Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: Партие шан та, хӑв ан кахаллан

Таисия Ташней24.08.2016 17:014303 Пурĕ пăхнă

Ҫак сайтри хыпарсене пӗр сиктермесӗр йӗрлесе пыракансене тата информатор йышӗнчисене тӳрех пӗлтерем: ку хыпара пӗр-пӗр партие мухтаса та, хурласа та ҫырмастӑп. Тупата Туршӑн та, маншӑн пурте пӗрех: хальхи вӑхӑтри созывра тӗрлӗ парти сӗмӗпе депутата суйланнисем те, ҫитес суйлавра лекме ӑнтӑлакансем те. Ҫапах та суйлав умӗнхи агитаци тапхӑрне сӑнама, пытармастӑп, питех те кӑсӑклӑ. Унтан та ытларах – кулӑшла та.

Халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче те паян кандидатсем пӗрне-пӗри хурласа ҫырнине, хӑйсен тӑрӑшӑвне вара ырӑ енчен кӑна кӑтартма талпӑннине курса тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. «СССР вӑхӑтӗнче, влаҫра коммунистсем ларнӑ чух, апла пулман», — тесе ҫырать халӑх тетелӗсенчен пӗринче депутат пулма кандидат евӗр регистрациленнӗ пӗр ҫамрӑк арҫын. Эпӗ, хӗрӗхри ҫын, вӑл вӑхӑтри саманана ыррӑнах астумастӑп та, вӑл, манран та кӗҫӗнрехскер, ӑҫтан пӗлет-ши? Тепӗр хутчен калатӑп: Совет саманине хурлас шухӑшӑм пачах та ҫук. Вӑл вӑхӑтра ҫынсем черете тӑрсан темиҫе ҫултан хваттере тӳлевсӗр кӗрсе ларнине лайӑх пӗлетӗп. Ара, хулара пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӑмсем, вӗсем пурте манран аслӑрах, нихӑшӗ те укҫалла хваттер туянман. Колхозра ӗҫлекен аннем укҫипех тата кукамай пенсийӗпе пӳрт лартнине те астӑватӑп. Шкулта алӑк хӑлӑпӗ ылмаштарма та, чӳрече карри илсе ҫакма та, учебник туянма та укҫа пирӗнтен пухмастчӗҫ. Аннем вара шкул кӗнекисене укҫалла туяннӑ вӑхӑта астӑвать. Вӑл та Совет саманинчех пурӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑнхи тапхӑра килнӗ те унӑн ҫамрӑклӑхӗ, урана сырма ҫӑпата пулманнине паян та куҫҫулленсе аса илет.

Чӑн та, пурнӑҫӗ паян та ҫӑмӑл мар. Нумаях пулмасть Шупашкарти пульницӑсенчен пӗринче выртма тивнӗччӗ. Пилӗк вырӑнлӑ палатӑра (пӗри килет, тепри каять...) такампа кун кунласа ҫер каҫма тиврӗ. Вӗсен хушшинче врач та, суд приставӗ те, инженерта тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинеми те, ют ҫӗршыва кайса тавар туянса килсе тӗрлӗ организаци тӑрӑх ҫипуҫ сутса ҫӳрекен хӗрарӑм та, хысна учрежденийӗнче апат пӗҫерекен те пулчӗҫ. Вӑхӑта ирттермелле теме те сӳтсе яваттӑмӑр: пӳтсӗр арҫынсене те (тарӑхтарсан самантрах йытта ҫавӑратпӑр мар-и вӗсене? Тӗрӗссипе каласан, аплах мар ӗнтӗ – шӳтлерӗм), ӗҫри лару-тӑрӑва та, экономикӑпа политика ыйтӑвӗсене те.

Пӗрле выртакансемпе сӑмахланӑ май пурнӑҫ шайӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пурин те пӗр пекреххи уҫӑмлӑнах палӑрчӗ. Чун ыратӑвӗ те, савӑнӑҫӗ-телейӗ те кашнин пӗр евӗртерех. Халӑхӑн самай пайне паян, чӑн та, ҫӑмӑл мар. Тен, ҫавӑнпах тахӑҫан лайӑхраххӑн пурӑннӑн та, влаҫра урӑххисем ларсан ӳлӗмрен лайӑхрах кунсем ҫитессӗн те туйӑнать пулӗ. Анчах пурнӑҫӑмӑра пирӗн вырӑна никам та пурӑнмасси каламасӑрах паллӑ мар-шим вара? Нивушлӗ пирӗн ачамӑрсене такам тумлантарӗ-тӑрантарӗ, пирӗншӗн такам хваттер укҫи тӳлӗ-ши? Ҫук, паллах. Тепӗр тесен, ун пеккинчен Турӑ сыхлатӑр-ха. Пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр пурнӑҫа чылай чухне хамӑрах тӑватпӑр. Чаплӑ вырӑн йышӑнакан тӑван-пӗтен, тус-юлташ, савни-упӑшка пулмасан ҫулӑмӑра – хамӑрӑнне тата ачамӑрсенне – никам та уҫса пымӗ. Тар тӑкмасӑр-ӗҫлемесӗр пире никам та нимӗн те тыттарас ҫук. Хамӑрӑнах тапаҫланмалла-талпӑнмалла.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj