Маларах хипстерсем пулнӑ пулсан халӗ хайпстерсем тухса кайнӑ. Камсем-ха вӗсем?
Пирӗншӗн, ахаль ҫынсемшӗн ют сӑмахпа калакан ҫак йышрисем — хипстерсем — ансӑр джинс шӑлаварпа, чечеклӗ шӑлаварпа, кулӑшла мар ӳкерчӗклӗ футболкӑсемпе ҫӳренӗ. Ҫемҫе хуплашкаллӑ контркультурӑллӑ литература вуланӑ. Латте ӗҫнӗ, инди итленӗ, артхаус пӑхнӑ, сухал ӳстернӗ, уссине явса ҫӳренӗ.
Мускавра, сӑмахран, барбершопсем уҫӑлнӑ, унта сухал валли ӑвӑс сутаҫҫӗ. Кун пек лавкка кирлӗлӗхӗ ҫамрӑксен пысӑк хипстера ҫаврӑнни. Ҫавсенчен хӑшӗсем халӗ оппозици йышне кӗрсе кайнӑ, теприсем интернет-специалистсем пулса ӗҫлеҫҫӗ.
Массӑллӑ субкультурӑна пуҫтарӑнасси малтанхи пекех вӑйлӑ мар. Гиксемпе нёрд текенсем те халӗ ҫук. Поп-культурӑна, суперпаттӑрсене тата комиксене кӑмӑллакансем те халӗ малтанхилле пӗр ушкӑнпа уйрӑлса тӑмаҫҫӗ.
Вӑл е ку субкультурӑна сӑнакансем асӑрханӑ тӑрӑх, халӗ ҫынсене вӗсен стилӗ е мӗне кӑмӑллани тӑрӑх уйӑрмалла мар. Тытаслӑхра вӗсен, паллах, хӑйне евӗрлӗх пурах. Халӗ ҫавӑн йышшисене хайпстер тесе каласшӑн. «Хипстер» сӑмах малтанласа ниме те пӗлтермен. To be hip тени «Темӑра» тесе куҫать. Хайпстер — «хайп» сӑмахран пуҫланса кайнӑ. Ку вара «шӑв-шав» тенине ӑнлантарать. Хайпстерсем винтажлӑ ҫипуҫпа та, инди-рокпа та, артхаусла кинопа та кӑсӑкланмаҫҫӗ. Тӗрӗсрех, мӗн те пулин конкретли ҫинче чарӑнса тӑмаҫҫӗ. Вӗсем Триер фонне те, Капитан Америка суперпаттӑра та харӑсах кӑмӑллаҫҫӗ. Шӑв-шав вӑхӑтӗнче калаҫтараканнипе паллашаҫҫӗ те кайран, пурте лӑпланса пӗтсен, вӗсем урӑххи енне туртӑнаҫҫӗ.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.