Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Бесермансем — чӑвашран тухнӑ удмуртсем

Agabazar18.12.2015 18:358976 Пурĕ пăхнă

Удмурт Республикин ҫурҫӗр енче, Чепца шывӗн тӑрӑхӗнче, Глазов хули таврашнелле хӑйсене бесерман текен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем удмурт чӗлхипе калаҫаҫҫӗ.

Ҫак ҫынсене виҫҫӗр-тватҫӗр ҫул каялла документсенче чылай чухне "чӑваш" тесе те асӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ пачах та ӑнсӑртран мар.

Мӗншӗн тесен бесермансем чӗлхипе ҫеҫ удмуртсем, ытти енсемпе вӗсем чӑвашсене ҫав тери ҫывӑх.

Бесермансем — чӑвашсем пекех, Атӑлҫи Пӑлхар еткерҫисем.

Анчах та мӗншӗн-ха "чӑваш" ят мар, "бесерман" ят ҫиеле тухнӑ кунта?

XIV-XV ӗмӗрсенче вырӑс летопиҫӗсенче Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчи мӑссӑльман тӗнне тытса пыракансене "бесермян" теме пуҫлаҫҫӗ. Ку ҫынсем вырӑнти чӗлхепех калаҫнӑ. Вӑл чӗлхене "авалхи чӑваш чӗлхи" теме пулать. Мӑссӑльман тӗнне тытса пыманнисене "ҫӑваҫсем" (каярахпа — чӑвашсем) тенӗ.

Чепца шывӗ хӗрне куҫса каякансем хушшинче бесермянсем те, ҫӑваҫсем те пулнӑ. Ҫавна кура пурӑна киле вӗсене апла та, капла та чӗннӗ. Бесерман текеннисем кӑштах йышлӑрах пулнӑран-и, е урӑх сӑлтавсене пула, юлашкинчен ҫапах та "бесерман" тени ҫиеле тухнӑ. ПАЛЛАХ, КУНАШКАЛ ЛАРУ-ТӐРУРА МӐССӐЛЬМАН ТӖНӖ ТЕ МАЛАЛЛА АТАЛАНМА ПУЛТАРАЙМАН. Ҫапах та унчченхи мӑссӑльманлӑха аса илтерекен "бесерман" ят сыхланса юлнӑ.

Бесермансем пирки вуласа пӗлмелли чи лайӑх сайтсенчен пӗри, ман шутпа, ак ҫак тӗлте — http://portal.do.mrsu.ru/info/ethnics/?ELEMENT_ID=830

<<В русских письменных источниках XV-XVII вв. они называются «чепецкие чуваши». Покрой одежды, вышивки и головные уборы бесермян также очень напоминают чувашские....

Как полагает известный удмуртский этнограф В. Е. Владыкин, в формировании бесермян, очевидно, существенную роль сыграл религиозный фактор. В Волжской Болгарии часть южноудмуртского населения приняла ислам и стала осознавать себя как нечто отличное от собственно удмуртов, получив название «бесермяне» ... Для религиозных воззрений бесермян и поныне характерен сложный симбиоз традиционных верований и обрядов с мусульманством и православием, принятым в XVIII в. Будучи формально православными, бесермяне считали необходимым присутствие муллы на похоронах; после первого выгона скота в поле мулле относили муку (крупу); вплоть до начала XX в. в пищу не позволялось, согласно мусульманским традициям, употреблять свинину, предпочтение отдавалось конине и мясу птицы. По сегодняшний день бесермяне не включают свинину в обрядовую пищу.>>

_______________________________________________

Текст ҫумне хушса панӑ ӳкрчӗке илнӗ вырӑн — http://anaga.ru/besermjane.htm

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Сашук // 3593.18.8508
2015.12.19 14:18

Акапасар, ислам тӗнне тытсм пыманнисене чӑваш теме тытӑнни нимӗнле те ҫирӗпленместь. Ку шухӑша пушкӑрт ученӑйсем хирӗҫле татса параҫҫӗ.

Сашук // 3593.18.8508
2015.12.19 14:26

Пушкӑрт ӑсчахӗсем ҫырнӑ тӑрӑх 19-мӗш ӗмӗрччен хайхи тутарстанри тутарсем хӑйсене чӑваш тенӗ пулать, ислам тӗнӗпе пурӑннӑ пулсан та. Ку шухӑша тутар ӑсчахсем те пайлаҫҫӗ.

Agabazar // 1940.85.5351
2015.12.19 15:04
Agabazar

Акапасар, ислам тӗнне тытсм пыманнисене чӑваш теме тытӑнни нимӗнле те ҫирӗпленместь.

Ашмаринӑн "ҫу чӑваш" тата "ҫу ҫармӑс" тенисем пур-и? Пур!

ҪУ- (тасатас, ҫӑвас) сӑмахран ҪӐВА пулса кайма майсем пур-и? Пур!

Мӑссӑльмансене "бесермян" тесе каланӑ-и? Каланӑ!

Хайхи бесермянсене ҫав хушӑрах чӑваш та тени пулнӑ-и? Пулнӑ!

Паянхи бесермянсем паянхи кун чӑннипе мӑссӑльмансем марри паллӑ-и? Паллӑ!

Ҫӑва сӑмахран Ҫӑваҫ тени пулса кайма майсем пур-и? Пур!

Ҫӑваҫран Чӑваш пулма майсем пур-и? Пур!

Agabazar // 4500.4.6552
2015.12.19 16:16
Agabazar

Пушкӑрт ӑсчахӗсем ҫырнӑ тӑрӑх 19-мӗш ӗмӗрччен хайхи тутарстанри тутарсем хӑйсене чӑваш тенӗ пулать, ислам тӗнӗпе пурӑннӑ пулсан та.

Вара мӗн?

Ислам тӗнӗпе пурӑнмасӑрах хӑйсене "бесерман" текенсем те пур вӗт! (idea) (hevel) (star)

Сашук // 1934.33.2694
2015.12.19 17:15

<blockquote>Ашмаринӑн "ҫу чӑваш" тата "ҫу ҫармӑс" тенисем пур-и? Пур!</blockquote>

Акапасар, ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тенисем Ашмарин словарӗнче пур ҫӗртете калаҫаҫҫӗ тесе ҫырман вӗт ӗнтӗ. Ун пек тесе Вӑрнар районӗнче виҫӗ Ялта кӑна калаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан чӑваш тӗнчинче кашни ялӑн хӑйӗн тӗлӗнмелле чӗлхи пур. Вӑрнар районӗнчи виҫӗ ялта ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс тенисем ҫур чӑваш тата ҫур ҫармӑс тенисене пӗлтереҫҫӗ. Икӗ шипящий буквӑсем хушшинче "р" буквӑ тухса ӳкни кӑна вӑл. Хӑш пӗр районсенче "р" буквӑ урӑх сӑмахра тухса ӳкеть, хӑшӗсен тухса ӳкместь. Калӑпӑр: нумай районсенче кӗмелле-заходить теҫҫӗ пулсан, Етӗрнесем вара кӗрмелле теҫҫӗ. Етӗрнесен "р" буквӑ тухса ӳкместь.

Agabazar // 1623.51.1542
2015.12.19 17:52
Agabazar

СаШШук хоспочын,

Хӑҫан курнӑ эсӗр чӑваш чӗлхинче ҫавнашкал [Р] сасӑ тухса ӳкнине?

Пур чӑваш, Мӗнпур чӑваш...

Вара епле пулма тивӗҫлӗ-ха? Пу чӑваш? Мӗнпу чӑваш?

Е тата "Юр ҫӑвать" теесии вырӑнне чӑвашсем Ю ҫӑвать теҫҫӗ-шим?

Хӑҫан курнӑ эсӗр кунашкал лару-тӑрура [р] сасӑ тухса ӳкнине?

Мӗн кӗр- тата тӑр- йышши глаголсем ҫине пӳрнепе тӗллетӗр?

Нихҫан та вӗсен вырӑнне кӗ- е тӑ- темеҫҫӗ хӑйсем тӗллӗн чухне.

"Кӗр пӳрте!", "Кӗр чӑлана!" вырӑнне "Кӗ чӑлана!" е "Кӗ чӑлана!" пулма пултараймасть.


Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj