Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр?

Софья Савнеш28.02.2016 20:496201 Пурĕ пăхнă

Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.

Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм. Ара, пирӗннисем, Раҫҫейрисем, нимпе те пулӑшаймаҫҫӗ-ҫке-ха. Мӗншӗн? Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр? Мӗншӗн пирӗн ют ҫӗршыври клиникӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн пин-пин ҫын вӑйсӑр медицинӑна пула вӑхӑтсӑр куҫ хупать? Ют ҫӗршыври тухтӑрсем сипленмешкӗн сахал мар укҫа ыйтаҫҫӗ-ҫке-ха. Ирӗксӗрех халӑхран пухма, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухма тивет.

Чӑваш Енре осеопетрозпа чирлекен ача нумай. Вӗсене Мускавра пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах пур чухне те мар. Чӑваш Енри кунашкал чирпе аптӑракан миҫе ача Израиьти клиникӑра сипенмен-ши? Левушка Аверикевӑн ашшӗ-амӑшӗ унта каймашкӑн май тупса укҫа пухрӗҫ. Кун хыҫҫӑн Лева хӑйне лайӑх туйма, ытти ача пек аталанма тытӑнчӗ. Шел те, Настя Ильдер, остеопетрозпа чирленӗскер, сывалаймарӗ. Пӗчӗкскер темиҫе ҫул каялла сывлама чарӑнчӗ. Чирлӗ ачасене хамӑр патрах пулӑшу парсан тем пекех паха-ҫке-ха.

Канадӑри тухтӑрсем Ксюшӑна пулӑшма килӗшсен ашшӗ-амӑшӗн пысӑк шанчӑк ҫуралнӑ. Амӑшӗн паттӑрлахӗнчен тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать. Вӑл хӗрӗ патӗнчен виҫӗ утӑм та пӑрӑнмасӑр ку таранччен пульницӑрах пурӑнать. Тухтӑрсен шанчӑкӗ сӳнсен те унӑн чӗринчи ӗненӳ тапсах тӑрать. Шурӑ халатлисем Ксюшӗн органӗсене чирлӗ тепӗр ачана пама сӗннӗ. Ҫук, килӗшмен амӑшӗ. Вӑл хӗрӗн пурнӑҫӗшӗн ниме пӑхмасӑр кӗрешӗ. Амӑшӗн шанчӑкӗ нихӑҫан та сӳнмест. Ҫак пысӑк шанчӑк Ксюшӑна сывалма пулӑшатех…

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj