ-и?

Софья Савнеш18.12.2016 22:113401 Пурĕ пăхнă

Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 8 кун канатпӑр. 31-мӗшӗнче те ӗҫлеместпӗр. Ҫапла майпа канмалли кун 9-а ҫитет. Хӗлле ҫавӑн чухлех канмалла-и? Тен, ку кунсене ҫуркуннене, пахчара тӑрмашкӑн вӑхӑталла, куҫармалла? Ку ыйтсем тавра нумайӑшӗ калаҫать. Пӗрисен шухӑшӗпе, хӗлле ҫынсене 10 кун кантарма кирлӗ мар. Пахчара ӗҫ ҫук, ҫавӑнпа килте ларса йӑлӑхтарать имӗш. Теприсем вара Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн сывлӑш ҫавӑрса яма, тӑраниччен ҫывӑрма хирӗҫ мар.

Паллах, хӗлле канни усӑллӑ. Ку вӑхӑтра ачасем каникула каяҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те ӗҫлемест. Эппин, ача килте пӗччен лармасть. Аслисемпе шӑпӑрлансем вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, йӗлтӗрпе, ҫунашкапа ярӑнаҫҫӗ. Тепӗр тесен, тухтӑрсем ҫапла сӗнеҫҫӗ: ҫын уҫӑ сывлӑшра ҫӳресен, спортпа туслашсан организм лайӑх канать. Йӗлтӗрпе ярӑнсан, ҫуран утсан, тем тесен те, диван ҫинче хӑяккӑн выртнинчен усӑллӑрах.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри урӑлмасӑр ӗҫет. Шӑпах ҫак вӑхӑтра преступленисен, пушарсен йышӗ нумайланать. Ҫавӑнпа МЧС ӗҫченӗсем, тухтӑрсем лӑш канмасӑр ӗҫлеҫҫӗ. Эрех тенӗрен. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн тӗнче тетелне кӗрсе пӑхатӑн та – куҫ чарӑлса каять. Унта ҫунса кайнӑ, тепӗр ҫӗртре вӗлернӗ. Йӑлтах – эрехе пула. Кашни ҫул тенӗ пекех статистика пӑшӑрхантарать. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче эрех-сӑрапа ашкӑннипе ҫыхӑннӑ ҫакӑ.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн темиҫе кун канмаллах. Мӗншӗн? Хӗлле ир час пулмасть, хӑвӑрт тӗттӗмленет. Ҫавна май организм ҫителӗклӗ канмасть. Ирхине вӑранма йывӑррине хӑвӑрах сиснӗ пуль? Ҫулла вара хӗвел ҫути чӳречерен кӗрсе ыйха вӗҫтерет. Ун чухне кӑмӑл та савӑк, ҫывӑрас килмест. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче вара организма йӗркене кӗртме шӑпах меллӗ. 10 кун каннӑ хыҫҫӑн ӗҫе тухсан хӑвӑра ҫӑмӑл туйнине сиснех ӗнтӗ.

Эппин, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн вӑхӑта мӗнле ирттермелли пирки пуҫа ватмалла мар. Канмалла! Тепӗр хутчен – канмалла! Анчах диван сыхласа, телевизор курса мар, хӗллехи уҫӑ, сивӗ сывлӑшпа киленсе. Куратӑр акӑ: ӗҫе тухсан сӑрт-тӑва тепӗр майлӑ ҫавӑрма хатӗр пулатӑр.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj