Раҫҫей — пысӑк ҫӗршыв. Ҫуллахи вӑхӑтра отпуска ӑҫта ирттермелли пирки шухӑшлатӑр-и? «Самовар» сайт пирӗн ҫӗршыври чи ӑшӑ хуласен рейтингне хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш вырӑнта — Волгоград. Вӑл кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ, инҫех мар — Казахстан. Унти ҫеҫенхирсенчен вӗрекен ҫиле пула ҫулла термометр 44-48 градус таран хӑпарать. Ҫӗрле те пиҫсе вилмелле. Ун чухне урамра 26-28 градус ӑшӑ. Ҫумӑр та сахал ҫӑвать.
Иккӗмӗш вырӑнта — Аҫтӑрхан. Вӑл Каспи тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫав вырӑнтан инҫех мар Атӑл тинӗсе юхса кӗрет. Метеорологсем Аҫтӑрхана шӑрӑх енӗпе иккӗмӗш вырӑн панӑ. Термометр вӑтамран 25,6 градус кӑтартать. Хӑш чухне урамра 35-40 градус ӑшӑ та хуҫаланать. Аслатиллӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни унта — чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ.
Краснодар та отпуска ирттермешкӗн лайӑх хула. Ҫывӑхра тинӗс пулнӑран уҫӑ. Ҫулталӑкри вӑтам температура 12 градуспа танлашать. Ҫулла шӑрӑх, уйрӑмах — утӑ уйӑхӗ. Ун чухне 40 градус ӑшӑ тӑрать.
Сочире ҫулталӑкӗпех канма пулать. Унта хӗлле те ӑшӑ. Термометр хӗлле те нульрен аяларах кӑтартмасть. Сочи субтропикра вырнаҫнӑ Раҫҫейри пӗртен-пӗр хула. Ҫавна май унта ҫулталӑк вӑхӑчӗсем те ҫук. Ҫуркунне — ҫутӑ, кӗркунне — ӑшӑ, ҫулла вара — вӑрӑм. Унта ака уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн варриччен шыва кӗреҫҫӗ. Ҫулла ҫур ҫул ытла тӑсӑлни чылай туриста илӗртет. Адлер унччен поселок пулнӑ, халӗ — Сочин пӗр пайӗ. Нӳрӗ субтропик унта. Йӗри-тавра — тусем, ӑшӑ тинӗс. Кусене пула хӗлле те ӑшӑ. Анчах унта шӑрӑха чӑтса ирттерме ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен нӳрӗклӗх пысӑк.
Калмӑк Республикинчи Яшкӳлӗ (Яшкуль) те ӑшӑ хула. Ҫулталӑкри чи ӑшӑ уйӑхӑн ватам кӑтартӑвӗ — 26 градус. Ку енӗпе вӑл ыттисенчен ирттерет. Яшкуле Пӗчӗк Азирен вӗри, типӗ сывлӑш ҫитет.
Нӳрӗ, сивӗ ҫанталӑк йӑлӑхтарсан Волгограда, Астрахане, Краснодара, Сочие е Яшкуле ҫул тытӑр. Унта кунти пек мар — яланах ӑшӑ…
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.