Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Хоккей курса мунча кӗреҫҫӗ

Софья Савнеш16.01.2016 22:284030 Пурĕ пăхнă

Мунча кӗме юратакан ҫын, ахӑртнех, нумай. Тӗнчери хӑйне евӗр мунчасем, паллӑ ӗнтӗ, ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсенче пур. Ара, урамра 20 градус ӑшӑ тӑнӑ чухне камӑн вӗри мунча кӗрес килтӗр-ха.

 

Чехири Либерец хулинче хӑйне евӗр мунча пур. Вӑл юханшыв ҫинче вырнаҫнӑ. Милӗкпе ҫапӑнмаллине пляж ҫывӑхӗнче тунӑ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Малтан ку мунчана хута янӑ архитектура студийӗнче заявка ҫырмалла ҫеҫ.

Урапа ҫинчи мунчана пирӗн ҫӗршывра, ахӑртнех, курман. Пураран тунӑскере КРАЗ е прицеп ҫине вырнаҫтарнӑ. Урапа ҫинчи чи пысӑк мунча – 17 метрлӑ Volvo ҫинчи.

Паром ҫинчи мунча та тӗлӗнтерет. Анчах вӑл ӑшӑ ҫанталӑкра кӑна тухать. Хӗлле вара вӑл вырӑнтан та хускалмасть.

Мунчана подъемник ҫинче те тӑвас шухӑш камӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ-ши? Финляндири Юлляс курортра сауна кабина тунӑ.

Миланра та хӑйнеевӗр мунча пур. Ӑна трамвай вакунӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта 10 ҫынран тӑракан ушкӑн канма пултарать. Ҫапӑнмаллисӗр пуҫне унта хӑтлӑ сак, сӗтел. Плазма телевизорпа вара Миланри трамвайсен историне кӑтартаҫҫӗ.

Раҫҫейре вара ту хысакӗ ҫинчех мунча тунӑ. Пӗве хӗрринче хысак ҫумне пӗренесем вырнаҫтарнӑ, кӑмака тунӑ. Ку — хура мунча.

Ку мунча вара — арҫынсен ӗмӗчӗ. Вӑл пӑр аренинче. Хоккей курма юратакан арҫынсем пӗр вӑхӑтрах юратнӑ командӑшӑн «чирлеме» тата мунча кӗрсе сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Матч вӑхӑтӗнче шанса каяс хӑрушлӑх ҫук!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj