Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Галина Никитина: Туристсем хакламан Раҫҫейри хуласем

Галина Никитина23.10.2016 20:193500 Пурĕ пăхнă

Эпир халӗ илсе кӑтартакан Раҫҫейри ҫак ҫичӗ хулана туристсем ахалех хакламаҫҫӗ. Вӗсем пурте — пысӑках мар хуласем, анчах пурин те историйӗпе эткерлӗхӗ пуян. Ҫиччӗшӗ те Мускавпа Питӗртен инҫех мар. Паллашар-ха вӗсемпе.

Себеж

Псков облаҫӗнчи пысӑках мар ҫак хула Раҫҫей, Беларуҫ тата Латви чиккисем пӗрлешнӗ вырӑнтан инҫех мар ларать. Революциччен Себеж Витебск кӗпӗрнине кӗнӗ. Раҫҫее вӑл 1772 ҫулта лекнӗ. Кӳлӗ ҫинче илемлӗ ҫурутрав та пур. Сабежри вырӑнсем хысӑклӑ та сӑртлӑ.

Торопец

Тверь облаҫӗн анӑҫ енче, Анӑҫри Двинӑн шыв пуҫӗнчи кӳллисем патӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн кун-ҫулӗнче ҫӗр айӗнчи виҫӗ хула пытарӑннӑ: кривичсен тӑван ҫӗршывӗ, Торопец тата Ҫӗнӗ хула – унта Торопецкий кремльне хӑпартса лартнӑ. Ку хула кнеҫсемпе кӑна мар, купсасен аваллӑхӗпе те кӑсӑклӑ. Торопец архитектури — барокко.

Новозыбков

Брянск облаҫӗнче, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче, вырнаҫнӑ. Унта Раҫҫей, Беларуҫ тата Украина чиккисем пайланса каяҫҫӗ. XVII-XVIII ӗмӗрсенче авалхи тӗнпе пурӑннисем куҫса пынӑ. Ҫурҫӗр вӑрҫӑра пулӑшнӑшӑн Пӗрремӗш Петӗр патша вӗсене унта ирӗклӗн пурӑнма май панӑ.

Елец

Чи илемлӗ пӗчӗк хуласем Мускавран ҫурҫӗр еннерех вырнаҫнӑ текенсемпе килӗшме пулать-тӗр, анчах Липецк облаҫӗнчи Елец хули те илемлӗ. Халӗ ӑна пӗчӗк теме йывӑр, унта 100 пине яхӑн ҫын пурӑнать. Чукун ҫул станцийӗ те унта Липецкринчен пысӑкрах. Хулан историлле пайӗ чиркӳсемпе пуян.

Солигалич

Кострома облаҫӗн ҫурҫӗр енче пӗр-пӗринчен ҫӗр ҫухрӑмра Галич тата Солигалич хулисем вырнаҫнӑ. Солигаличра тахӑҫан тӑвар кӑларакан центр пулнӑ.

Гороховец

Владимир облаҫӗнчи хула Чулхула еннерех вырнаҫнӑ.

Архитектури Суздале ҫывӑх. Ку хулара та чиркӳ нумай.

Касимов

Рязань ҫӗрӗ ҫинчи хула Ока юханшывӗн ҫӳллӗ ҫыранӗн хӗрринче ларать. Тӗп лапамра — суту-илӳ точкисем, тӗрлӗ тапхӑрти чиркӳсем, купсасен ҫурчӗсем. XV-XVII ӗмӗрсенче вӑл Касимов ханствин «наци автономийӗн» центрӗ пулнӑ. Унта мишерсем пурӑннине пула авалхи мечет те упранса юлнӑ. Тутарсем каярах та пурӑннине вара ҫӗнӗ мечет ҫирӗплетет.

Шуя

Ивановск облаҫӗ хӑех — заповедла кӗтес. Унти Вичуга, Фурманов, Южа хулисенче хӗрлӗ кирпӗч ҫапнӑ. Вӗсемпе танлаштарсан Шуя уйрӑлса тӑрать: унта хапрӑк аваллӑхӗнчен ытла уес хулин сӑнӗ сисӗнет.

Чкаловск

Унта уес аваллӑхӗшӗн мар (вӑл кӳршӗллӗ Городецпа Балахнара та чылай) Валерий Чкаловшӑн кайса курмалла. Паллӑ летчик-испытатель пӳрчӗпе юнашар туса лартнӑ ангарта Чкаловӑн самолечӗсем пур, ҫав шутра — хӗрлӗ ҫунатлӑ АНТ-25 те.

Бахчисарай

Симферопольпе Севастополь хулисем хушшинчи Бахчисарай — Крымри паллӑ вырӑнсенчен пӗри. Хан керменӗ, Чуфут-Кале тата ытти те пур унта. Вӑл Крымри тутарсен тӗп хули пулса тӑрать. Вокзалтан инҫех мар Эски-Юрт вырнаҫнӑ: унта — виҫӗ мавзолей тата минарет (минбар).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj