Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Суд тӑрӑх чупмасӑр тӑлӑха хваттер памаҫҫӗ

Софья Савнеш30.01.2016 19:214596 Пурĕ пăхнă

Антон Батракова Америкӑри ҫемье усрава илнӗ. Анчах арҫын ача темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене, тӑван тӑрӑха, тарса килчӗ. Ҫак кунсенче вӑл «Прямой эфир» кӑларӑма хутшӑннӑ. Унта ӑна Мускавра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер парнеленине кӑтартнӑ.

Паллах, тӑлӑх хваттерлӗ пулни лайӑх. Куншӑн савӑнмалла ҫеҫ. Антон студие юлашкинчен тухнӑ. Вӑл Америкӑра мӗн чӑтса ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Андрей Разин Антон шӑпипе тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл ӑна студирех хваттер парнеленӗ.

Ку ырӑ хыпара илтсен Красноармейски районӗнчи тӑлӑх аса килчӗ. Алина ятлӑскере хваттер халӗ те паман. Малтанах черетре пулнӑ-ха вӑл. Ӑна ҫӗтӗк-ҫатӑк хваттер панӑ. Шалта — хӑрушӑ. Алина каланӑ тӑрӑх, панӑ чухне вӑхӑтлӑх тесе шантарнӑ. Анчах шантарнӑ та… черетрен кӑларса пенӗ. Халӗ тӳре-шаран пӗр хурав: «Сана хваттер панӑ». Алина кунпа килӗшмест, суд тӑрӑх ҫӳреме тивет халь тӑлӑхӑн. Пӗрре ӗҫтешӗм ку ыйтупа вырӑнти тӳре-шарапа калаҫрӗ. Алинӑн шӑпи кулянтарать те ӑна Тракри тӳре-шарапа телефонпа ҫыхӑнчӗ. Пӗри, ҫемҫе пукан йышӑнаканскер, ҫапла хуравланӑ: «Алина тӑлӑх мар. Унӑн савнийӗ мӗнле «миллионсем» ҫавӑрттарнине пӗлетӗр-и эсир?» Тӑхтӑр-ха, вӗсен «миллионӗсем» пуҫлӑхсене мӗншӗн ҫав тери канӑҫсӑрлантараҫҫӗ вара? Ҫын кӗсйине кӗрсе укҫа шутлама ирӗк пур-им вӗсен? Хӑйсем мӗн чухлӗ шалу илнине никам та тӗреслемест вӗт. Алина арҫынпа хут уйӑрттармасӑр пурӑнать, вӑл укҫа нумай ӗҫлесе илет пулин те унӑн статус пур — тӑлӑх. Вӑл пурнӑҫӗнче нушине самаях курнӑ. Ҫывӑх ҫыннисем юнашар пулманни те — мӗн пысӑкӑш хуйхӑ.

Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Алина тӗрӗслӗхе халь те тӑрӑ шыв ҫине кӑларман, суд тӑрӑх чупать. Унччен ӑна ҫӗнӗ ҫуртра хваттер пама шантарнӑ, анчах халӗ ӑҫта вӑл? Камӑн кӗсйине хулӑнлатнӑ-ши тӑлӑх куҫҫулӗ?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj